Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕрентỹри кăтартуллă ĕçсемшĕн

Категория: Общество Опубликовано: 06.11.2020, 09:51 Просмотров: 606

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕпе республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани панăшăн, ачасене вĕрентес ĕçри кăтартуллă ĕçсемшĕн, Чăваш Республики умĕнче ытти тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн пирĕн ентешсем "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" юбилей медальне тивĕçнĕ.

Игорь Нестерович Живоев 1970 çулта Етĕрне районĕнче çуралнă, 1987 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1987-1996 çулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. 1996-2013 çулсенче Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн директорĕ пулнă тата физикăпа математика вĕрентнĕ. 2013 çулта Мăн Этмен шкулĕн директорĕнче ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче - вĕренỹ пайĕн начальникĕнче тимлет.

Елена Николаевна Орлова 1958 çулта Вăрмар районĕнче çуралнă. 1966-1976 çулсенче вăтам пĕлỹ илнĕ. 1982 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1982-1983 çулсенче Вăрмар районĕнче биологипе хими учителĕнче ĕçленĕ, 1983-1986 çулсенче - воспитательте.

1986-1989 çулсенче Хĕрлĕ Чутайри вĕренỹ пайĕнче тăрăшнă. 1989 çултанпа Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче биологи учителĕнче вăй хурать. Аслă категориллĕ учитель.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче çутçанталăкпа экологи музейне йĕркеленĕ. "Экологическое воспитание подрастающего поколения как основа экологической безопасности Чувашской Республики (Из опыта работы)" кĕнеке авторĕ.

Педагогика ĕçĕнче пысăк кăтартусемпе палăрса республика тата çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ хисеп хучĕсене, 2010 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн чи лайăх учительсене паракан грантне, икĕ хутчен Раççей Президенчĕн чи лайăх учительсене паракан грантне (2006 ç., 2013 ç.) тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ (1999 ç.), Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ (2008 ç.).

Николай Иванович Полозин 1964 çулта Шĕмшешре çуралнă. 1972-1982 çулсенче Мăн Этмен шкулĕнче вĕреннĕ, 1982-1983 çулсенче - Чăваш патшалăх ялхуçалăх институчĕн механизаци факультетĕнче. 1983-1985 çулсенче Совет Çарĕнче службăра пулнă. 1985-1990 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ.

1990-1993 çулсенче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче истори тата обществознани учителĕнче ĕçленĕ, 1993-1994 çулсенче - районти вĕренỹ пайĕн инспекторĕнче.

1994 çултанпа Мăн Этмен шкулĕнче историпе обществознани учителĕнче тимлет. Аслă категориллĕ учитель, 12 çул районти истори учителĕсен методика пĕрлешĕвне ертсе пынă. 2008 тата 2015 çулсенче Раççей Президенчĕн чи лайăх учительсене паракан грантне çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерствисен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

"Халăх академикĕ" (2016 ç.), "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" (2017 ç.) хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

"Большеатменской школе - 100 лет", "Книга памяти деревень Большие Атмени, Малые Атмени, Шумшеваши" кĕнекесен авторĕ. Николай Полозин пухса хатĕрленипе, редакциленипе "Краткая энциклопедия просвещения Красночетайского района" тата "Энциклопедия Красночетайского района" (иккĕмĕш кăларăмĕ) кун çути курнă.

А.Карпова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1