Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пирĕн воспитательсем - чи лайăххисем

Категория: Общество Опубликовано: 16.10.2020, 11:06 Просмотров: 638

Иртнĕ эрнере "Раççей воспитателĕсем" Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регионти VIII тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Палăртмалла, асăннă конкурс шкул çулне çитменнисен вĕренỹ организацийĕсенче тăрăшакан педагогика ĕçченĕсемпе ертỹçисен инновациллĕ ĕç опытне тупса палăртас тата сарас тĕллевпе çулсеренех иртет. Кăçал "Чи лайăх воспитатель" ята тивĕçес тесе республикăри 15 муниципалитетран шкул çулне çитменнисен 43 вĕренỹ организацийĕнчи 72 представитель хутшăнма кăмăл тунă. Конкурсăн йĕркелỹ комитечĕпе жюри çĕнтерỹçĕсене сакăр номинацире палăртнă.

Палăртма кăмăллă, пирĕн районти ача сачĕсенче шкул çулне çитменнисемпе вăй хуракан икĕ педагог та çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарнă. "Пилеш" ача садĕнче ĕçлекен Надежда Ладайкина "Вĕренỹ организацийĕн чи лайăх воспитателĕ" ята тивĕçнĕ. "Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакан Надежда Егорова "Сывлăха перекетлемелли вĕренỹ технологийĕсемпе усă курса ĕçлекен воспитатель-профессионал" номинацире çĕнтернĕ.

Педагогсене ноябрĕн 1-30-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра ăнăçу сунатпăр.

Халĕ пултаруллă воспитательсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха.

lagaykinaNMНадежда Михайловна ЛАДАЙКИНА 14 çул ĕнтĕ районти "Пилеш" ача садĕнче тăрăшать. Педагогикăри пĕтĕмĕшле стажĕ вара 17 çулпа танлашать.

Надежда Михайловна 1978 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче кун çути курнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн професси илес тĕллевпе Çĕмĕрлери педагогика училищине çул тытнă, унтан 1999 çулта вĕренсе тухнă. 2007 çулта вара Надежда Ладайкина И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтерсе алла "Шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвĕн педагогики тата методики" специальноçе илнĕ. Н.М.Ладайкина - пĕрремĕш категориллĕ воспитатель.

Педагог вĕренỹ процесне методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркеленипе палăрса тăрать. Ачасен сывлăхне çирĕплетессине тата пултарулăхĕпе эстетика аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрать. Хăйĕн опычĕпе районти педагогсене те паллаштарать. Професси ăсталăхĕн конкурсĕсене те хутшăнать Надежда Михайловна. Акă 2017 çулта вăл регионсем хушшинчи "Чăваш наци костюмĕ - халăхăн культура еткерĕ" конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, 2019 çулта наци культурисен "Раççей халăхĕсен пĕрлехи çемйи" VI республика фестивальне хутшăннă, çавăн пекех иртнĕ çул республикăри "Кайăксен страници" пултарулăх конкурсĕнче "Пĕтĕмпех кайăксем пирки" номинацире лауреат пулнă.

Надежда Ладайкина ертсе пынипе унăн вĕренекенĕсем те районти чылай мероприятие _ ачасен хореографи коллективĕсен "Ташă калейдоскопĕ" фестивальне, "Мăнкун савăнăçĕ", "Урам вăййисем" тата "Хунав" фольклор фестивалĕсене - хастар хутшăнаççĕ. Пĕтĕм Раççейри ачасен "Симĕс планета" экологи форумĕн республика тапхăрне хутшăнса "Ĕмĕрхи йăла-йĕркесен нумайевĕрлĕхĕ" номинацире 2016 çулта 2-мĕш, 2018 çулта вара 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Кунсăр пуçне 2018 çулта республикăри "Мăнкун йăли-йĕркисем" пултарулăх конкурсĕнче "Мăнкун сувенирĕ" номинацире 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2019 çулта Н.Ладайкинан вĕренекенĕсем республикăри "Кайăксен страници" пултарулăх конкурсĕнче "Кайăксен кунĕпе" номинацире 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Кăçал вара шкул çулне çитмен ачасем, шкулта вĕренекенсем, студентсемпе педагогсем валли ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри "Вăрçă. Халăх. Çĕнтерỹ" пултарулăх конкурсĕнче "Актер пултарулăхĕ" номинацире 2-мĕш вырăна тухнă.

Надежда Михайловна спортпа та туслă. Вăл вĕренỹ ĕçченĕсен республикăри Спартакиадине те хутшăннă. Район шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче те ăна час-часах курма пулать, çĕнтерỹçĕсен йышне те вăл пĕрре мар кĕнĕ.

Хăйĕн ĕçне яваплăхпа пурнăçлакан Надежда Ладайкинана ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, ырă кăмăллă та çепĕç воспитателе вĕренекенĕсем юратаççĕ.

EgorovaNVНадежда Валентиновна ЕГОРОВА "Хĕвел" ача садĕнче 2016 çултанпа воспитательте тимлет. Шкул çулне çитмен ачасемпе вара 2001 çултанпах ĕçлет. Маларах вăл районти "Пилеш" ача садĕнче вăй хунă. Надежда Егорова - пĕрремĕш категориллĕ воспитатель.

Надежда Валентиновна 1979 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Çĕмĕрлери педагогика училищинче ăс пухнă.

Надежда Валентиновна професси ăсталăхне ỹстерсех пыма тăрăшать. Районти методпĕрлешỹре уçă занятисем час-часах ирттерет, çамрăк педагогсене те пулăшса пырать вăл.

Н.В.Егорова ача сачĕпе районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать. Сăмах май, вăл "Хĕвел" ташă коллективне те ертсе пырать. Ачасемпе кулленхи занятисем ирттернисĕр пуçне хушма вĕрентĕвĕн "Хаваслă ритмика" кружокне ертсе пырать. Хăйне те ăна район сцени çинче ташланине тăтăшах куратпăр.

Надежда Егорова тĕрлĕ шайри конкурссене активлă хутшăнать. Иртнĕ çул вăл Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕ йĕркеленĕ "Хунав" фестиваль-конкурса, кăçал регионти "Тăван енĕн чĕрĕ сăмахĕ" пултарулăх конкурсне, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри "Ăрусемпе вăхăтсен çыхăнăвĕ. Тăван çĕршывшăн пурнăçа парса вăй хуни" конкурса хутшăннă.

Кунсăр пуçне пултаруллă педагог районти тата республикăри спорт ăмăртăвĕсенчен аякра юлмасть. Акă кăçал вăл районта иртнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" спорт уявĕнче виççĕмĕш степень дипломанчĕ пулса тăнă, прессăн спорт фестивалĕн районта иртнĕ тапхăрĕнче чи малти вырăна тата çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Чăваш Ен Чемпионатĕнче команда зачетĕнче 1-мĕш вырăна тухма пултарнă.

Коллективра Надежда Валентиновнăна хисеплеççĕ, ача садне çỹрекен шăпăрлансем те ăна чунтан юратаççĕ. Унăн хисеп хучĕсем те сахал мар. 

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1