Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Челябинск тăрăхĕнчи чăвашсем

Категория: Общество Опубликовано: 09.10.2020, 10:15 Просмотров: 858

Хальхи вăхăтра чăвашсем çĕршыври пур ял-хулара та пурăннине пурте пĕлетпĕр. Вĕсем хăйсем тымар янă вырăнсенче ентешлĕхсем йĕркелесе чăвашсене пĕр çĕре пуçтарма, йăла-йĕркесене упрама тăрăшаççĕ.

Чăвашсем Челябинск тăрăхĕнче те йышлăн тĕпленнĕ. 2010 çултанпа унта Чăвашсен культура центрĕ ĕçлет. Ăна Герасимовсен çемйи пуçарса янă. Палăртмалла, çемье пуçĕ Александр Герасимов пирĕн районти Мишеркасси ялĕнче çуралса ỹснĕ.

gerasimovi"Эпир нумаййăн, апла пирĕн пĕрле пулмалла…"

Герасимовсен аслă ывăлĕ Сергей шăпах çапла шутланăран пуçланса кайнă та 2010 çулта Челябинск облаçĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвĕ. Сергей Александровичăн Африкăран тухнă юлташĕ Челябинскра французсен культурăпа вĕрентỹ центрне йĕркеленĕ. Çакна пĕлсен çамрăк çапла шутласа илнĕ: "Челябинскра французĕсем те çукпа пĕрех, центрĕ вара пур. Чăвашсем вара кунта чылай, вĕсене пĕрлештерекен тытăм вара çук. Тен, ăна пирĕн йĕркелемелле?"

Хăйĕн шухăшне Сергей Александрович ашшĕпе амăшне пĕлтернĕ, вĕсем вара ăна ырласа йышăннă.

"Шухăшĕ аван та, хамăрăн ĕмĕте мĕнле пурнăçа кĕртмелле-ши тесе пуç ватма пуçларăмăр, - каласа парать Александр Николаевич асаилỹ çăмхине сỹтсе. - Миллион ытла çын пурăнакан хулара чăвашсене тупма çăмăлах марри каламасăрах паллă. Вара тĕрлĕ мелсемпе усă курма пуçларăмăр: вырăнти телевиденипе тата хаçатра пĕлтерỹ патăмăр, хулари транспорт чарăнăвĕсемпе çуртсен подъезчĕсем умне пĕлтерỹсем çакса тухрăмăр.

Сергей ывăлăм интернет урлă Екатеринбургра чăвашсен культура автономийĕ ĕçленине пĕлчĕ те вĕсем унта ĕçе мĕнле йĕркеленине курма ятарласа кайса килчĕ.

Унтан эпир чăваш эстрада артисчĕсем Çурçĕр Урал тăрăхне концертпа килессине пĕлтĕмĕр те вĕсене Кăнтăр Урала та килсе концерт кăтартма сĕнтĕмĕр.

Çапла вара 2010 çулхи апрель уйăхĕнче Челябинскри Архитекторсен çуртĕнче Шупашкарти артистсен концерчĕ пулчĕ. Чăваш ташши-юрришĕн тунсăхласа çитнĕ чăвашсем концерта 100 ытла çын пухăнчĕç! Эпир çакăншăн питĕ савăнтăмăр. Концерт хыççăн пухăннисене пурне те анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама ыйтрăмăр. Ку Челябинск тăрăхĕнчи чăвашсен хăйне евĕр "çыравĕ" пулчĕ. Кайран вара эпир, тинех пĕрле пухăнма пултарнăран хăпартланнă чăвашсем, тăтăшрах тĕл пулма, тĕрлĕ уявсене пĕрле ирттерме тытăнтăмăр..."

Сăн-пит телейпе çиçет

Чăвашсен наци пĕрлешĕвне йĕркелесе ярса Сергей Герасимов чылайăшне тĕлĕнтернĕ: "Эпир эсĕ чăваш пулнине пĕлмен те", - тенĕ ăна паллакансем. Сергей Александрович хăй те палланă çынсем хушшинче чăваш тымарĕсем тупăннинчен тĕлĕннĕ.

2010 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе, Челябинск облаçĕнче - 6800, Челябинск хулинче 2500 чăваш пурăннине шута илнĕ. Сергей Герасимов палăртнă тăрăх, тĕрĕссипе чăвашсен шучĕ кунта ытларах, тулĕк вăт пурте, уйрăмах çамрăксем, хăйсене чăваш тесе шутламаççĕ - вĕсем ашшĕ-амăш чĕлхине пĕлмеççĕ, вырăсла калаçаççĕ.

Челябинск тăрăхĕнчи чăвашсенчен тăван чĕлхепе ытларах кунта Чăваш Енрен куçса килнисем калаçаççĕ. Кунта çĕршывăн ытти регионĕнчи - Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Оренбург тата Самар облаçĕсенчи - чăвашсем те пур. Вĕсене пурне те халĕ Герасимовсен çемйи йĕркелесе янă центр пĕрлештерет.

"Наци пире ыттисенчен уйăрса тăрать. Маншăн ентеше тĕл пуласси темрен те паха. Эпир йĕркелесе ирттерекен мероприятисемпе концертсем хыççăн ентешсен сăнĕсем телейпе çиçнине курни кăна мĕне тăрать", - тет Сергей Герасимов хăй мĕншĕн кунти чăвашсене пĕр çĕре пухма шутланине палăртса.

"Вунă çул хушшинче пирĕн Челябинск хулине килсе пире хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă юрăçсене ăшшăн аса илсе вĕсене ятран асăнса тухма ирĕк парсамăр, - тет Александр Герасимов. - Альбина Сарри (Иванова), Роза Степанова, Алексей Мурзуков, Виталий Сергеев, Иван Христофоров, Светлана Печникова, Аня Элпике, Алена Силпи (Савельева), Евгений Николаев, Владимир Леонтьев, Стерлитамакри чăвашсен патшалăх юрă ансамблĕ, "Янташ" ушкăн (ертỹçи - Анатолий Никитин) тата ыттисем те.

Çавăн пекех эпир хамăр та тĕрлĕ уяв ирттеретпĕр: Сурхури, Кĕр сăри, Çăварни... Пирĕнпе, чăвашсемпе, çак уявсене вырăссем те, тутарсем те, пушкăртсем те хутшăнаççĕ - тавах вĕсене уншăн. Палăртмалла, пирĕн хушăра чутайсем татах пур - Юрий Кучекеев (Хĕрлĕ Чутай), Надежда Пономарева (Кив Ирчемес).

Иртнĕ çулсенче эпир тĕрлĕ облаçсене, хуласемпе ялсене тухса çỹреттĕмĕр, тĕрлĕ фестиваль-конкурссене, уявсене хутшăнаттăмăр, чăваш çи-пуçне тăхăнса ташласа-юрласа савăнаттăмăр. Эпир Тюмень хулинче тата облаçĕнче, Пушкăрт республикинчи Уфа тата Пелепей хулисенче, Слакпуç тата Юламан ялĕсенче, Екатеринбургра тата Свердловск облаçĕнчи Каменск-Уральский хулинче тата Борд ялĕнче, Челябинск облаçĕнчи Аша, Южноуральск, Еманжелинск хулисенче, Якупово ялĕсенче пултăмăр. Унсăр пуçне Челябинск облаçĕнчи "Халăхсен туслăхĕн çурчĕн" ертỹçи Юлия Александровна Лапидус ертсе пынипе эпир хулара иртекен уявсене - Раççей кунне, Славянсен çырулăх кунне, Хĕл ăсатăвне, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне - тăтăшах хутшăнатпăр.entechsem

Кăçал вара ниçта та тухса çỹремен, сăлтавне хăвăрах ăнланатăр пуль тетĕп - эпидеми лару-тăрăвĕ чылай плана пăсса хучĕ. Чир сарăласси пĕр хушă тамалнăран сентябрĕн 26-мĕшĕнче Сергей ывăлăмпа пĕрле Екатеринбург хулине кайса килтĕмĕр. Унта Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа туристсен халăхсем хушшинчи 8-мĕш форумĕ иртрĕ. Сăмах май, пире унта Свердловскри регионти чăвашсен культура центрĕн ертỹçисем Ольга Ергунова (Канаш районĕнчен) тата Вероника Филиппова (Вăрнар районĕнчен) чĕнсе илчĕç. Ентешсемпе хаваслансах тĕл пулса калаçрăмăр".

Чăвашлăха упракан çемье

Инçет Урал тăвĕсем тăрăхĕнче чăваш сăмахĕ, юрри-кĕвви янăратăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвакан Герасимовсен çемйипе тĕплĕнрех паллашар-ха.

Çемье пуçĕ Александр Николаевич Герасимов 1950 çулта Мишеркасси ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере пилĕк ача пулнă, Александр - иккĕмĕш. Асли - Людмила (шел те, вăл темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă), виççĕмĕшĕ - Альбина (хальхи вăхăтра Мăн Этмен ялĕнче пурăнать), тăваттăмĕшĕ - Галина (Шупашкарта тĕпленнĕ), кĕçĕнни - Валера (Астрахань облаçĕнче тымар янă).

"Эпир пуян пурăнман, - аса илет ачалăхне Александр Николаевич. - Çапах та шкулта та вĕреннĕ, ыттисемпе танах ĕçленĕ, выляма-кулма та вăхăт тупнă".

Шкулта Александр Герасимов питĕ аван вĕреннĕ, тăтăшах грамотăсене тивĕçнĕ. 8-мĕш класчен вăл Мишеркасси шкулĕнче пĕлỹ илнĕ. 9-10-мĕш классенче Мăн Этмен шкулĕнче вĕреннĕ.

1969-1971 çулсенче Александр Герасимов салтакра пулнă, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Приморье крайĕнче пограничниксен отрядĕнче çар тивĕçне пурнăçланă.

1973 çулта Шупашкарти энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухсан ăна направленипе Челябинск хулине янă. Кайрантарах Александр Николаевич Уралти чугун çул транспорчĕн инженерĕсен электромеханика институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл трамвайпа троллейбус управленийĕнче инженерта тăрăшнă.

Пурнăç çулĕ Александр Николаевича чăваш çĕрĕнчен аякка илсе çитернĕ пулин те, вăл Челябинскра чăваш хĕрĕпе паллашса çемье çавăрнă. Надежда Ильинична Герасимова (хĕр чухнехи хушамачĕ Карсакова) Шăмăршă районĕнчи Хайпăла ялĕнче çуралса ỹснĕ. Кăнтăр Уралăн тĕп хулине чăваш хĕрĕ культура институтне вĕренме кĕрес тесе килнĕ пулнă. "Балсем çитейменрен вĕренме кĕреймерĕм, анчах та кунта хамăн шăпана тупрăм, - тет Надежда Ильинична. - Челябинск пирĕншĕн телейлĕ хула пулса тăчĕ, кунта эпир тĕл пултăмăр, çемье çавăртăмăр, кунтах пирĕн виçĕ ывăл çуралчĕ: Сергей (1978 çулта кун çути курнă), Юрий (1983) тата Андрей (1985).

Ывăлĕсене Герасимовсем чăвашлăха хисеплеме, юратма хăнăхтарса ỹстернĕ. Надежда Ильинична, культура енĕпе диплом илнĕ специалист пулса тăрайман пулин те (ĕмĕр тăршшĕпех радиозаводра штамповщицăра тимленĕ), чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине юратассине ачисене те пама пултарнă: "Хамăрăн чĕлхерен, чăваш пулнинчен нихăçан та вăтанман, ачасене те эпир çавнах вĕрентнĕ. Çавăнпа та аслă ывăл чăвашсене пĕрлештерекен организаци йĕркелеме шутланине пĕлсен эпир питĕ савăнтăмăр".

Хальхи вăхăтра Челябинск облаçĕнчи Чăвашсен культура центрĕн правлени пуçлăхĕ - Сергей Герасимов. Палăртмалла, унăн тĕп ĕçĕ те пур, Сергей Александрович - юрист, куçман пурлăх енĕпе тимлет. Ывăлне культура центрĕн ĕçĕсемпе пысăк тĕрев парса пулăшса пыраканĕсем - ашшĕпе амăшĕ тата шăллĕсем. Александр Николаевич тĕрлĕ йĕркелỹ ыйтăвĕсене татса пама ăста, Надежда Ильинична чăваш тумĕсене çĕлет. Кĕçĕн Герасимовсем вара чăвашсем пĕрле пуçтарăнсан вĕсене хăйсен машинисемпе аякри хуласемпе ялсене илсе çỹреççĕ.

Паллă ĕнтĕ, чăвашсен культура центрне валли Челябинск облаçĕн бюджетĕнчен укçа уйăрмаççĕ. Çавăнпа та куравсем, концертсем, тĕрлĕ уявсем ирттерме тата ытти регионсене тухса çỹреме кирлĕ укçа-тенкĕ Герасимовсен çемйин тата хăш-пĕр пуçаруллă çынсен кĕсйисенчен тухать. Чылай чухне чăвашсем Александрпа Надежда Герасимовсен хваттерĕнче пухăнаççĕ - мăшăр хăнасене яланах хавас. Ку хваттере Челябинск тăрăхĕнчи чăвашсен центрне çỹрекенсем шỹтлесе "пирĕн штаб-квартира" теççĕ.

Герасимовсем тата культура центрне çỹрекен ытти чăвашсем Чăваш наци конгресĕн Шупашкарта иртекен пухăвĕсене те, Республика кунне уявланă çĕре те, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне те тăтăшах килсе çỹреççĕ. Александр Николаевич май пур таран тăван района та çитсе курма тăрăшать.

- Кăçал тăван Чăваш Ене килсе курасси пулмарĕ, - тет Александр Николаевич Герасимов, тунсăхланине пытарма тăрăшса. - Чутай тăрăхĕ вара яланах асра. Район хаçатне хатĕрлесе кăларакансене те, ăна вулакансене те ырă сывлăх тата телейлĕ пурнăç сунатăп. Челябинск тăрăхĕнчи чăвашсенчен тата Герасимовсен çемйинчен ăшă салам йышăнсамăр, тăванăмăрсем!

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1