ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх пуянлăхĕ", - тенĕ пирĕн паллă этнопедагог Геннадий Никандрович Волков.
Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Вăл мăн асаттесем пире халалласа хăварнă пуянлăх. Унтан хаклă пурлăх мĕн пур-ши? Мĕн тери илемлĕн, хăватлăн, мăнаçлăн янăрать чĕлхемĕр. Ман паянхи калаçăвăм шăпах çак пурлăх çинчен пулĕ.
Мĕнле пуянлăх-ши вара вăл? Ман шутпа, вăл анне юрланă сăпка юрри, асатте-асанне, кукамай-кукаçи вĕрентсе каланă сăмах-юмах, халап, ăса çивĕчлетме пулăшакан туптармăш, чуна уçакан, ăша лăплантаракан юрă-сăвă, халăхăн кăмăлне, историне пĕлме пулăшакан хайлавсем. Тăван чĕлхере халăхăн йăли-йĕрки, илемĕпе чун асамлăхĕ сăнарланаççĕ.
Ăна сỹнме парас мар тесен, çак пуянлăха пĕтерес марччĕ тесен чĕлхене яланах туптаса, якатса тăмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев та чăваш халăхне чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. "Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук", - тенĕ. Çапла, çак чĕлхепе эпĕ калаçатăп, куллен çыратăп та вулатăп, çак чĕлхепе эпĕ мухтанатăп, куллен-кунах ăса туптатăп, çак пурлăха куç пек упратăп.
Манăн чăвашах пулас килет. Манăн чĕлхем, манăн пурлăхăм малалла та упранасса шанас килет. Эпĕ ăна ĕненетĕп. Çак пуянлăх çĕр çинчен çухалмĕ.
Анна Богатнаева, Питĕркасси шкулĕ.
Сентябрь 2023 |