ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паян, октябрĕн 9-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕ. Эппин, çак кун почта тытăмĕнче тăрăшакан мĕнпур ĕçчен хăйĕн професси уявне паллă тăвать. Уяв кун пирĕн вулаканăмăра почтальонра ырми-канми тăрăшса кăçал районăн Хисеп хăми çине сăнỹкерчĕкне вырнаçтарма тивĕçнĕ Инна Захаровапа паллаштарас кăмăл çуралчĕ.
Инна Ильинична Захарова (хĕр чухнехи хушамачĕ Дементьева) Калкассинче 1985 çулта çуралнă. Серенкасси шкулĕнче ăс пухнă вăл. Почта тытăмĕнчи ĕç стажне 2012 çулта пуçланă. Çавăнтанпах ĕнтĕ Утаркассинчи çыхăну уйрăмĕнче тăрăшать, Шулю тата Пĕрремĕш Липовка ялĕнче пурăнакансене почта çыхăнăвĕн тĕрлĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Вăл - 3 класлă почтальон.
Почтальон ĕçĕ çăмăл мар. Çанталăк мĕнлине пăхмасăр - çумăр çăвать-и, юр вĕçтерет-и... - ял çынни патне вăхăтра çитмеллех. Уйрăмах почтальона пĕччен пурăнакан мучисемпе кинемейсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕт. Пенси çитерсе парасса кăна мар, чире е вăй-хал чакнине пула питех тухса çỹрейменнипе апат-çимĕçпе тивĕçтерессе те шанаççĕ вĕт вĕсем. Чун апачĕ - тĕрлĕ хаçат-журнал - илсе тăма та хăнăхнă ватăсем. Çапла, почтальон ял çыннишĕн кĕтнĕ хăна тата кирлĕ вăхăтра пулăшакан пулса тăрать.
Инна Ильинична та ялта пурăнакан ватăсене пулăшма васкать, кинемейсемпе мучисем те ăна ырăпа кăна асăнаççĕ. Хăйĕн ĕçне вăл чун туртнипе пурнăçланăранах унăн ĕç кăтартăвĕсем те лайăх. Çакна ăна çулсеренех професси уявĕнче тĕрлĕ хисеп хучĕсемпе чыслани те çирĕплетет. Акă кăçал июль уйăхĕнче вăл Раççей почтин кунĕ ячĕпе тата профессири кăтартуллă ĕçсемшĕн Раççей почтин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. "Пирĕн пурнăç" хаçата çырăнтарас енĕпе те вăл лайăххисен йышĕнче.
Коллективра Инна Ильиничнăна хисеплеççĕ. Вăл хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, пуçаруллă та яваплă пулнипе палăрса тăрать.
Ноябрь 2024 |