Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Район çыннисен яваплăрах пулмалла

Категория: Общество Опубликовано: 02.10.2020, 13:57 Просмотров: 649

Пурте сиснĕ ĕнтĕ, юлашки вăхăтра коронавирус пандемине пула кĕртнĕ хăш-пĕр чарусене чакарчĕç. Районта пурăнакансем те хăйсене ирĕкрех тытма пуçларĕç. Чылайăшĕ маска тăхăнма пăрахрĕ. Лавккасене кĕрсен те кун пеккисем çук мар. Дистанци тытмалли пирки вара пач та манса кайрăмăр пулас. Чир алхаснин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленни çакăн патне çитерчĕ мар-и?

Анчах та çитес кунсенче эпидемин иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланасса систереççĕ специалистсем. Кĕрхи йĕпе-сапа пуçлансанах ОРВИ-пе, гриппа чирлекенсен йышĕ ỹсĕ. Коронавируспа чирлекенсен йышĕ те чакса пымасть-ха. Республикăра кунсерен коронавируспа чирлекен 30 яхăн çынна тупса палăртаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра çак амакпа 8624 çын чирленĕ, вĕсенчен 7276-шĕ сывалнă. Хальлĕхе 1250 ытла çын коронавируспа чирлет. Çак чире пула 93 çыннăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă.

Районта юлашки уйăхсенче коронавируспа çыхăннă лару-тăру пĕр шайра тăрать. Пĕтĕмпе эпидеми пуçланнăранпа 167 çын коронавируспа чирленĕ. Анчах та çакă лăпланмалли сăлтав мар. Пирĕнтен кашнийĕнех чару мерисене малалла та пăхăнас пулать. Çак тапхăрта пурин те маскăсем, перчеткесем тăхăнса çỹремеллине асра тытмалла. Май пур таран самоизоляци йĕркине пăхăнмалла. Кил тулашĕнче çынсем хушшинчи дистанци 1,5 метр пулмалла. Çак хăрушсăрлăх мерисене çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче, обществăлла транспортра пăхăнмалла.

Кĕр кунĕсенче уйрăмах сывлăха тимлĕх уйăрмалла, кашнийĕнех грипран прививка тутарма тăрăшмалла. Ку енĕпе район больници те, фельдшерпа акушер пункчĕсем те ĕçлеççĕ, грипран прививка тăваççĕ. Чи малтанах ача садне çỹрекенсене, шкул ачисене, ватăсене, хăрушлăх ушкăнне лекекен çынсене прививка тунă.

Республикăра та ĕçлекен ватăсене чиртен сыхласа хăварас тесе килте ларма ирĕк панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă хушăва улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн ĕçе çỹрекен 65 çултан аслăрах çынсем килте ларма пултарĕç. Уншăн вĕсене укçа тỹлĕç. Килте лармалли вăхăт октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тесе палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кайран çав вăхăта тата тăсма пултарĕç. Çак йышăнăва çынсем тĕрлĕ вирус инфекцийĕсемпе, çав шутра коронавируспа, ан чирлеччĕр тесе тунă.

Акă сентябрĕн 30-мĕшĕнче район территорийĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕпе, район территорийĕнче коронавируспа кĕрешмелли регламента пăхăннине çирĕпрех тĕрĕслеме пуçлаççĕ. Обществăлла вырăнсенче маска тăхăнманнисене штрафлĕç. Мобильлĕ ушкăнсем лавккасем тăрăх тĕрĕслевсемпе çỹрĕç. Çавăнпа та район çыннисен яваплăрах пулмалла, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаллине асра тытмалла.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31