ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир. Пирĕн мăн асаттесем ăçти çĕрсенче пурăннă-ши, паян кунччен мĕнле упранса юлнă-ши ман халăхăм. Пĕлес тетĕр пулсан каласа парам сире.
Сăпайлă, ĕçре лара-тăма пĕлмен, юрра-ташша пултаракан халăх çынни эпĕ. Хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе тĕнчипех ырă ят сарнă халăхăн хĕрĕ эпĕ. Эпĕ - чăваш. Тăван чĕлхепе, илемлĕ те ачаш, янăравлă та çепĕç чăваш чĕлхипе калаçатăп.
Чăваш юмах-халапĕсем пирĕн несĕлсем Вăтам Атăл тăрăхне çурçĕр Кавкаçран куçса килни çинчен калаççĕ. çăмăл пулман халăхăмăрăн пурнăçĕ. Пирĕн мăн асаттесем Вăтам Атăл тăрăхĕнче вырăнти халăхсемпе пĕрлешсе Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ, вăйлă патшалăх, туса хунă. Пăлхар чăвашĕсем ытти патшалăхсемпе тачă çыхăну тытнă. Анчах та 13-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче монгол-тутарсен пысăк çарĕ пуян пăлхар-чăваш патшалăхне темиçе хутчен те тапăнса кĕнĕ. Юлашкинчен Чингисхан мăнукĕ Батый хан эшкерĕсем Атăлçи Пăлхара пăхăнтарнă. Хаяр тăшман никама та хĕрхенмен, çыннисене вĕлернĕ, хуласене, ялсене çунтарса янă. Саланса юлнă чăвашсем вăрмансене тарнă, çĕнĕ ялсем никĕсленĕ. Хăшĕсем ислам тĕнне йышăннă та тутара тухнă. çапла Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пĕтсе ларнă. Анчах харсăр халăх пĕтмен. Пирĕн мăн асаттесем Ылтăн Орда, Хусан ханстви аллинче чухне те, каярахпа, 1551 çулта вырăс патшалăхĕпе пĕрлешсен те, пурнăçри тĕрĕсмарлăха хирĕç хăйсене шеллемесĕр кĕрешнĕ. Степан Раçин, Емельян Пугачев çарĕсенче чăвашсем питĕ харсăр çапăçнă. 20-мĕш ĕмĕрте çеç тепĕр хут хамăр патшалăха чăмăртанса тата çирĕппĕнрех малалла талпăннă халăх эпир.
Чăваш çĕршывĕ! Улăп çĕрĕ! Ман тăван çĕршыв! Асаттесем-аттесем хăйсен ăратне ĕмĕрлĕх парса хăварнă çĕр.
Паян кунта тĕрлĕ халăх пурăнать - çĕр ытла наци. Пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслăн пурăнаççĕ аслă Атăл хĕрринче. Раççейри 150 ытла халăх хушшинче эпир 5-мĕш вырăн йышăнатпăр.
Мĕнле илемлĕ, пуян та тараватлă пирĕн савнă ен! Шăнкăр-шăнкăр юханшывсем, йăлтăр-йăлтăр кỹлĕсемпе ешĕл улăхсем, тинĕс евĕр курăнакан тыр-пул уйĕсем, сĕм вăрмансем, мăнаçлă хуласем...
Кам пĕлмест пуль сан ывăл-хĕрỹсене! Чăвашран тухнă ăсчахсемпе, çыравçăсемпе, ỹнерçĕсемпе, спортсменсемпе, ытти маттур ентешсемпе чун-чĕререн мухтанатпăр, вĕсен пархатарлă ĕçĕсене асра тытатпăр.Чăваш çĕрĕ граждан вăрçин паттăрне В.И.Чапаева çуратса ỹстернĕ, кунтах тата тепĕр Улăп - тĕнче уçлăхне парăнтарнă космонавт А.Г.Николаев - ỹссе çитĕннĕ. Тĕп хуламăрта - Шупашкарта, пĕтĕм тĕнчипе паллă балерина Надежда Павлова çуралса ỹснĕ. Петр Егорович Егоров - архитектор. Никита Яковлевич Бичурин - китаевед. Каласа пĕтерме те çук.
Хам шухăша эпĕ чăваш çыравçин, Виталий Станьялăн, "Камсем эпир?" сăввипе пĕтĕмлетесшĕн.
- Камсем эпир, мĕнле йышран эпир.
Хăш халăхсем пире тăван пек картнă,
Хăш тăвансен ретне пĕр танлăн лартнă.
- Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,
Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр!
Диана СЯДАЙКИНА, Питĕркассинчи шкулта 8-мĕш класра вĕренекен.
Ноябрь 2024 |