Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Окоп чавакансен паттăрлăхĕ - асăмрах!

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2021, 14:27 Просмотров: 329

2021 çула Чăваш Республикинче Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Сăр чикки - чăваш халăх историйĕн страници. Вăл хурлăхлă, çав хушăрах мăнаçлă. Хỹтĕлев чиккисем вăрçă вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă.

1941 çулхи кĕркунне фашист çарĕсем Мускав хули патне çывхарсан, масштаблă хỹтĕлев чиккисене тума пуçланă. Сăр чикки Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр тăрăхĕсемпе иртнĕ, вăл Чĕмпĕр облаçне çитиччен тăсăлнă. "Сурскийрубеж.рф" сайтĕнче кун пирки çакна пĕлме пулать: "Чăваш Енре асăннă чикĕсен тăршшĕ 380 километр чухлĕ пулнă, пурĕ 5 миллион кубла метр тăпра кăларнă, хĕç-пăшалпа пемелли вырăнсем, окопсем, çĕрпỹртсем нумай тунă, канавсем чавнă. Вĕсене тума пурĕ 171450 рабочие мобилизациленĕ. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçленĕ хỹтĕлев сооруженийĕсене тăвассипе, хушăран ку кăтарту 110 пине çитнĕ. Йĕрке тăрăх 17 çултан çамрăк маррисен, сывă çынсен кăна ĕçлемелле пулнă унта. Анчах, тĕрĕссипе, çак йывăр ĕçсенче 15-16 çулхи ачасем те, хĕрарăмсем те асапланнă. Талăкра 10 сехет, канмалли кунсемсĕр, выçăллă-тутăллă, 40 градус сивĕре ĕçленĕ, пурĕ 45 кунта тунă çавнашкал хăватлă конструкцие".

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă, шартлама сивĕре те окоп чавнă çынсен ячĕсене асра тытаççĕ. Шел пулин те, çĕнтерĕве çывхартнисен шучĕ кашни çулах чакса пырать. Нумаях пулмасть эпир класс ертỹçипе вăрçă вăхăтĕнче ỹснĕ Фекла Гавриловна Максимовапа тĕл пултăмăр. Пире вăл питĕ хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăрçă çулĕсенчи пурнăç унăн асăнчех-ха. Сĕтел хушшине вырнаçса ларсан хăйĕн вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕ çинчен васкамасăр каласа пачĕ.

Фекла Гавриловна Максимова 1928 çулта Утаркасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăрçă пуçланнă чух вăл 13 çулта пулнă. Усал та хаяр вăрçă пуçлансан Фекла Гавриловнăн çемйинчи çывăх тăванĕсене çапăçу хирне илсе кайнă. Йăмăкĕ вара унăн сăпка ачи кăна пулнă. Сăр хỹтĕлев чикки пирки ыйту парсан Фекла Гавриловна çакăн пек каласа пачĕ:

- Пирĕн кỹршĕсем унта каятчĕç. Таврăннă чухне макăрса та килетчĕç. Питĕ шеллеттĕмĕр вĕсене. Халĕ вĕсем вилсе пĕтрĕç. Окоп чавакансем пирĕн ялтан кăна марччĕ. Питĕ лайăх астăватăп, пирĕн киле Етĕрне тăрăхĕнчен килнĕ вунă çынна вырнаçтарчĕç. Вĕсем вырăн çуккипе урайĕнче çывăратчĕç. Окоп чавса килсен урисем йĕп-йĕпехчĕ. Анне çăпатисене кăмака çине хуратчĕ. Çăпатисем типсе çитейместчĕç. Шăннă çăпата ирĕлетчĕ те - ĕçлекенсем каллех çавсенех сырса каятчĕç. Питĕ йывăр пулчĕ. Апачĕ те, çи-пуçĕ те япăх. Çанталăкĕ тата питĕ сивĕ тăратчĕ: 40 градус ытла. Ĕçлекенсем каласа панă тăрăх, çил тумтир витĕр вĕрсе ỹт-тире кастарнă. Пите кăшт çиле хирĕç тытсанах тăм илсе янă. Тăм илтернĕ аллисене сивĕ шыва чикнĕ.

Мĕн-мĕн курман пулĕ çынсем шартлама сивĕре шăн çĕре лумсемпе ватса чавнă чух. Мĕн-мĕн тỹсмерĕ халăх! Никама та çăмăл мар: вăрçăрисене те, тылрисене те. Паян çав кунсене аса илсен тĕлĕнетĕп: епле чăтса ирттернĕ-ши çав йывăрлăхсене. Çав кунсене ман мăнуксен, кĕçĕн мăнуксен курмалла ан пултăрах, - тесе вĕçлерĕ Фекла Гавриловна хăй асаилĕвне.

Хамăн сăмахăма Вячеслав Кругловăн сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:

"Ан пултăр вăрçă нихăçан,

Тỹпе хĕвелпе кăна çиçтĕр!

Телейлĕ, мирлĕ пурнăçа,

Чăнах, тата мĕнех-ха çиттĕр".

Екатерина МАКАРОВА,

Мишеркасси шкулĕ (2021 çулхи апрель уйăхĕ).

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1