ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кăçал Аслă çĕнтерĕве 76 çул çитнине уявларăмăр. Çакă пирĕншĕн - чи пысăк уяв. Пирĕн маçаксемпе мамаксем, кукаçсемпе кукамсем, ват маçаксемпе ват мамаксем, ват кукаçсемпе ват кукамсем, ват мучисемпе ват кинемейсем çав вăрçă тапхăрне чăтса, тỹссе ирттернĕ, вĕсем пĕрле хаяр тăшмана хирĕç тăрса çĕнтернĕ. Ирĕклĕх çĕнсе илнĕ. Енчен те вĕсем çав вăрçа чăтса ирттермен тата пĕрле, пĕр шухăшлă пулман пулсан, паян эпир чуралăхра пулнă пулăттăмăр, е пулман та пулăттăмăр, е тата урăххи, шутлама та пĕлмелле мар… Пирĕншĕн, паянхи ирĕклĕ пурнăçпа пурăнакансемшĕн, вĕсем çав тери пысăк тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсен тĕслĕхне шута илсе пирĕн паян та пĕр-пĕринпе чăмăртанни кирлĕ. Килте те, шкулта та, класра та чăмăртанса, пĕр-пĕрне ăнланса, тарăхмасăр, çынлăха çухатмасăр малалла пурăнмалла.
Çĕнтерỹ кунĕ - пирĕнтен кашнишĕн чи аслă уяв. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе хуть те миçе çул иртсен те эпир нихăçан та çак вăрçă чи хăрушши тата тискерри пулнине манмăпăр. Вăл чăннипе çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе чысне, никама пăхăнманлăхне, çак çĕр çинче телейлĕ пу-рăнма, юратма, ачасене çитĕнтерме çĕнсе илнĕ пысăк çĕнтерỹ.
Кашни çемьере вăрçă хăйĕн хура йĕрне хăварнă. Пирĕн ялсем юнлă çапăçусенчен сыхланса юлнă пулин те, пирĕн ентешсем вăрçă çулĕпе Мускавран пуçласа Берлин таранах çитнĕ. Пирĕн тăрăхран çак хăрушă вăрçа 8020 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 4306-шĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра хастарлăх кăтартнă икĕ ентешĕмĕр - Алексей Логиновпа Иван Индряков - Совет Союзĕн Геройĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ.
Çĕр çинчи тăнăçлăха тата Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхне упраса хăвармашкăн чăмăртаннă совет халăхĕн хăюлăхĕ, пурнăçа шеллеменни, вĕсен чунĕсен çирĕплĕхĕ Раççейĕн паянхи çыннисемшĕн тата пулас ăрусемшĕн паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ.
Çĕршыва фашизм сăнчăрĕнчен хăтарма пултарнă ветерансем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Пирĕн халăх фашистсене тĕп тăвассине пысăк тỹпе хывнă. Чăваш Енĕн 210 пин ывăлĕпе хĕрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче тăшманпа харсăррăн тата паттăррăн кĕрешнĕ.
Тылра хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Пирĕн ĕçчен те ырă кăмăллă халăх мĕн пуррине пĕтĕмпех Аслă çĕнтерỹ валли панă. Хуласемпе ялсенче эвакуациленĕ предприятисем вырнаçнă, госпитальсем аманнисене йышăннă.
Оккупациленĕ территорисенчен тарма тивнĕ 70 пин ытла çынна пирĕн чăваш халăхĕ тарават йышăннă, пурăнмалли кĕ-теспе тивĕçтернĕ. Хăрушă тăшмана çĕнтернĕ хыççăн пирĕн халăх мирлĕ вăхăтра паттăр тепĕр ĕç тунă, кĕске тапхăртах çĕршыва ишĕлчĕкрен çĕкленĕ.
Ват кукамай тантăшĕн асаилĕвĕнчен: "Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ 6 çултаччĕ. Атте вăрçа кайсан анне тăватă ачапа тăрса юлнă. Эпир пурте, ватти-вĕтти, колхоз ĕçне хутшăнаттăмăр. Пур ĕçе те лашасемпе, вăкăрсемпе е алă вĕççĕн тăваттăмăр. çĕр те сухаланă, тырă та акса вырнă, çĕрулми те лартса пуçтарнă. Кăларса пĕтереймен çĕрулми юр айне юлатчĕ. Пуçтарса илнĕ тыр-пула патшалăха паратчĕç.
Çăва тухсан юр айне юлнă çĕрулмисене чакаласа пуçтараттăмăр. Урари çăпатасем уйрах ларса юлни те пулнă.
Эпир пуçтарса килнĕ çĕрулмие анне çуса тасататчĕ те вут çинче çатмапа пĕçерсе çитеретчĕ. Курăк тухсан ăна та çиеттĕмĕр, кăшкар ути пуçтараттăмăр.
Çапла, эпир шăннă çĕрулми крахмалне çисе ỹсрĕмĕр темелле. Турă сыхласа хăварчĕ пире. Ун чухне пурте çавăн пек апат çисе пурăннă. Шел те, выçăпа вилекенсем те пулчĕç ялта".
Чăваш Республикин Пуслăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă.
Октябрь уйăхĕ тĕлне ирсĕр тăшман тĕп хуламăр Мускав патнех çитет, çавна май СССР Патшалăх Оборона Комитечĕ Сăр тăрăхĕпе хỹтĕлев чикки тума йышăнать. Сăр хỹтĕлев чикки Хусан хулине тăшманран хỹтĕлеме кирлĕ пулнă. Кĕрхи йĕпе-сапара, шартлама сивĕре, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр çывăхри ялсенчен кăна мар, вăрман леш енчи ялсенчен те пирĕн ват асаннесемпе кукамайсем Сăр хĕрринче окопсем чавнă. Çĕнтерỹ кунне çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса çул çитмен ачасем те ырми-канми тăрăшнă. Сăр чиккине тунă ĕçри халăх паттăрлăхне ĕмĕрне те манар мар!
Сăр шывĕ тăрăхĕнчи оборона сооруженийĕсем тумалли ĕçе пирĕн аттепе аннен аякри тăванĕ Мария Владимировна Ельмова та хутшăннă. Вăл Мăн Этмен ялĕнче 1914 çулта çуралнă. Вĕсем килте виççĕн пурăннă: амăшĕ, Улькка ятлă аппăшĕ тата Мари. Ашшĕнчен вĕсем пĕчĕклех тăлăха юлнă. Халь çут тĕнчере пурăнакан Мари акай (Ильина) вĕсен кỹрши пулнă. Мари мăнак кỹршĕ хĕрне, Мари акая, Сăр хĕррипе оборона линине тунă çĕрте ĕçлени çинчен нумай каласа кăтартнă. Кỹршĕ хĕрĕ аса илнĕ тăрăх, ялтан Мари мăнака тата çичĕ хĕре илсе кайнă Сăр хĕррине. Утаркассинче вĕсене Немцовсен килне вырнаçтарнă. Хваттерте çĕрле пĕр пỹрт çын çывăрнă, хăшĕ улăм сарнă урайĕнче, теприсем - кăмака çинче. Йĕпеннĕ çи-пуçа типĕтме те вырăн пулман. Тăласем типсе çитмен, ирхине çавсенех сырмалла пулнă. Апат енчен те чухăн пулнă. Ирхине ирех ĕçе тухса кайма тивнĕ. Пĕрисем окопсем чавнă, теприсем вутă, пĕрене хатĕрленĕ. Окопсем çын çỹллĕшĕнчен те тарăн пулнă. Шăннă тăпрана лумпа катнă, кĕреçепе çỹлелле ывăтнă. Халăх ялăн-ялăн ĕçленĕ. Окопсене хăвăртрах чавса пĕтерес тесе вăйлăраххисем, çирĕпреххисем çывăхри çĕрпỹртсенче çĕр каçнă.
Лашасемпе те нумай ĕçленĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем, ачасем. Вĕсем вутă, пĕрене хатĕрленĕ. Хатĕрлесе çитерсен Сăр хĕр-рине турттарнă. Мари акай аса илнĕ тепĕр самант: "Мари мăнак лашасемпе вутă турттаракан бригадăра та ĕçленĕ. Тăхăнмалли япаласем те юрăхсăра тухнă. Тумтирсене кăшт та пулин пур-çук япаласемпе улăштарас тесе Мари мăнакпа икĕ юлташĕ каçхине бригадиртан лаша ыйтса яла килме тухнă. Çул çинче асар-писер çил-тăвăл алхасма пуçланă. Тулхăрнă, туллашнă, пĕтĕрттернĕ чараксăр, чикĕсĕр, чарусăр вăй. Каялла таврăнас шухăш та кĕнĕ пуçа, анчах вĕсем çултан çĕтсе кайнă. Сивĕ çурçĕртен вирхĕнекен вичкĕн те хаяр çил антăхтарнă, каçăхтарса янă, сывлăша пỹлнĕ, пите-куçа кастарнă, пĕçертнĕ. Питĕ хытă шăннă вĕсем çав каçхине. Çитменнине çуна турти хуçăлса кайнă, ăна тилхепепе çыхкаласа лартнă. Вĕсем виççĕшĕ те пĕр вăхăт хушши ĕсĕклесе макăрнă.
Тем чухлĕ вăхăт иртсен лашана та, хĕрсене те темле вăй кĕрсе кайнă. Ла-ша çутă курăннă еннелле уттарнă. Вĕсем Хватукасси ялне çитнĕ. Пĕр пỹрте шакканă, тепĕр пỹрте шакканă, виççĕмĕш пỹртрисем киле кĕртнĕ. Унта Петте мучипе Мари ятлă мăнукĕ пулнă. Вĕсем хĕрсене крахмал икерчипе кăшман шывне ĕçтернĕ. Петте мучи çĕнĕ çуна турти панă, хĕрсем каннă вăхăтра çĕрĕпех хĕрсен çăпатисене юсанă. Ирхине мачча çине хăпарса кивелсех çитмен тăласем илсе аннă, арчари пир тĕркинчен алсиш валли татăксем касса панă. Çанталăк ирхине кăштах лăпланнă. Хĕрсем ĕçе вăхăтра çитнĕ. Тем чухлĕ вăхăт хушши хĕрсем Петте мучи çинчен шутласа çỹренĕ. Ывăлĕ вăрçăра çапăçнă, кинĕ выçлăх çулĕсенче йывăр чире пула вилнĕ. Мари мăнукне ура çине тăратас тесе тăрăшнă. Тем те курнă, тем те илтнĕ, тем те тỹснĕ, çапах та çынлăхне, сăпайлăхне, ырă кăмăлне, чысне çухатман. Йывăр, нуша-тертлĕ пурнăçра çĕтсе çухалман. Яланах вăл çынна ыр тума, пулăшма тăрăшнă, ăс панă. Ялта ун ячĕ пысăк хисепре пулнă.
Мари мăнак киле килкелесе кайнă. Килте амăшĕн вĕт улма хуппинчен пĕçернĕ шỹрпине çисен те чунĕ каннă унăн. Пĕррехинче тата кỹршĕсем патĕнче уйранпа улма çисе кайнине яланах аса илнĕ вăл".
Сăр шывĕ тăрăхĕнчи оборона сооруженийĕсене туса пĕтернĕ хыççăн Мари мăнак тăван колхозра ĕçленĕ.
Анна ЯТМАНОВА, Мăн Этмен шкулĕ.
Ноябрь 2024 |