ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тĕрлĕ çулсенче шăрçаланă сăвăсем
Петĕр Ялкире
Ман пултару - тăватă кустăрмаллă:
Ачалăх, юрă, шỹт тата поэзи.
Кунсем-çулсем иртсен хăйĕн ĕçне
Çапла хаклать поэтăмăр Ялкир.
Эп тишкеретĕп сăвă хыççăн сăвă,
Туятăп ытарайми тăван тавралăха,
Пĕр шухăшсăр савăк ачалăха…
Кашни йĕрки чĕнет пулма хастар,
Упра тет, тусăм, туслăха ялан.
Поэтăмăр мухтать ĕçченлĕхе,
Питлет вăл кахала та айвана.
Йĕркесĕре сивлет, ав, чунтанах,
Чĕнет мала хума чăвашлăха.
Çĕр пин юрă çĕршывĕнче сасси хастар -
Янрать çĕр-çĕр юрри мăнаçлăн, ав.
Хам сăввăмра мухтатăп ентеше,
Пуласчĕ Ялкир пек маттур ман пур ĕçре!
Евгений ХОХЛОВ.
Тайма пуç, Митта пичче
Вунçичĕ çул хĕн-хур, асап
Тỹссе ирттернĕ çын пирки
Паян эп хамăн сăввăмра
Каласшăн пĕр-икĕ сăмах.
Митта пичче, эп сан умра
Таятăп хамăн пуçăма,
Мĕн чухлĕ тỹсĕмлĕх, хăват
Пуçтарăннă-мĕн чунунта.
Çав Сармантейĕн самани
Сиктермен-мĕн кĕленче сăпкара.
Пурпĕрех эс сăмах хăватне ĕненсе
Йĕрке хыççăн йĕрке шăрçаланă пуç янă çĕрте.
Читлĕхри кайăк пек пурăнсан та
Юрлама пăрахман юрруна.
Сăввунта пĕрмаях эс мухтанă
Туслăха та тăванлăх вăйне.
Пăлхавлă чунунта тăван сăмах илемĕ
Янранă уççăн та хăватлăн.
Митта пичче, ман сан пекех
Ăша хывасчĕ сăмах хăвачĕн çимĕçне.
Митта пек пулар-и, туссем,
Савар-ха тăван чĕлхене.
Мухтар-и Чăваш çĕршывне,
Çырар-ха çĕн-çĕн сăвăсем.
Светлана СУДАКОВА.
Слак шывĕ
Слак шывĕ çав тери сипетлĕ.
Слак шывĕ тăрă, тап-таса.
Унта пур-тăр темле асамлăх.
Тен, çавăнпа вăл ик поэтлă.
Пĕри вăл - Кĕçтенттин пичче.
Кам пĕлмест-ши ун "Нарспине".
Тепри - Ухсай, поэзи лаççинче
Савса мухтанă хăй çĕрне.
Кунсем, çулсем иртсе пыраççĕ.
Слак пуçĕн шывĕ иксĕлми.
Паян та сăввисем янраççĕ.
Вĕсен ыр ĕçĕ манăçми.
Николай МИДУШКИН.
Ухсайла
Саватăп эпĕ Ухсайла
Тăван çĕре те чĕлхене,
Ем-ешĕл анлă улăхне,
Хура та аслă вăрманне.
Мухтатăп эпĕ Ухсайла
Сип-сивĕ, тарăн çăлкуçне,
Хура тăпран ыр хăватне,
Чысне яман чăваш ятне.
Туятăп эпĕ Ухсайла
Халăхăн ылтăн сăмахне,
Авалхи çепĕç кĕввине,
Асаттесен ыр пехилне.
Шанатăп эпĕ Ухсайла
Халăхăмăн пуласлăхне,
Тăван чĕлхен мăнаçлăхне,
Чăваш çĕршывĕн хăватне.
Сергей ФАДЕЕВ.
Тăван шкулăм, савнă шкулăм!
Икĕ ялăн хушшинче
Пысăк, капмар çурт ларать.
Пур ачана ирсерен
Хăйĕн патне йыхăрать.
Таврари пилĕк ялтан
Ăс пухаççĕ çак шкулта.
Çирĕп пĕлỹ илнĕрен
Çимĕçĕсем куçкĕрет.
Вĕрентекен, инженер,
Тухтăр, фермер, çар çынни.
Кам тухман-ши вĕренсе
Питĕркасси шкулĕнчен?
Пурте вĕсем тăрăшса,
Тĕллев патне ăнтăлса
Ăс туптанă кашни кун.
Паян акă эсĕ кур -
Пурте вĕсем пит маттур.
Хăйсен ырă ĕçĕпе
Савăнтараççĕ пире.
Пысăк çитĕнỹ туса,
Пирĕншĕн тĕслĕх пулса
Шав утаççĕ малалла.
Ача-пăча куллипе,
Йĕс шăнкăрав сассипе
Çĕр çул ĕнтĕ тăван шкул
Чĕнет пире кунран-кун.
Тăван шкулăм, савнă шкул,
ĕмĕрỹ сан пултăр вăрăм!
Куллен-кун эс аталан,
Ывăл-хĕрỹпе мухтан!
Диана МИХОПАРОВА.
Декабрь 2024 |