Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Яваплă ĕçре - чылай çул

Категория: Общество Опубликовано: 09.04.2021, 12:59 Просмотров: 785

Чутай çĕрĕ ĕлĕкренех хăйĕн пултаруллă та мухтавлă çыннисемпе пуян пулнă. Тĕрлĕ отрасльте тимлесе хисепе тивĕçнĕ ентешсем пирĕн, чăн та, сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕç ветеранĕ Александр Петрович Самылкин.

samylkinAPАлександр Петрович Самылкина районта палламан-пĕлмен çын сахал пулĕ. Вăл чылай çул яваплă ĕçре тăрăшнă, район аталанăвне хăйĕн тỹпине хывнă, ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, тĕплĕн шухăшласа тата пахалăхлă пурнăçланипе хисепе тивĕçнĕ. Хăйне сăпайлă та йĕркеллĕ тытнипе, çынсене яланах тарават пулнипе, пулăшма хатĕррипе палăрса тăнă. Унпа пĕр вăхăтра ĕçлеме тỹр килнĕ район çыннисем çав çулсене ырăпа аса илеççĕ. Çакна та палăртмалла, Александр Петрович пур сферăри ĕçченсен йывăрлăхĕсемпе ăсталăх енĕсене лайăх пĕлет, хăй те вăл колхоз ĕçченĕнчен пуçласа района та ертсе пынă, халăх ăна депутат пулма та шаннă...

Александр Петрович 1951 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Иккĕмĕш Липовка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пур ача пекех вăл та шкул сукмакне такăрлатнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вара вăл 1968-1970 çулсенче Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ. 1970 çулта унăн салтак ячĕ тухнă, хăйĕн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне вăл икĕ çул пурнăçланă. Салтак аттипе сывпуллашсан Александр Самылкин Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхозах таврăннă.

1972-1982 çулсенче вăл кунта тĕрлĕ должноçсенче - автомобиль водителĕнче, автомеханикра, правлени председателĕн çумĕнче, колхоз парткомĕн секретарĕнче - вăй хунă.

Ялхуçалăх ĕçне кăмăллаканскер пĕлĕвне ỹстерес ĕмĕтпе Çĕрпỹри ялхуçалăх техникумне çул тытнă, ăна 1978 çулта ăнăçлă пĕтернĕ. 1985 çулта Горькинчи аслă парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

1982 çултан тытăнса Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕнче тăрăшнă. 1986-1992 çулсенче районти ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ, халăх депутачĕсен Канашĕн председателĕ, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1992 çулта вăл районти çыхăну уйрăмне ертсе пынă. 1993-1997 çулсенче Александр Петрович федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕн çумĕнче вăй хунă. Унтан 1997-1998 çулсенче Шупашкарти "Волголес" генеральнăй директорĕн çумĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппарачĕн консультантĕнче тимленĕ.

Александр Самылкин темиçе хутчен те район депутачĕ, Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн (1990-1994 çç.), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн (1998-2006 çç.) депутачĕ пулнă, тăхăр çул улшăнми председатель çумĕнче ĕçленĕ. 2002-2006 çулсенче ЧР Патшалăх Канашĕн аграри политикипе тата экологи енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ пулнă. 2007-2010 çулсенче вăл районта вăй хунă, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - экономикăпа ялхуçалăх управленийĕн начальникĕн тивĕçне пурнăçланă. Унтан 2011-2012 çулсенче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн пай начальникĕнче тăрăшнă.

Александр Самылкин 2014-2018 çулсенче хĕрлĕчутайсене пĕр тĕвве пухакан "Чавал" ентешлĕхе ертсе пынă. 2016 çултан тытăнса вăл агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕнче вăй хунă. Кăçалхи февраль уйăхĕнчен тытăнса председатель тивĕçне пурнăçлать. Пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ вăхăтĕнче Александр Петрович Олег Николаевăн районти халăх штабне ертсе пынă.samylkinIvantaev

Кăçалтан А.Самылкин республикăри волонтерсен "Агровыбор" альянсĕн членĕ шутланать. Кунсăр пуçне вăл "Чавал" ентешлĕхĕн хисеплĕ председателĕ те. Нумаях пулмасть, январь вĕçĕнче, Александр Самылкина районти общество Канашĕн председательне çирĕплетнĕ.

Куратпăр ĕнтĕ, Александр Самылкин чылай çул яваплă должноçсенче тимленĕ, обществăлла ĕçрен те нихăçан та пăрăнман. Халĕ те вăл, çак кунсенче 70 çул тултарать пулин те, яланах халăх хушшинче. Александр Петрович тăван района килсех çỹрет, кунти пурнăçпа кăсăклансах тăрать, çавăнпах ăна районти чылай мероприятире курма пулать.

Палăртмалла, Александр Петрович Енкĕлт хĕрĕпе Ольга Васильевнăпа çемье çавăрнă. Мăшăр виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Таня тухтăр профессине суйласа илнĕ, тĕп хуламăрти госпитальте тăрăшать. Ирина - экономист, Шупашкарти çĕр ресурсĕсен управленийĕнче тимлет. Марина та экономистах вĕреннĕ, банк тытăмĕнче вăй хурать. Икĕ хĕрĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, ашшĕ-амăшне мăнуксем парнеленĕ.

Хăйĕн тивĕçне яваплăхпа тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Александр Самылкина чылай Хисеп хучĕпе чысланă. Сăмах май, 1975 çулта Мускаври Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче сăн ỹкерттермелли чыса та тивĕçнĕ вăл. 2011 çултанпа Александр Петрович Самылкин - Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн вăл "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕç пулнă, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе те наградăланă ăна. Иртнĕ çул "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" асăну медальне парса чысланă.

Пуян опытлă, хастар чун-чĕреллĕ ентешĕмĕре пурнăç çулĕпе малашне те çирĕп утăмлама таса сывлăх, тапса тăракан вăй-хăват тата ăнăçу сунас килет. Обществăлла ĕçре тата чылай çул тăван районăмăршăн тăрăшмалла, ырă тĕслĕхпе çамрăксене вĕрентсе пымалла пултăр.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1