ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи вĕçленнĕренпе 76 çул иртрĕ ĕнтĕ. Сăр хỹтĕлев чиккине тунăранпа 80 çул çитет пулин те вăрçăн йывăр çулĕсене паянхи кун та куççуль витĕр аса илсе "çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăр. Эпир тỹснĕ йывăрлăха никам та ан куртăр", - тет вăрçă хĕн-асапне, хуйхи-суйхине, пысăк çухату чун-чĕрене амантса хăварнине тỹссе ирттернĕ, пĕр ĕмĕр урлă каçнă Ирина Алексеевна Герасимова.
104 çула çитрĕ пулин те, Ирина Алексеевнăн тăнĕ питĕ çирĕп, пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине халĕ те питĕ лайăх астăвать, кашни самантне аса илсе каласа кăтартать.
Ирина Алексеевна Герасимова (хĕр чухнехи хушамачĕ Игушкина) 1917 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Трапай ялнче çуралнă. Амăшĕнчен кăкăр ачи юлнăскерне, ашшĕпе аппăшĕсем пăхса ỹстернĕ. Вăл Трапай, Турхан, Хĕрлĕ Чутай шкулĕсенче ăс пухнă хыççăн Етĕрнери педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. "1935 çулта математика учителĕн специальноçне алла илтĕм, тăван тăрăха вĕрентекен пулса таврăнтăм. Унтан Мăн Этменти вăтам шкулта ачасене вĕрентме тытăнтăм. Çамрăклах пĕлỹ çуртне ура ярса пусрăм та ачасене çирĕп тытаттăм. Вĕренекенсем те мана хисеплетчĕç, юрататчĕç. çак шкулта ĕçленĕ вăхăтра хамăн пулас мăшăрпа, Павел Михайлович Герасимовпа, паллашрăм", - каласа парать иртнине аса илсе вăл. Пирвайхи юратăвне аса илсен унăн куçĕ халĕ те телейлĕн çиçет. "Пĕррехинче шкулта РОНО-ран урок итлеме Павел Герасимов инспектор килчĕ. Аллине папка тытнăскер, математика урокне ман пата итлеме кĕчĕ. Эпĕ урок ирттеретĕп, вăл мана куçран пăхать. Вăтанса кайрăм, унăн сăн-пичĕ те хĕрелчĕ. Пĕр-пĕрне çавăн чухне саврăмăр. Урока епле ирттертĕм-ши. Питĕ пăлхантăм... Тепĕр çулнех эпир çемье çавăртăмăр", - тет асанне савăнăçлăн.
Ирина Алексеевна çамрăк чухнех хастар та ăслă пулнă. Пĕчĕк ывăлне асламăшĕпе хăварса мăшăрĕ патне Карелине çитме пултарнă. Вăрттăн тĕл пулнă вăхăтра Павел Михайлович ăна çыру ывăтса панă. Вăл хăйне тĕрĕс мар айăпланине пĕлтерсе çĕршыв прокурорĕ патне çырнă, çак çырăва Мускава кайса тĕп прокурор патне çитернĕ. çакăн хыççăн Павел Михайловича нумай тĕрĕсленĕ хыççăн, "Айăп çук", - тесе ирĕке кăларнă. Таса ята тавăрнă вĕрентекене шкул директорĕнче ĕçлеме шаннă.
Тем шухăша кайнă майăн калаçу çăмхине малалла тăсрĕ, "Валерий хыççăн Толя ывăлăм кăна çуралма ĕлкĕрчĕ, хаяр вăрçă пуçланчĕ, çĕршывăмăр йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕ. Хаяр тăшман Мускав патне çывхара пуçларĕ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Сăр юханшыв хĕрне хỹтĕлев чиккине чавма каймаллине пĕлтерчĕç. Мăшăрăма, Павел Михайловича, Сăр шывĕ тăрăхĕнчи хỹтĕлев сооруженийĕсем тумалли ĕçре начальника çирĕплетрĕç. Вăл çак ĕçе лайăх йĕркелесе ярас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр, киле те килмесĕр, мĕнпур вăй-халтан тăрăшрĕ. Эпĕ те, пĕчĕк ывăлсене хунямапа хăварса, халăхран юлмасăр, окопсем чавнă çĕре хутшăнтăм. Окопĕсем çын çỹллĕшĕнчен те тарăнрахчĕ. Шăннă тăпрана лумпа катма, кĕреçепе хамран çỹлерех ывăтма вăй çитернинчен хамран хам паянхи кун та тĕлĕнетĕп. Халăх ялăн-ялăн ĕçлетчĕ. Ытти районсенчен илсе килнĕ çынсем те пурччĕ. Окопсене хăвăртрах чавса пĕтерес тесе тăрăшнипе çавăнтах, çĕрпỹртсенче, çĕр каçни пулатчĕ. Мăшăрăм ĕçе питĕ лайăх йĕркелесе пычĕ. Вăл ертсе пыракан вăрçăпа вĕрентỹ пункчĕн çыннисем, салтаксем, ĕç нормине пĕр кунта 140 процента çитернĕ. Çирĕп дисциплина пулни пулăшнă. Куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялава та, тĕрлĕ наградăсене те илме тивĕç пулнă вăл. Ăна панă тав çырăвĕнче çапла çырнăччĕ, "Сăр шывĕ тăрăхĕнчи оборона сооруженийĕсем тумалли вăрçăпа вĕрентỹ пункчĕн начальникĕ П.М.Герасимов - чи лайăххи. Вăл çирĕп дисциплина тытса, ĕçе лайăх йĕркелесе пынипе, кĕске хушăра 4996 кубла метр окоп чавнă, 5 çĕр пỹрт тунă, вут-çулăм пункчĕсем валли 16 пура, 16 комплект амбразура тунă..." 1942 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче 93 номерлĕ хушупа килĕшỹллĕн Автономиллĕ Социализмлă Чăваш Совет Республикин Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Сăмах май, Ирина Алексеевна каласа панине çирĕплетекен документсем район архивĕнче упранаççĕ, унтах Павел Михайловича ырласа панă характеристика пур. Декабрь вĕçĕнче Сăр хỹтĕлев чиккине тумалли ĕçсем вĕçленсен Павел Михайловича вăрçа ăсатса яраççĕ. 943 çулта Курск пĕкки çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, лейтенант званийĕпе 605 номерлĕ стрелковăй полкра взвод командирĕ пулнă. Пĕр хаяр çапăçура вăл командира хỹтĕлесе питĕ хытă аманать. Курск хулин 350 номерлĕ госпиталĕнче вилсе каять.
"Çỹлти Турă мана вăрăм кун-çулне те, телейне те панă. Анчах хаяр вăрçă пĕр шелсĕр телейĕме таптарĕ, чун-чĕре суранĕ хăварчĕ", - куççульне шăла-шăла илчĕ ĕçпе тыл ветеранĕ.
Çак вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче темĕн те курма тивнĕ пулсан та ветеран халĕ те пурнăçа юратас туйăмне чакармасть, çутçанталăка юратать, уçă сывлăшра пулма кăмăллать.
Çуллахи кунсенче Слава кĕрỹшĕ туса панă пахчари чуччу çинче ларма юратать, таврари илемлĕ чечексемпе киленет. Кỹршĕсем Ирина Алексеевна çутçанталăка юратнинчен, канма пĕлнинчен, яланах сăмах хушнинчен, кашнинчех сывлăх суннинчен тĕлĕнеççĕ. Чăннипех те, халĕ те хăнасене питĕ тарават. Пуринпе те ăш пиллĕн, кăмăл туллин калаçать вăл.
Вăрçă çулĕсенчи, Сăр хỹтĕлев чиккине тунă ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малашлăх ĕмĕт-шухăшĕсене çухатман, халĕ те çивĕч ăс-тăнпах пулнинчен тĕлĕнетпĕр, хисеплетпĕр, юрататпăр. Чăннипех те, паттăр, ырă кăмăллă çын вăл - Ирина Алексеевна Герасимова.
Людмила КИРИЛЛОВА, Мăн Этмен шкулĕ, 8 класс, 2021 çулхи апрель уйăхĕ.
Ноябрь 2024 |