ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрленĕ çак хăрушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен Тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтнĕ, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хỹтĕлеме çĕкленнĕ.
Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.
Вĕсем хушшинче пирĕн ял çыннисем те, пирĕн тăвансем те пулнă. Хашĕ-пĕри паттăррăн çапăçса яланлăхах вăрçă хирĕнче юлнă. Таврăннисем вара çамрăк ăрăва телей сунса, "Эпир курнине сирĕн нихçан та курмалла ан пултăрччĕ", - тенĕ.
Пĕр çемьерен икшер-виçшер ывăл вăрçа тухса кайнă, чылайăшĕ каялла таврăнайман, Тăван çĕршывшçн хăюллăн çапăçса пуçĕсене хунă. Теприсем вăрçă пăтăрмахĕнче хыпарсăр-мĕнсĕр çухалнă. Мĕн курса, мĕн туйса, мĕнле вилĕмпе вилнĕ вĕсем. Мĕнле шăпа çаврăнса тухнă, никам та пĕлмест, нихçан та пĕлеймĕн. Тăван-пĕтен кайса асăнма вил тăприйĕ те çук вĕсен.
Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайнă. Миçе шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши? Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çирĕп чăмăра пуçтарăннă. Нумай чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтернĕ те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхĕ…
Телейлĕ пурăнма пире мирлĕ пурнăç кирлĕ. Çавăнпа та эпир яланах çапла калатпăр: "Пултăр мир ĕмĕрех!", "Нуша, асар-писер, ырату, хуйхă никамăн та курмалла ан пултăр".
Тăван çĕршывăн паттăр хĕрĕсемпе ывăлĕсене паянхи мирлĕ вăхăтшăн пуç таймалла. Пирĕн вĕсене тивĕçлĕ пулмалла. Паянхи кун та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çитмĕл ултă çул иртнĕ пулсан та, çĕнтерỹ кунне май уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче уявлатпăр. Шкулĕпе çултан-çул çак чаплă кун сыввисене тата çĕре кĕнĕ вăрçă паттăрĕсене асăнса, чысласа "Никама та манман, нимĕн те манăçмĕ" обелиск патĕнче пуçтарăнатпăр, сăмах калатпăр, сăвă-юрă шăрантаратпăр. Таврари виç ялтан вăрçăра пулнă пĕр çын та юлман, ватăлса вилнĕ, çапах та вĕсен ячĕсем паянхи кунччен обелиск çинче çеç мар, кашнин чĕринче пичетленсе юлнă.
Вăрçă… Ирпе ирех пуçланнă иккен. Ĕçлĕ халăх, ачасем, ватăсем канлĕ çывăрнă вăхăтра фашист бомбисем пирĕн хуласемпе ялсене аркатнă. Фашист танкĕсем пирĕн хирсене, вăрмансене, тыр-пула таптанă. Çук, ирĕк паман мухтавлă салтаксем ирсĕр тăшмана чечекленекен çĕршыва таптаса тăкма. Пирĕн хăюллă, хастар, харсăр халăх тĕп тума пултарнă çăхан ушкăнне.
Тылра юлнă хĕрарăмсемпе ачасем арçынсен йывăр ĕçĕсене пурнăçланă. Ачасене пăхма, çитерме, шкула çỹретме мĕн чухлĕ чăтăмлăх, тỹсĕмлĕх, арçынсем вырăнне ĕçлеме вăй-хăват кирлĕ пулнă. Чăтнă, тỹснĕ хĕрарăм. Темле йывăр пулсан та пуçне усман совет салтакĕн арăмĕ. Упăшки тăшмана çĕнтерсе таврăнасса шанса тăнă.
1941-1945 çулсенчи хаяр Аслă Отечественнăй вăрçă тата халăхăн йывăр вăрçă çулĕсенчи ĕç паттăрлăхĕ пирки истори астăвăмне упраса хăварас тесе Чăваш Республикин Пуслăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен çулталăкĕ тесе йышăннă.
Фашистла Германи Совет Союзне сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсен, мĕнле йывăрлăха кĕрсе ỹкмен пуль ун чух Тăван çĕршывăмăр. Октябрь уйăхĕ тĕлне ирсĕр тăшман тĕп хуламăр Мускав патнех çитет, çавна май СССР Патшалăх Оборона Комитечĕ Сăр тăрăхĕпе хỹтĕлев чикки тума йышăнать. Сăр хỹтĕлев чикки Хусан хулине тăшманран хỹтĕлеме кирлĕ пулнă. Кĕрхи йĕпе-сапара, шартлама сивĕре, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр çывăхри ялсенчен кăна мар, вăрман леш енчи ялсенчен те пирĕн ват асаннесемпе кукамайсем Сăр хĕрринче окопсем чавнă. Çĕнтерỹ кунне çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса çул çитмен ачасем те ырми-канми тăрăшнă.
Сăр тата Хусан чиккисен Чăваш Енри тăршшĕ 380 километр пулнă. Окоп чавма кунсерен 85 пин çын хутшăннă, хăш-пĕр чухне - 110 пин çын.
Чăваш Ен территорийĕ тăрăх хỹтĕлев линийĕ Сăр хĕррипе Етĕрне районĕнчи Засурское саларан пуçласа районти Пантьăк тата Улатăр районĕн Сăр Майданĕ салисем урлă республикăпа Ульяновск облаçĕн чикки (Улатăр айĕнчи) таран пынă.
Сăр чиккине тунă ĕçри халăх паттăрлăхĕ ĕмĕр асра юлтăр!
Сăр шывĕ тăрăхĕнчи оборона сооруженийĕсене тăвас ĕçе пирĕн аттепе аннен аякри тăванĕ Анна Михайловна Прокопьева та хутшăннă. Вăл 1922 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырминче çуралнă. Анна Михайловна тăлăх ỹснĕ, унăн Тамара ятлă йăмăкĕ çеç пулнă. Хальхи вăхăтра Анни мăнаккан ывăлĕпе кинĕ Ваçкаçырми ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.
Анни мăнакка ывăлне Юрий Федоровича Утаркасси айĕнче Сăр хĕррипе оборона линине тунă çĕрте ĕçлени çинчен нумай каласа кăтартнă. Ывăлĕ аса илнĕ тăрăх, мăнаккана тата çичĕ хĕре Морозовсен килне вырнаçтарнă. Кил хуçисем питĕ çирĕп пулнă, çăпатасене урамранах хывтарса кĕртнĕ. Йĕпеннĕ çи-пуçа типĕтме те май пулман. Ирхине нỹрĕ тăласенех сырмалла пулнă, типсе çитмен алсишсенех тăхăнса кайма тивнĕ.
Ĕçĕ хĕрсемшĕн питĕ йывăр пулнă. Кам кĕреçепе, кам лумпа, кам пăчкăпа, кам наçилккапа е ытти ĕç хатĕрĕпе ĕçленĕ. Кăштах та пулин канса илнĕ вăхăтра чуна çỹçентерекен вăрçă юррисем юрланă, юрлама лаша лавĕ çинче ларакан çул çитмен ачасем те, ватă, шур сухаллă арçынсем те хутшăннă.
Хушăран-хушăран почтальон виç кĕтеслĕ çырусем те килсе панă. Унта чуна йăпатаканнисем те, чĕрене ыраттаракан сăмахсем те пулнă. Çавăнтах хĕрсемпе арăмсен макăрнă сассисем те илтĕннĕ.
Анни мăнакка ывăлĕн асаилĕвĕнчен: "Аннесем ĕçлеме ир тухса кайнă та сĕм çĕрле çеç таврăннă. Икĕ метр тарăнăшĕнчен тăпрана çỹлелле кĕреçепе ывăтнă.
Çанталăкĕ те вăл çулхине питĕ сивĕ пулнă. Сивĕ пулсан та турткаланса тăман тылри халăх, вĕсен фрончĕ кунта пулнине ăнланнă. Ĕçре тарласа, вăй хурса ĕçленипе шăм-шакран шăршă та кĕме пуçланă, çăвăнма супăнь те çитмен, мунчи те ялта пĕр виççĕ пулнă-и, тен, пулман та. Пĕррехинче анне икĕ юлташĕпе бригадиртан ыйтса тăван яла мунча кĕме кайнă. Çурран Мишеркасси, Ирчкасси, Шĕмшеш, Пĕчĕк Этмен, Уйпуç, Ирчемес ялĕсем витĕр тухнă, анчах мунча кĕнĕ вăхăтра, мучи çăпатасене юсанă чух, вĕсем патне ял Канашĕн пуçлăхĕ кĕрсе тăнă. Мĕн тума килнĕ-ха вăл? Акă мĕн тума. Сăр хĕрринчен аннесем тарса килнĕ тесе сас-хура çитнĕ. Ялта элекçĕсем пĕтмен пулнă. Çынсен чунсăрлăхĕ, ăмсануллă курайманлăхĕ, кĕвĕçỹ, тавăру, икĕпитлĕх ялта пулнах. Элекçĕсене çĕнтерсе çынлăха, сăпайлăха, этемĕн ырă енĕсене упраса хăварма çирĕп шăнăрлă, пурнăçа, çут тĕнчене, çĕршыва юратакан çынсем кăна тỹссе ирттерме пултарнă. Вĕсен чун-чĕрисем аманнă пулсан та, хытса чулланман, ĕнтĕркемен, ырă кăмăллăхĕ шанса иксĕлмен. Аннесем мунча кĕрсе тухсан, тул çутăличчен Сăр хĕррине тухса утнă. Çитнĕ, малалла ĕçленĕ.
Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене çирĕплетнĕ хыççăн анне Çĕмĕрле хулинче пăравуссем валли вутă хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ.
Анне çынсен нушине ăнланма пултаратчĕ, вĕсене пулăшатчĕ. Унпа калаçсан пурăнаслăх, пурнăçа юратаслăх туйăм çĕкленетчĕ, шанчăк çуралатчĕ. Пире вăл çынсене юратма, хаклама вĕрентетчĕ, пур ĕçе те тĕплĕн тумалла тетчĕ. Вăл ялти çынсемпе те яланах тараватчĕ, кăмăллăччĕ. Ялти салтака каякан кашни çамрăка пил парса яратчĕ. 1999 çулта анне çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Эпир ăна нихçан та манмăпăр".
Максим ПЕТРОВ, Мăн Этмен шкулĕ.
Ноябрь 2024 |