Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлес кăмăл пур-и? Конкурса хутшăн

Категория: Общество Опубликовано: 02.10.2020, 13:41 Просмотров: 1266

Нумаях пулмасть иртнĕ суйлавра эпир халăхпа район Пухăвĕн тата кашни ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсене суйларăмăр. Чи нумай сасă пухса çĕнтернисен ячĕсемпе те паллашрăмăр. Çывăх вăхăтра вара сакăр ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен тивĕçне малалла кам йышăнасси паллă пулĕ, конкурс иртĕ, мĕншĕн тесен хальччен ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленисен контракчĕсем вĕçленнĕ. Кун пирки тĕплĕнрех эпир çак кунсенче район администрацийĕн ертỹçипе Иван Михопаровпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Иван Николаевич, конкурс пур ял тăрăхĕн ертỹçи тĕлĕшпе те иртет-и?

- Тивĕçлĕ кандидатурăсем суйлас тĕлĕшпе конкурс пулассине пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ. Атнар, Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси ял тăрăхĕсен пуçлăхне суйлас енĕпе конкурс октябрĕн 13-мĕшĕнче иртĕ, Хусанушкăньпе Штанаш тата Кив Атикасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен - октябрĕн 14-мĕшĕнче, Тралькассипе Пантьăк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен - октябрĕн 15-мĕшĕнче. Аса илтеретпĕр, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче конкурсра çĕнтернĕ май пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса Сергей Николаевич Романов тăрăшать, кăçалхи август уйăхĕнчен пуçласа Мăн Этмен ял тăрăхне Олег Александрович Николаев ертсе пырать, вĕсенче, паллах, конкурссем иртмеççĕ.

Палăртмалла, сентябрĕн 18-мĕшĕнче кашни ял тăрăхĕн администрацийĕнче депутатсен Пухăвĕн пĕрремĕш йĕркелỹ ларăвĕсем иртрĕç. Ун чухне депутатсен Пухăвĕн председателĕсене суйларĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлас тĕлĕшпе конкурс ирттерме комисси членĕсене палăртрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кандидатурине суйлас енĕпе ĕçлекен кашни комисси йышне район администрацийĕ енчен тăваттăн тата ял тăрăхĕнчен тăваттăн (депутатсем, кунта тă-рăшакан специалист) кĕчĕç.

- Конкурса камсем хутшăнма пултараççĕ?

- Конкурса ял тăрăхĕн пурнăçĕпе кăсăкланакан, ăна тата лайăхрах аталантарас тĕллевлĕ, вырăнта пурăнакансен пурнăçне тата хăтлăрах тăвас ĕмĕтлĕ, ĕçлес кăмăллă çынсем хутшăнма пултараççĕ. Тен, хăшĕ-пĕри тĕрлĕ сăлтава пула аякра ĕçлесе пурăнать, чунĕ вара тăван кĕтесех туртать, ăна аталантарассишĕн çунать. Кун пеккисен те ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кандидатурине суйлас конкурса хутшăнма шанăç пур.

Конкурса документсем тăратассипе тимлĕ пулмалла, вĕсене палăртнă йĕркене пăхăнса хатĕрлемелле. Конкурс комиссийĕ шăпах кирлĕ хутсене тĕрĕс те туллин пуçтарнине, çирĕплетнĕ бланксем çинче хатĕрленине тимлĕх уйăрĕ. Пĕр документ çитмесенех конкурса хутшăнма чăрмав сиксе тухĕ.

Кунтах çакна палăртса хăварас килет: Атнарпа Хĕрлĕ Чутай тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ пулма хăйсен кандидатурисене тăратакансен докуменчĕсене октябрĕн 7-мĕшĕччен йышăнаççĕ, Хусанушкăньпе Штанаш тата Кив Атикасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ пулас шутлисенне - октябрĕн 8-мĕшĕччен, Тралькассипе Пантьăк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ пулас кăмăллисенне - октябрĕн 9-мĕшĕччен.

- Конкурса хутшăнас кăмăллисем конкурс пирки тулли информаципе ăçта паллашаяççĕ?

- Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кандидатурисене суйлассипе пыракан конкурс пирки тата унта хутшăнма мĕнле-мĕнле документ кирлипе тĕплĕн ял тăрăхĕсен сайчĕсенче "Пĕлтерỹсем" пайра паллашма май пур, çавăн пекех кашни ял тăрăхĕн хăйĕн "Вестник сельского поселения" пур, унта та конкурс ирттересси пирки ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕсене пичетленĕ.

- Калаçушăн тавтапуç, Иван Николаевич!

Эпир вара, районта пурăнакан пур çын пекех, конкурсра ял тăрăхĕсене аталантарас, ял çыннисен пурнăçне хăтлăрах тăвас, вырăнти инфратытăма çĕнетсех пырас тĕллеве мала хуракан çынсем çĕнтерессе шансах тăратпăр.

Алина ОРИНОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1