ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чылай çамрăкшăн çемье çавăрсан çурт-йĕр ыйтăвĕ мала тухса уйрăмах çивĕчленсе пырать. Юлашки çулсенче патшалăх çамрăк мăшăрсене ку енĕпе пулăшма тăрăшать. Çулсерен районти çамрăксем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тĕрлĕ пулăшăва тивĕçеççĕ. Нумаях пулмасть Хăмарккари Османовсем те район администрацийĕн пуçлăхĕн Иван Михопаров аллинчен "Комплексное развитие сельских территорий" федераллă патшалăх программи шайĕнче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тỹлеве тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăна илнĕ.
Иван Александровичпа Ольга Николаевна Османовсен икĕ хĕр пĕрчи çитĕнет. Çемье пуçĕ ялхуçалăх отраслĕнче тимлет. Мăшăр район центрĕнче хваттер туянас шутлă. Паллах, вĕсен хăйсен укçине те хывма тивĕ. Çурт-йĕр ыйтăвне татса парсан, çемье хăйĕн çĕнĕ кĕтесне хăтлăх кỹрсен тата лайăхрах та телейлĕрех пурăнасса шанас килет.
Ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă виçĕ хĕр те çак кунсенче çурт-йĕр сертификачĕллĕ пулнă. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Çĕн Ирчемесри Оксана Чеблукова тата Калкассинчи Зоя Дементьева, ĕнер вара Тури Çĕрпỹкассинчи Оксана Петрова çак сертификата алла илнĕ. Вĕсем социаллă тỹлевпе усă курса республика территорийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр туянма, çав шутрах нумай хваттерлĕ çуртăн пай строительствине хутшăнма та, пултарĕç.
Палăртмалла, райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кун пек сертификатпа кăçал пурĕ виçĕ çамрăка тивĕçтерме палăртнă.
Кунсăр пуçне кăçал ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă тата сакăр çамрăка çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Вĕсем район центрĕнче çĕкленекен çĕнĕ çуртри хваттерлĕ пулĕç.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |