ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çак сăмахсене Туктамăш ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах тĕпленнĕ, тăван ял тата район аталанăвне пысăк тỹпе хывнă Геннадий Якимович Ильин пирки пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Манăн паянхи сăмахăм шăпах таврара нумайăшĕ паллакан, хисеплекен ентешĕмĕрĕн кун-çулĕ пирки пырĕ.
Ачалăхĕ ачаш пулман
Геннадий Якимович 1940 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Яким Евдокимович, ывăлĕ çулталăкра чухнех вăрçă хирне тухса кайнă, анчах та унтан каялла таврăнайман. Амăшĕ, Елена Дмитриевна Палейкина, хальхи вăхăтра Люся мăнукĕпе Шупашкарта пурăнать. Сăмах май, кăçал июль уйăхĕнче вăл 100 çул тултарать.
Ачалăхĕ Геннадий Ильинăн пачах ачаш пулман. Ăçтан çăмăл пултăр ĕнтĕ вăл? Самай хаяр вăрçă çулĕсенчи тертлĕ-нушаллă, выçăллă вăхăта, унтан вăрçă хыççăнхи çăмăлах мар çулсене лекнĕ вĕт унăн ачалăхĕ. Апла пулин те ыттисем пекех чăтнă, мĕн пĕчĕкрен тăван колхоз уйĕсенче тантăшĕсемпе пĕрле ĕçлесе пиçĕхнĕ. Тăван ашшĕн ăшшине курса ỹсме тỹр килмен пулин те, Геннадий Якимовича тĕрĕс воспитани парас енĕпе амăшĕпе тата асламăшĕпе Екатерина Захаровна Индряковапа пĕрлех Федор Порфирьевич Палейкин, амăшĕн иккĕмĕш мăшăрĕ, сахал мар тỹпе хывнă. Ăна Геннадий Ильин ырăпа тата пысăк хисепе хурса кăна асăнать. Федор Палейкин ятлă-сумлă çын пулнă, вăл ялти колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсем (1950-1960 çулсем) пирки вырăнти халăхăн лайăх асаилỹсем кăна упранса юлнă.
Еленăпа Федор Палейкинсем 1948 çулта пĕрлешнĕ, тăватă ачана - виçĕ ывăлпа пĕр хĕре - пурнăç парнеленĕ. Геннадий Якимович асламăшĕпе пурăннă пулин те, Женьăпа, Шурикпа, Петьăпа тата Светăпа пĕрле выляса-ĕçлесе туслă çитĕннĕ.
Юратнă ĕçре - 40 çул ытла
Геннадий Якимович ашшĕпе амăшĕн хресчен шăпинех суйласа илнĕ. Шкул саккипе сывпуллашсанах 1955 çулта тăван колхозра ĕçлеме тытăннă. Тепĕр çулхине вара Мари Республикине сухăр юхтарма кайнă.
Фермăра ĕçленипех инçе каяймăн тесе Геннадий Якимович 1960 çулта çемйине хăварса Карагандана тухса кайнă. Унта трактористсене хатĕрлекен курссене пĕтернĕ те пĕр вăхăт унта ĕçлесе пурăннă. Çулталăкран яла таврăннă вăл, ялти "Октябрь" колхозра трактористра ĕçлеме тытăннă. 10 çул Григорий Семенович Окайкинпа пĕрле ĕçленĕ. Вăл вăхăтра колхоз председателĕнче вăй хунă Петр Ивантаевпа партком секретарĕнче тăрăшнă Мария Васильевна Мурзина сĕннипе тата хистенипе Геннадий Якимович парти шкулне вĕренме кайнă. Ăна вăл 1972 çулта хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, "Экономист-организатор" специальноçа алла илнĕ. Çав çул çамрăк специалиста производство участокĕн заведующине çирĕплетнĕ, 1973 çулта колхозăн кадр пайĕн заведующийĕн тивĕçне шанса панă. 1974 çулта Геннадий Ильин тĕп экономистра, 1974-1977 çулсенче совхоз рабочкомĕн председателĕнче тимленĕ.
1977 çултан тытăнса вунă çул хушши Геннадий Яки-мович Хĕрлĕ Чутайри ял Канашĕн секретарĕн тивĕçне пурнăçланă. 1987-1990 çулсенче Госстрахра та ĕçленĕ вăл. Ĕç биографийĕн юлашки тапхăрне (1990-2000 çç.) вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Хĕрлĕ Чутай ял администраци- йĕнче чун хавалĕпе тăрăшнă.
"Çирĕм çул ял Канашĕнче ĕçлерĕм. Çак хушăра мĕн чухлĕ çын ыйтăвне тивĕçтермен-ши? Кам çемье чăмăртать, кам уйрăлать, кама справка кирлĕ... Пурин ыйтăвне те вăхăтра тата туллин тивĕçтерме тăрăшаттăм.
Ял Канашĕн председателĕнче тимленĕ тĕрлĕ çынпа ĕçлеме тỹр килчĕ, ятранах асăнса хăварас килет вĕсене: Мария Васильевна Мурзина, Василий Ильич Стекольщиков, Николай Петрович Стафик, Альбина Михайловна Столярова, Василий Ефремович Яковлев, Николай Федорович Майоров. Альбина Михайловна тепĕр тапхăр ĕçленĕ вăхăтра эпĕ пенсие тухрăм.
Мĕн чухлĕ хут çырман-ши хам ĕçленĕ хушăра? Пĕтĕмпех, пур документа та алă вĕççĕн çыраттăмăр вĕт вăл вăхăтра. Çĕрĕпе çырса ларни те сахал мар пулнă. Çапах та мана хут ĕçĕ питĕ килĕшетчĕ.
Суйлав ĕçĕпе те пĕрре мар ĕçлеме тỹр килчĕ. Суйлав комиссийĕн членĕ те, председателĕ те пултăм. Ун чухне пирĕн ялта пĕр пин ытла суйлавçăччĕ, кашнин ятне, хушаматне, ашшĕ ятне çырма тиветчĕ вĕт. Халĕ пĕрех хут ĕçĕпе вăй хума çăмăлрах пуль тесе шутлатăп", - тет ĕçленĕ çулсене аса илсе сакăр теçетке урлă каçнă ветеран.
Пур ĕçре те тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕпе, ĕçе тĕплĕн тунипе палăрнăскерĕн Хисеп хучĕсем те пит йышлă. Правительство наградисем те çемье архивĕнче типтерлĕн упранаççĕ. Сăмахран, 1965 çулта вăл Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна "За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина" (1970 ç.) тата "За заслуги в проведении Всероссийской переписи населения" (2002 ç.) медальсемпе чысланă. Иртнĕ çул "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" тата "Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул" медальсене те илме тивĕç пулнă. "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят та пур Геннадий Ильинăн, ăна вăл 40 çул ытла ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ.
Çемье вăй-хал парать
Çемье кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вы-рăн йышăнать. Темĕнле йывăр ĕçре тимлесен те çывăх çынсен юратăвĕ, ăшши, йăл кулли, тĕрекĕ киле таврăнсан ывăннине те сиреççĕ, кирек епле йывăрлăха çĕнтерме те вăй-хал хушаççĕ.
Геннадий Якимович 1958 çулта ялти ăста тимĕрçĕн Федор Тихоновăн хĕрĕпе Зинаидăпа пĕрлешнĕ. Вĕсен тăватă хĕр кун çути курнă. Асли - Римма - çемйипе тăван ялтах пурăнать. Лариса Кỹпешре тĕпленнĕ. Валя хĕрĕн, шел те, пурнăçĕ кĕске пулнă. Галя та районтах пурăнать. Райпо тытăмĕнче нумай çул ĕçлекен Галя Волкована чылайăшĕ пĕлет, темиçе çул ĕнтĕ йĕлтĕрпе хăвăрт чупас ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет вăл, тăтăшах малти вырăн йышăнать.
1992 çулта Геннадий Якимовичăн мăшăрĕ Зинаида çĕре кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Зоя мăшăрĕпе (Пухтанкасси хĕрĕпе) пурăнать. Вăтăр çула яхăн ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Сăмах май, Зоя Ивановна Кудряшова 14 çул стройкăра вăй хунă, унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Туктамăшри колхозра ĕçленĕ. Вăл районта ĕне сăвăмĕпе чи лайăх кăтартусем тăвакан дояркăсен йышĕнче пĕрре мар пулнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 ытла çулпа танлашнă, çавна май вăл "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Паянхи кун мăшăр мăнуксенчен тата кĕçĕн мăнуксенчен пуян пулнипе савăнать, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанать, ыранхи куна шанчăклăн пăхать.
Ятлă-сумлă çынсем пирĕн хушăра пурри савăнтарать. Халăхпа паянхи кун ĕçлекенсен пуян опытлă, хăй вăхăтĕнче ялан çын хушшинче пулса вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн чун хавалĕпе ĕçленĕ ветерансенчен тĕслĕх илесчĕ.
Ноябрь 2024 |