Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хăтлăх кỹресси - малти вырăнта

Категория: Общество Опубликовано: 21.05.2021, 13:29 Просмотров: 828

Çанталăк ăшă тăнă май строительство ĕçĕсене пурнăçлама пĕр чăрмав та çук. Çавăнпах ĕнтĕ районта харăсах тĕрлĕ объектсенче подрядчиксем хĕрсех ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров строительство объекчĕсене пысăк тимлĕхре тытать, унти лару-тăрупа тăтăшах паллашма тăрăшать. Акă нумаях пулмасть вăл вырăна çитсе подрядчиксен ĕçĕпе паллашрĕ.

Огнеборцев урамĕ çĕнелет

sht"Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераллă проектпа килĕшỹллĕн кăçал Хĕрлĕ Чутай салин Огнеборцев урамĕнче 5, 6 тата 7 çуртсем хушшинчи территорие (ăна ĕлĕкхилле хăнăхнă пек РТП, СХТ тесе те калаççĕ) хăтлăх кỹме палăртнă. Ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Ку объект çинче Етĕрне хулинчи "Перспектива" ТЯО ĕçлет. Кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕччен кунта чылай ĕç пурнăçламалла: кĕрсе тухмалли вырăнсене асфальтпа бетонран тумалла, тротуарсемпе автомашина лартмалли вырăнсене йĕркелемелле, ача-пăча площадки туса унта вылямалли тата спорт оборудованийĕсене вырнаçтармалла. Кунсăр пуçне пурăнмалли çуртсене кĕмелли умсене юсама, çутăпа тивĕçтерме палăртнă. Юлашкинчен вара территорие ешĕллетессипе тимлĕç: йывăç-тĕм лартса, газон курăк акса хăварĕç. Сăмах май, асăннă пур ĕçе пурнăçламалли контракт хакĕ - 4,87 миллион тенкĕ.

Хальхи вăхăтра хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. Канупа спорт валли уйăрнă вырăнсенче çĕр ĕçĕсене пурнăçланă та ĕнтĕ. Строительство материалĕсене те кỹрсе килнĕ.

Хăтлăхпа илем кỹрсе пĕтерсен кунта ача-пăча выляса савăнасса, спортпа туслашасса, пушă вăхăта усăллă ирттерессе шанас килет.

Футбол уйĕ пулатех

ykladkaСăмах иртнĕ çулах район центрĕнчи "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче хута каймалли футбол уйĕ пирки пырать. Иртнĕ çул эпир ăна кĕтсе илеймерĕмĕр. Тĕрĕссипе, чăрмавсем пуçламăшĕнчех ура хурса пычĕç темелле. Проекта пурнăçа кĕртме килĕшекен подрядчиксем тупăнаймарĕç-ха малтан. Каярах строительство ĕçĕсене "РегионСтрой" пуçăнчĕ, анчах та вăл харăсах темиçе районта та ĕçленĕ май техникине те, ĕç вăйне те çитереймерĕ, çавăнпах районти футбол уйне тăвас ĕç вăраха тăсăлса кайрĕ. Çанталăк сивĕтсен вара резина сийне сарнин усси çуккине, вăл пахалăхсăр пулассине шута илсе строительство ĕçĕсене куçарма тиврĕ.

Палăртма кăмăллă, хальхи вăхăтра "Хастар" ФСК çумĕнчи стадионта ĕç вĕресе тăрать. Строительство ĕçĕсене "Премиум строй" ТЯО пурнăçлать. Контракт хакĕ - 22607140,48 тенкĕ. Çак кунсенче кунта чупмалли çулсем çинче резина сийне сарассипе ĕçлерĕç. Çывăх вăхăтра футбол уйне планлассипе тимлĕç.

Аса илтеретпĕр, искусственнăй газонлă футбол уйĕн виçи 105х68 метрпа танлашать. Çавăн пекех кунта искусственнăй сийлĕ чупмалли 400 метрлă 4 çул пулмалла. Тăршшĕне сикме те, сывлăха çирĕплетме пулăшакан ытти хăнăхтарусене тума та условисем пулĕç.

Мĕнпур ĕçсене кăçалхи июль уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31