ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Питĕркасси хĕрне Диана Михопарована район шайĕнчи мероприятисенче сцена çинче пĕрре мар курнă. Сăвăсене илемлĕ каланипе палăратчĕ вăл. Халĕ Питĕркассинчи шкулта 9-мĕш класра ăс пухаканскер хăй те сăвă çырать иккен. Унпа паян сире çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.
Диана Питĕркасси ялĕнче 2006 çулта çуралнă. Çемьери виçĕ ачаран асли вăл. Ачасене тĕрĕс воспитани парас тесе амăшĕ Марина Николаевна тата кукамăшĕ Галина Ивановна тăрăшаççĕ. Йăмăкĕ Карина та 3-мĕш класра вĕренет, шăллĕ Семен тăватă çулта кăна-ха. Асли пулнă май Диана амăшĕпе кукамăшне кил-тĕрĕшре сахал мар пулăшать, ĕçе хăнăхса ỹсет. Йăмăкĕпе шăллĕне те тимлĕхрен вĕçертмест вăл.
Диана асăннă шкулта пĕрремĕш класранах ăс пухать. Çултан-çул вăл тепĕр класа лайăх паллăсемпе кăна куçать. Класс ертỹçи Ольга Николаевна Фондеркина палăртнă тăрăх, Диана тирпейлĕхпе, тăрăшулăхпа палăрса тăрать, хушнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Чылай ĕçе пуçараканĕ те нумай чухне вăлах пулнине, çĕннине вĕренме тата шырама Диана яланах хавассине, уйрăмах гуманитари предмечĕсене кăмăлланине пĕлтерет класс ертỹçи. Çамрăк шкулăн, ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнать вăл. РФ Патшалăх Думин депутачĕн стипендине илме те тивĕç пулчĕ вăл.
Çулсерен Диана районти тĕрлĕ предметсемпе йĕркелекен олимпиадăсен тата наукăпа практика конференцийĕсен çĕнтерỹçи пулса тăрать. Республика шайĕнче те унăн лайăх кăтартусем пур: вырăс чĕлхипе республикăра дистанци мелĕпе иртнĕ "Зри в корень" олимпиада призерĕ, вĕренекенсемпе педагогсен пултарулăхĕн регионсем хушшинчи "Хузангаевские чтения-2020" фестивалĕн призерĕ. Пĕтĕм Раç-çейри тĕрлĕ конкурссенче те вăл палăрнă: халăхсем хушшинчи акăлчан чĕлхипе йĕркеленĕ "Best language" олимпиадăра, вырăс чĕлхипе иртнĕ IV халăхсем хушшинчи дистанци мелĕпе иртнĕ "Старт" конкурсра çĕнтернĕ.
Дианăн юрлас пултарулăх та пур. Афган вăрçине хутшăннă воин-интернационалистсене халалласа районта ирттернĕ патриотизмла юрăсен конкурсĕнче вăл 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Чăваш, тутар тата мордва чĕлхисемпе юптарусен инсценировкисен республикăри конкурсĕнче шкул команди призер пулса тăнă. Унта Диана тĕп роле артистран кая мар калăпланă. 2019-2020 вĕренỹ çулĕн вĕçĕ пур вĕренекеншĕн те дистанци мелĕпе вĕреннипе асра юлчĕ. Ун чухне чылайăшĕ йывăрлăхпа тĕл пулчĕ. Диана çав çăмăлах мар тапхăрта вĕренме те, тĕрлĕ акцисене хастар хутшăнма та вăхăт тупнă. Вĕсем - "Мы помним, мы гордимся", "Георгиевская ленточка", "Бессмертный полк", "Птицы в объективе", "Эстафета поздравлений", "Поздравь любимую библиотеку", "В объективе - водоемы Чувашии", "Книжный kids косплей", "Крапивная история", "Русский язык - душа народа", "Волшебный сундучок", "Цвета российского флага", "Русские рифмы", "Дом, где береза" "Береза - символ России", "Мне о России надо говорить".
Сăвă çырма юратни пирки сăмах пуçарсан Диана 4-мĕш класрах кĕске сăвăсем шăрçалама пуçланине пĕлтерчĕ, ỹссе пынăçемĕн вăрăмрах сăвăсем калăплама тытăннă вăл. "Ытларах чăвашла çырма кăмăллатăп. Тĕрлĕ темăпа çыратăп: çутçанталăкăн ытармалла мар илемĕ пирки те, уявсем çинчен те, çемьене те халаллатăп..." - пытармарĕ хĕр. "Илемлĕ чăваш чĕлхине вара уйрăмах 5-мĕш класран тытăнса пит юратрăм. Тăван чĕлхе мана ытларах та ытларах туртрĕ. Кунта Людмила Валентиновна Жукова вĕрентекенĕн тỹпи питĕ пысăк, тавах ăна тăван чĕлхене юратма, вĕренме хавхалантарнăшăн, пулăшса пынăшăн. Уроксем хыççăн унпасахал мар ларса юлнă эпир, сăвăсене пăхса тухатпăр, тишкеретпĕр, олимпиадăсене хатĕрленетпĕр. Çывăх çыннăмсем те пулăшаççĕ, паллах, вĕсен тĕревне те туятăп. Чăвашла сăвă çырма кăна мар, вăрçă пирки тата тĕрлĕ пулăмсем пирки тăван чĕлхепе çырнă произведенисене вулама юрататăп. Истори предмечĕ те мана питĕ килĕшет", - пĕлтерчĕ хĕр.
Тантăшĕсем хушшинче Диана хисепре, класс старости те вăл. Вĕрентекенĕсем те ун пирки ырă сăмах çеç калаççĕ. Шкул хыççăн тĕп хуламăрта юрист профессине алла илме ĕмĕтленекен хĕре вĕренỹре ăнăçу сунатпăр, сăвă шăрçалас пултарулăхĕ те ан иксĕлтĕр, малалла тата ытларах илемлĕ те чуна хускатакан сăвă йĕркисем çырма çивĕч ăс-тăн, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, ăнтăлу сунас килет. Тăван чĕлхене юратни те пурнăçра пулăшсах пытăр. Мĕнех, Диана, мĕнпур ĕмĕте пурнăçа кĕртме сунатпăр сана!
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |