ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Октябрĕн 5-мĕшĕнче шкулта Хăйтытăмлăх кунĕ иртрĕ. Вĕрентекен рольне выляса пăхас килчĕ нумайăшĕн. Аслă классенчи в.рентекен ачасем хăйсене учительсем пекех туйрĕç. Кĕçĕн классенчи ачасем хăйсене питĕ лайăх енчен кăтартса пачĕç. 11-мĕш класри Валентин Юрьевич Кондратьев директор пулчĕ, ăна пулăшаканĕсем - 10-мĕш класра ăс пухакан Аня Моряковапа Карина Иванова. Учительсем вырăнне вĕрентнĕ ачасем вĕрентекенĕн ĕçĕ çăмăл маррине пĕлчĕç, туйрĕç. Юлашкинчен пурте Акт залне пухăнса вĕренекенсем учительсене халалласа хатĕрленĕ пуян концерт курса савăнчĕç, асăнмалăх сăн та ỹкерттерчĕç.
Юлиана БОГАТЕЕВА, Мăн Этмен шкулĕ, 8 класс.
Ытларикун, октябрĕн 5-мĕшĕнче, Учитель кунне уявларăмăр. çак кун эпир шкулта Хăйтытăмлăх кунне ирттертĕмĕр. Аслă классенче вĕренекенсем пĕр-пĕрин хушшинче маларах хăш предметпа вĕрентесси пирки калаçса татăлчĕç.
Çак уяв вăхăтĕнче шкулта ирĕклĕ тата хăтлă атмосфера хуçаланни мана питĕ килĕшрĕ. Пурте яланхи пек мар, пирĕн умра çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Эпир ытларах хутшăнатпăр, савăнатпăр, ытти вĕренекенсемпе паллашатпăр. Уроксем тĕлĕнмелле режимра иртеççĕ, хăш-пĕр аслă классенче вĕренекенсем конкурссем е пĕлỹ паракан викторинăсем те йĕркелеççĕ. Çакă, паллах, питĕ кăмăллă.
Унсăр пуçне кашни çулах пирĕн шкулта вырăнти хăйтытăмлăх уявĕнче шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама аслă классенче ăс пухакансем хушшинче суйлав йĕркелеççĕ.
Хăйтытăмлăха хутшăнни ачасене харпăрлăха, яваплăха, пуçарулăха туйма вĕрентет. Вĕренỹ хăйтытăмлăхĕ хăнăхăва йĕркелемелли хăватлă фактор тесе шутлатăп эпĕ. Çав вăхăтра пулас педагогсем çуралчĕç пуль тесе шухăшлатăп.
Вика КОРТУНОВА, Мăн Этмен шкулĕ, 10 класс.
Октябрĕн 5-мĕшĕнче, Учитель кунĕ пулнă май, вĕренекенсем учитель вырăнĕнче пулса ачасене вĕрентме пултараççĕ тесе йышăнчĕç. Эпир те Людмила Кирилловапа 1-мĕш классене вĕрентме шут тытрăмăр.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче эпир 1-мĕш класс ертỹçи патне кайрăмăр, класра мĕн чухлĕ ача пулнине, вĕсен расписанине, урок темисене ыйтрăмăр. Класс ертỹçи пире пурне те ăнлантарчĕ, килте те çак темăсене темиçе хут пăхса тухрăмăр.
Тепĕр кунне эпир 1-мĕш класс ачисем патне кайрăмăр. Ку класра 11 хĕрачапа 4 арçын ача ăс пухать. Эпир тăватă урок вĕрентрĕмĕр. Пирвайхи урок вăхăтĕнче директорпа унăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ кĕчĕç, асăрхаттарусем çукчĕ. Ачасем пире итлесшĕн пулчĕç, анчах та çав вăхăтрах шавлама та пултарчĕç. Вĕсем пире вĕренме килĕшни тата тепĕр хут пирĕнпе ăс пухасшăн пулни çинчен каларĕç. Пире те вĕсене вĕрентме кăмăллă пулчĕ. Çавăн пекех эпир çак кун учительсене саламларăмăр.
Дарья ЖУРАВЛЕВА, Мăн Этмен шкулĕ, 8 класс.
Ноябрь 2024 |