ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
2021 çула Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Кăçал вĕсене тума тытăннăранпа 80 çул çитрĕ. Çак ĕçе хутшăннисем хушшинче пирĕн районсем те пур. Вĕсенчен пĕри - Леонид Тверсков.
Леонид Николаевич 1929 çулта Шĕмшеш ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Николай Степанович, Этмен тăрăхĕнчи "Мотор" колхозра ĕçленĕ. Анчах вăл хаяр вăрçă пуçланнă çул сарăмсăр вилĕмпе пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Амăшĕ, Ксения Мироновна, çичĕ ача çуратнăскер, килте ултă ачипе тăрса юлать. 1939 çулта аслă ывăлĕ Николай салтака тухса каять. Унтан пиччĕшĕ Сергей ячĕпе те повестка килет. Анчах та Хĕрлĕ çар паттăрĕсем каялла киле таврăнайман, хаяр та юнлă вăрçă хирĕнче çĕршыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунă.
Вăрçă пуçланнă чухне Леонид Николаевич 12 çулта пулнă. Вăл вăхăтра ялти ача-пăча çине те ĕç нумай тиеннĕ. "Хирте ватти те, вĕтти те кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлетчĕç, лаша вырăнне ĕне-вăкăра кỹлетчĕç. Çăкăр пулманран ун вырăнне çĕрулми крахмалĕ çиеттĕмĕр. Темле йывăр пулин те халăх чăтнă çав, нăйкăшман. Фронт мĕн ыйтнине пурне те пама тăрăшнă", - аса илет Леонид Николаевич.
Çĕршыва тăшманран сыхламалли чикĕсем хатĕрлеме хушу кăларсан аппăшĕ Анюк, 1922 çулта çуралнăскер, ялти ытти çынсемпе пĕрле Вишенер, Пчелка ялĕсем хĕррине окоп чавма каять. Арçынсене фронта ăсатсан вĕсем вырăнне хĕрсемпе хĕрарăмсене çирĕплетнĕ.
"Вăрçăччен мĕн чухлĕ лашаччĕ. Чылайăшне Сăр хĕррине тата вăрçа ăсатрĕç. Колхозăн "Казбек" ятлă ăратлă лаша пурччĕ, вăл вара мана тата акая çеç пăхăнатчĕ. Малтанах эпĕ лаша шанса панишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Колхозра ĕçлекенсем валли апай çăкăр пĕçеретчĕ. Пирĕн çемье валли пĕр çăкăр пĕçерме ирĕк панă. Тавах апине, пире выçтарса вĕлермерĕ.
1941 çулта хĕл ир ларчĕ. Хĕл ларнăранпах çанталăк тăп тăмарĕ çав çул, тăтăшах çил-тăман вĕçтеретчĕ, сивĕ те шухă çил вĕретчĕ... Окоп, çĕрпỹрт чавма тытăннăччĕ. Ял халăхĕпе пĕрле салтаксем те ĕçлерĕç. Пĕр ялти Леонид Павлович Шалтайкинпа мана та салтаксем патне çирĕплетрĕç. "Вишенер тăрăхĕнче, Сăр шыв хĕррипе, юмансем кашлатчĕç. Йывăçсене 6,5 метр татса Иллỹ ялĕ патне турттараттăмăр, кайран вĕсене сулă туса юхтарса каятчĕç. Çĕрпỹртсем валли пĕренесем хатĕрлеттĕмĕр. Йывăçăн ал туни пек тураттисене те сая яман, траншейăсем тунă çĕрте усă куратчĕç. Çакна Александр Иванович Марков йĕркелесе пăхса тăратчĕ. Пирĕнтен питĕ çирĕп ыйтатчĕ. Йывăç тураттисене кăмака хутма та илсе килейместĕмĕрччĕ. Учет çирĕпчĕ, вăхăчĕ çапла пулнă.
Юман йĕпе вырăнта часах çĕрмест. 1953 çулта лесничество, лесникра ĕçленĕ вăхăтра, вăл вырăнсенчи йывăçсене йỹнĕ хакпа сутма ирĕк пачĕ. Шулю, Вишенер тăрăхĕнчи çынсем çак йывăçсенчен мунчасемпе витесем туса лартрĕç, вутăлăх та турттарчĕç. Пĕчĕклех хресчен ĕçне хăнăхмалла пулчĕ. Пирĕн кил-çуртра ача-пăчана çăкăр чĕллине хаклама, çĕре хисеплеме апи кĕпе аркинчен уртăнма пăрахнă-пăрахман вĕрентнĕ. Ачалăх çулĕсем Аслă вăрçăпа пĕрле килчĕç-çке, савăнса кураймарăмăр. Чапшăн пурăнман, наградăшăн ĕçлемен. Мĕн хушнине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Çĕр çинчи чи мирлĕ профессине суйласа илнĕшĕн ỹпкелемелли çук. Пурнăç иртет - ыр ĕç юлать. Яваплăха туйса, юратса ĕçлемелле, ун чухне пĕрле тăрăшакансем те хисеплеççĕ", - вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне ветеран.
Салтакран аслă сержант званийĕпе таврăнсан вăл вăрман хуçалăхĕнче лесникра 40 çул ĕçленĕ. Тăрăшуллă пулнăран шанса панине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вăл ертсе пынипе бригада яланах чи лайăххисен йышĕнче пулнă. Вĕсем тăрăшнипе ỹссе ларнă вăрман, сарăлса выртакан кỹлĕсемпе пĕвесем паянхи кун та чуна хăпартлантараççĕ.
Виктория КОРТУНОВА, Мăн Этмен шкулĕ.
Ноябрь 2024 |