ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе йышăннă.
Фронта тухса кайнă салтаксене, паллах, питĕ йывăр пулнă. Çапах та тылра юлнисене те çăмăлах пулман тесе шутлатăп эпĕ. Çав çулсем тылри нушаланаканăн юнĕпе тата куççулĕпе тулнă. Аса илетĕп: ватă кукамай çав вăхăта куççульсĕр аса илместчĕ. Пире вара хăйĕн ачалăхĕ пирки каласа пама пуçласан эсир халь ырлăхра пурăнатăр, тутлă çиетĕр, лайăх тăхăнатăр, аçу-аннỹ юнашар, пирĕн пек тăранмиччен çимесĕр, ăш-чике кантармасăр хĕрĕх градус сивĕре шăннă çĕре таккаман, эпĕ курнине сирĕн курмалла ан пултăр тетчĕ. Эпир вара вăл каланине кăшт вăхăт иртсенех манса каяттăмăр. Шухă ача-пăча пулнă-çке... Окопсем чавни çинчен илткеленĕ-ха, анчах та мĕн окопĕсем чавни çинчен тарăннăн пĕлмен, шутламан. Халĕ туллинрех ыйтас, ватă кукамай пирĕнпе çук ĕнтĕ. Çапла, вăл вăхăтри паттăрсем çăтмахра вырăн тупнă. Эпĕ хаçат-журналсенчи хыпарсемпе паллашнă май Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисем çинчен вулатăп та тĕлĕнетĕп: ытла та йывăр пулнă-çке...
Вăрçă ачисем... Мĕн кăна тỹсме-курма тивмен пуль хăйсен ĕмĕрĕнче... Ача шутĕнчен тухса ĕлкĕреймен, тин пĕве кĕрсе пыракан çамрăксем, кăкăр ĕмекен тĕпренчĕксене пăрахса хăварнă хĕрарăмсем Тăван çĕршыв çине хаяр тăшман тапăнса кĕрсен хăйсене шеллемесĕр, нăйкăшмасăр ĕç фронтĕнче тăрăшнă. Вĕсен черченкĕ, çирĕпленсе ĕлкĕреймен хулпуççийĕсем çине те пысăк яваплăх тиеннĕ. Виçĕ уйăх хушши этем чăтайми условисенче ĕçлесе пурăнсан та хуçăлман вĕсем. Лума, киркана, кĕреçене алăран ямасăр хăйсен тỹпине палăртнă вăхăтра алтса пĕтернĕ. Чыс та мухтав сире, тыл ĕçченĕсем!
1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕччен Сăр тата Хусан хỹтĕлев линийĕсене тунă. Унта вунçичĕ çултан аслăраххисене явăçтарнă. Çавăнта хутшăннă 200 пине яхăн çын хушшинче Туканаш ялĕнче пурăнакан Мария Никитична Кудряева та пулнă.
Тыл ĕçченĕпе паллашма Туканаш ялне çул тытрăм. Мария Никитична хапăл тусах кĕтсе илчĕ. Пỹрте илсе кĕртрĕ. Хыпаланать кăна. Эпĕ мĕн ĕçпе килнине пĕлтерсен - лăпкăн кăна диван çине ларчĕ те макăрса ячĕ. Унăн та хỹтĕлев сооруженийĕсене чавма тỹр килнĕ-çке...
- Эй, Турăçăм! Калама тытăнсан, каласа та пĕтерес çук, каласа пама та йывăр-çке, ачам. Эпир курнине никамăн та курмалла ан пултăр... - куççуль витĕр сăмахлать Мария Никитична.
Эпĕ Сăр тăрăхĕнче окопсем чавни çинчен тĕплĕнрех пĕлес килнĕрен йĕркипе каласа пама ыйтрăм. - Ах, ачам, çамрăклăха аса илтертĕн. Итле эппин...
...Аттепе пĕрле Атнар вăрманĕнче шоссе туса пурăнаттăмăр. Çул тумалăх вăрманне каснăччĕ ĕнтĕ. Эпир Атнарпа Саланчăк хушшине хăйăр, вĕтĕ чул сараттăмăр. Эпĕ 17 çул тултарнă хĕр. Каç енне пирĕн пата районтан çын пычĕ, вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕ... Çапла, хĕрĕм, маларах çутçанталăк та систерчĕ тем пулса тухасса. Çав çулхине йывăçсене темĕнле хурт-кăпшанкă тапăннăччĕ. Пур çĕртре те çав хура кăпшанкă кăначчĕ... Чăн та, ырра пулмарĕ. Вăрçă тухни çинчен пĕлтерчĕç. Кĕçех Чутай енчен Çĕмĕрле еннелле салтака каякансен лавĕсем пĕрин хыççăн тепри иртме тытăнчĕç. Çул тунă çĕрте ĕçлекен арçынсем, вăрçă тухнă тенине илтсенех, килĕсене таврăнма тытăнчĕç. Кунти ĕçе пăрахмалла маррине ăнланнă-ха, анчах та сĕмсĕр тăшманран Тăван çĕршыва сыхламалла-çке. Вара арçынсем туса пынă ĕç пĕтĕмпех хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннĕ.
Арçынсем вăрçа кайма тытăнчĕç. Аттен ячĕ те вăрçа кайма тухрĕ. Ăна ăсатнине питĕ лайăх астăватăп, куç умĕнчех. "Хапха алăкне ан хупăр. Каялла киле таврăнма уçă пултăр", - макăра-макăра каларĕ мамак. Ун чухне аттене юлашки хут курассине никам та шутламан.
Тепĕр куннех пирĕн пата Егор Краснов бригадир килчĕ. Сăр хĕррине окоп чавма каймалла тет. Анне каçах хатĕрленме пуçларĕ. Кĕр сивĕ килчĕ вăл çулхине, çавăнпа мамак сăхман айĕнчен çыхма хăйĕн çăм шаль тутрине тыттарчĕ. Урана сырма çĕн çăпатапа хура тăла кĕртсе пачĕ. Анне кутамккана çимелли тата тăхăнмалли чиксе пачĕ. Ирхине Николай Ванягинсен тĕлне 25 çын пуçтарăнтăмăр. Айккинче кỹлнĕ икĕ лаша тăрать. Ĕç хатĕрĕсене урапа çине хутăмăр та çуран уй урлă хамăра мĕн кĕтнине пĕлмесĕр уттартăмăр. Сăр хĕррине çитме 35 çухрăм ытла терĕç. Çапла, пире Сăр хĕррине оборона сооруженийĕсем тума илсе кайрĕç. Ĕçленĕ чухне йĕрке çирĕпчĕ. Никам та хирĕç калаçман. Мĕн каланă, çавна тунă.
Сăр хĕррине çитрĕмĕр. Юханшывăн чăнкă çыранĕ хĕррипе тарăн канавсем чавса хĕл каçрăмăр. Малтан арçынсем пурччĕ-ха, анчах вĕсене вăрçа илсе кайса пĕтерчĕç. Аслисемпе тан ĕçлесе хытах ывăнаттăмăр, çапах ывăннине кăтартма тăрăшман. Намăс пуласран хăранă.
Алăра кашни кун тимĕр кĕреçе, наçилкка, кирка, лум, пăчкă. Вăрçă тухнă çулхи пĕрремĕш хĕл çав тери сивĕ пулчĕ. Метр çурă тарăнăш алтаттăмăр, хăш тĕлте икĕ метр та алтнă. Шăннă тăпрана çỹлелле кĕреçепе ывăтаттăмăр. Ăшăх вырăнсене наçилккăна йăтса тăпра тултараттăмăр. Кĕреçе-лумпа витĕр шăннă çĕре чавма питĕ йывăрччĕ. Шартлама сивĕре çĕр питĕ тарăн шăннăран кĕреçе кĕместчĕ. Лумпа кататтăмăр. Пĕтĕм ăш-чик тапранатчĕ. Пĕр çĕрте пĕтерсен урăх вырăна куçаттăмăр. Апла пулин те турткаланса тăмарĕ халăх. Пирĕн фронт кунта пулнине эпир пурте ăнланнă. Халь калама юрать ĕнтĕ: хушнине итлемесĕр пăркаланса тăма ирĕк пулман, унсăрăн торф кăларнă çĕре аякка ăсататчĕç. Пĕр енчен, тĕрĕс те хăратнă пулĕ. Мĕн чухлĕ çынна çирĕп тытса пырса ĕçлеттермелле пулнă-çке. Эй, пурнăç!.. Йывăр ĕçсĕр пуçне çанталăкĕ те вăл çулхине этем тỹсĕмлĕхне тĕрĕслесшĕн пулнă тейĕн, шартлама сивĕ тăратчĕ. Çĕр çуммипе çил-тăман вĕçтеретчĕ тата, ун чухне татах йывăрччĕ. Ал-ура, шăм-шак витĕр шăнатчĕç. Çил кĕлетке витĕр тухатчĕ, ĕçлесен те ăшăнаймастăмăрччĕ, пĕр-пĕрин çумне ăшăнас тесе йăпшăнаттăмăр. Ĕç хыççăн, ывăннăскерсем, ăшăнма тесе хваттере чупаттăмăр.
Пурте чăтса ирттертĕмĕр çак йывăр вăхăта. Никам та ĕçлемесĕр пăхса тăман. Хăвăртрах алтса пĕтерес те киле таврăнас шухăшпа пурăннă çынсем.
Апат енчен те лару-тăру чаплах марччĕ. Килтен илсе кайнă çимĕç нумая пымастчĕ, халăхпа час çисе яраттăмăр. Апат пĕçерекен хĕрарăмсене те çăмăл марччĕ. Апатне лаçра пĕçеретчĕç. Унта вара сивве пула куç уçмалла мар пăс тата йỹçĕ тĕтĕм йăсăрланатчĕ. Аллисем çара. Апата алсапа пĕçерейместĕн-çке. Ытларах пăрçа яшки пĕçеретчĕç. Урпа çăнăхĕнчен пĕçернĕ яшка та çисе курнă.
Хăш чухне ĕçрен таврăннă çĕре апат пиçсе çитменни те пулнă. Кĕтсе илеймесĕрех çаплипех çывăрма выртаттăмăр. Хĕрарăмсем çывăрнă çĕртен тăратса кашăкпа çитеретчĕç. Çинĕ çĕртрех çывăраттăмăр. Тавах, çав хĕрарăмсене. Пĕр хĕрарăм мана сĕт ĕçтеретчĕ. Сĕчĕ пылаклăччĕ вара. Кăкăр сĕчĕ пулнине кайран пĕлтĕм. Ачи çулталăк та тултарман пулнă. Вăл кăкăрĕ карăнса кайнăран мана суса ĕçтернĕ. Пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем кашни каçах ялĕсене каятчĕç. Ирхине ĕç пуçланнă вăхăта çитетчĕç. Ĕçрен минут та юлмалли çук, тỹрех штаба чĕнтеретчĕç. Шереметсем, канман та, çывăрман та... Кайран ун пек хĕрарăмсене шеллесе колхозра ĕçлеме ирĕк пачĕç.
Ĕç хыççăн малтан чикансем пек пĕр пысăк тапăрта пурăнаттăмăр. Çинĕ хыççăн кунĕпе вут çуннă вырăнти кĕле салататтăмăр та çавăнтах, ывăннăскерсем, çывăраттăмăр. Темиçе çĕрте кунĕпех вут çунатчĕ. Шулю çывăхĕнче пахча çимĕç хумалли çĕрпỹртсем пурччĕ. Çавăнта та çĕр каçнă. Унта вырăн çитместчĕ, йĕпеччĕ, улăм сараттăмăрччĕ, тумтире хамăр айрах типĕтеттĕмĕр. Сивĕтсен Мишеркасси тата Утаркасси ялĕсене хваттере ячĕç. Эпир Мишеркассинче пурăнаттăмăр. Ялсенче пĕр пушă пỹрт те çукчĕ. Пĕчĕк пỹртсенче вырăн çитместчĕ.
Çи-пуçĕ те питех марччĕ. Кĕпе, кофта çинчен сăхман, кĕрĕк, бушлат тăхăннă. Пуçа - çăм тутăр, арçын калпакĕ, алăра - çăм алсиш. Ун çинчен алса туль тăхăнаттăмăр, мĕншĕн тесен çăм лум çумне çыпçăнса ларатчĕ, алсиш час çĕтĕлетчĕ. Урара - çăпата... Çăпатапаччĕ çав. Çăматă йĕпенсе тĕпĕ тухса ỹкетчĕ те çăпата тăхăнса. Тĕпĕнче каптăрма пуррипе урана тỹрех нỹрĕк çапмастчĕ. Тăлине лайăх сырсан ури те час шăнмастчĕ.
Каларăм ĕнтĕ, кунĕпех вут хурса тăрса, сỹнтермен. Пĕррехинче, хам та сисмен, вут çывăхĕнче кăшт тăтăм. Шăннăран çăпата тухса ỹкрĕ, хваттере тăлапа таврăнтăм. Эпир пурăннă хваттерте пĕр ватă мучи пурăнатчĕ. Пирĕн çĕтĕлме пуçланă çăпатасене сапласа паратчĕ, каптăрмасем çыпăçтаратчĕ. Хăшĕсене пушăт хуçса килсе çĕнĕрен туса паратчĕ. Манăн çăпатана та юсаса пачĕ. Хваттере таврăннă чухне икĕ чĕркуççине те тăм илтерсе куртăм тата. Сăхман кĕскеччĕ... Çапла, ачам, йывăр ĕç анчах мар, ăшă мар çи-пуç та окоп чавакансене хуçрĕ, нумайăшĕ шăнса пăсăлчĕ...
Çуркунне Сăр хĕррине тепре кайрăмăр. Хĕлле чавнă канавсене, блиндажсене, çĕрпỹртсене хăйăр тулнă. Çавсене тасатса пурăнтăмăр пĕр хушă. Шала çавăн чухне кăна кĕрсе куртăмăр вара. Шалта тимĕр кăмака ларать. Вăрăм тенкелсем, сĕтел пур. Вуттине те янтласа хунă. Шалтан тасатса тухсан тăррисене çеремлĕ тăпра касăкĕсемпе витрĕмĕр. Унтанпа миçе çул иртрĕ ĕнтĕ.
Пĕр темиçе çул каялла çав вырăнсене кайса пăхрăмăр. Ачасем илсе кайрĕç. Малтан çĕрпỹртсем те, дотсем те, дзотсем те, траншейăсем те лайăх палăратчĕç. Халĕ вĕсем çĕрсе пĕтнĕ, окопĕсем курăк шăтнипе çырма пулса кайнă, унта шыв тăрать, анчах лайăх сыхланса юлнă-ха, вырăнĕ паллă. Куççульленмесĕр таврăнаймарăм. Куç умне "чĕрĕ ỹкерчĕк" тухса тăчĕ.
Кĕçех 97 çул тултаратăп. Çак çула çитсе те алăран ĕç каймарĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Ак халĕ çăм арлатăп. Ачасене нуски çыхса паратăп. Картишĕнче сурăхсем пур, тунсăхлама памаççĕ. Вĕсене та пăхатăп, хамах тирпейленсе пурăнатăп. Паллах, ачасем пулăшаççĕ. Хăйсем патне илсе каясшăн. Çук, каймастăп, килте хам хуçа. Урасем ыратаççĕ. Шартлама сивĕре йывăр ĕçлени йĕр хăварнă ĕнтĕ. Ăш-чикре ним ыратакан та çук.
Çамрăксене манăн çапла калас килет: вăл вăхăта этемлĕх урăх ан куртăр. Вăрçă вăхăтĕнче тылра чăтса-тỹссе ирттернисен ячĕпе калатăп. Эпир телейлĕ пуласлăхшăн тăрăшнă, Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ. Чыса яман. Тăрăшса вĕренĕр, ĕçрен ан хăрăр. Йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшăр. Ваттисене хисеплĕр. Сывлăхлă пурнăçпа пурăнăр. Эпир курнине никамăн та курмалла ан пултăр...
Чуна çỹçентерекен асаилỹ. Шутлатăп та тĕлĕнетĕп: мĕн тери тỹсĕмлĕх, мĕн чухлĕ вăй-хал, çирĕплĕх тапса тăнă вĕсенче. Чăнах та, çулсем, çулсем... 8 теçетке çул каялла патвар арçынсемпе хастар чун-чĕреллĕ каччăсем вăрçă вут-çулăмĕпе кĕрешнĕ вăхăтра тылра та "хĕрỹ çапăçăва" хутшăннă. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем тăшмана кĕтсе юханшыв хĕррипе хỹтĕлев сооруженийĕсем тунă: танксене чармалли шăтăксем, окопсем, траншейăсем чавнă, дзотсемпе дотсем ăсталанă, вăрман касса çĕрпỹртсем хăпартнă... Çулсем... Çулсем... Питĕ хăвăрт иртеççĕ-çке вĕсем, анчах вăрçă ỹкерчĕкĕсем, Мария Никитична калашле, нихăçан та асран тухас çук...
Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма чăн-чăн паттăрлăх тесе палăртать. Пирĕн çав паттăрлăха асра тытмаллах. Нимĕн те ан манăçтăр. Хамăн ĕçе тин çеç çуралнă сăвă йĕркисемпе вĕçлетĕп:
Çамрăк ăру пуç таять,
Ĕмĕрех асра тытать.
Тайма пуç сире чунтан,
Ан пултăр вăрçă нихăçан.
Елена ЮРКОВА, Атнар шкулĕ, (2021 çулхи апрель уйăхĕ).
Ноябрь 2024 |