Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кăтартусем çулран-çул лайăх

Категория: Общество Опубликовано: 10.11.2017, 08:41 Просмотров: 618

Ялхуçалăх ĕçченĕсен тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне халалланă куравра райпо тытăмне кĕрекен предприятисем туса кăларакан апат-çимĕç продукцийĕ уйрăм вырăн йышăнать. Куравра кашни çулах "Четайское", "Янтарь", "Заготовки" ТЯО-сен продукцине курма пулать. Чутайсем, чăннипех те, районта пĕçерекен çăкăрпа мухтанма пултараççĕ. Кăçал ăна "Четайское" общество 882 тонна (103,7 процент) пĕçерсе кăларнă. Çавăн пекех 143,8 тонна (102,7 процент) булка, 69 тонна (103 процент) кĕлентĕр, 24,7 тонна (103,3 процент) типĕтнĕ апат изделийĕсем, 184 тонна (101,7 процент) кондитер изделийĕсем туса кăларнă. Ассортимент хушăнсах, улшăнсах тăрать.

Çăкăр завочĕ 40 тĕслĕ çăкăрпа булка, 42 тĕслĕ кондитер изделийĕсем янтлать. Нумаях пулмасть вара кунта "Докторский", "Витязь" ятпа отрубь, кунжут, йĕтĕн, кукуруз, хĕвелçаврăнăш хушса пĕçернĕ çăкăр тата кишĕр, ыхра хушнă булка пĕçерме пуçланă. Çĕнĕ изделисене район çыннисем кăмăлласах туянаççĕ. "Янтарь" ТЯО-н та кăтартăвĕсем иртнĕ çулхинчен пысăкланнă. Ку пĕрлешỹре тăхăр уйăхра 7,9 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. "Заготовки" ТЯО-н хатĕрлев ĕçĕсен çаврăнăшĕ вара 69,2 миллион тенкĕпе танлашнă, хатĕрлев кантурĕ 3072 тонна сĕт, 23500 тонна аш-какай пухса хатĕрленĕ. Райпо çулран-çул лайăх кăтартусемпе палăрать.

Кăçалхи тăхăр уйăхра тавар продукцийĕн калăпăшĕ 45,7 миллион тенкĕпе танлашнă, вăл шутра çăкăр пĕçересси - 32,4 миллион тенкĕ (108, 3 процент). Çавăн пекех палăртма кăмăллă, республикăра потребкоопераци организацийĕсем тата предприятийĕсем хушшинчи 2017 çулхи виççĕмĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсемпе Хĕрлĕ Чутай райповĕ темиçе номинацире те призерсен йышне кĕнĕ: çăкăр тата кондитер изделийĕсен производствинчи чи пысăк кăтартусемшĕн иккĕмĕш, обществăлла апатланупа производство ĕçĕ-хĕлĕпе тата сĕт пухассипе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2