Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Вăрçă ачисене" ытларах пулăшĕç

Категория: Общество Опубликовано: 13.11.2020, 13:07 Просмотров: 421

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерỹпе вĕçленĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле "Вăрçă ачисем çинчен" саккун йышăнни чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна республикăра пурăнакан çĕр-çĕр çын кĕтнĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн Чăваш Енри 70 пин çын "вăрçă ачи" статуса илнĕ. Малтанласа саккун вăрçă ачисене укçан пулăшу парассине тĕпе хуман. Çитес вăхăтра вара ку енĕпе улшăнусем пулĕç.

Паянхи кун тĕлне районта 475 "вăрçă ачи" удостоверени илнĕ.

Алена ЕЛИЗАРОВА, ЧР ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ:

- "Вăрçă ачисем" статус кирли куçкĕрет, çынсем çакна çирĕплетекен удостоверение илме килеççĕ, тав тăваççĕ. Юлашки вăхăтра кăна 26 пин ытла çынна документ патăмăр. 65 пин "вăрçă ачи" тĕрлĕ енлĕ социаллă пулăшу илсе тăрать. Çак шутра ĕç, тыл ветеранĕсен тỹлевĕсем, коммуналлă хуçалăхри ĕçсемшĕн паракан компенсацисем. Çавăн пекех "вăрçă ачисене" медицина учрежденийĕсенче, социаллă учрежденисенче черетсĕр йышăнаççĕ, вĕсем "Вега" центрта сывлăхне черет кĕтмесĕр çирĕплетме пултараççĕ. "Вăрçă ачисем çинчен" саккунра малтанласа пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшассине палăртман. Республика Пуçлăхĕ Олег Ни-колаев хушнипе çитес çултан вара укçан хавхалантарма пуçласшăн. Хальхи вăхăтра министерствăсемпе пĕрле саккуна улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçларăмăр ĕнтĕ. Саккуна хушма пулăшу мерисемпе пуянлатассине ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕнче пăхса тухнă, вĕсене общество членĕсем пĕр саслăн пулса ырланă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31