Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Манăн атте - чи лайăххи

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2021, 11:31 Просмотров: 511

Паянхи кăларăмра Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 2 Б класра вĕренекенĕсен пултарулăхĕпе паллаштаратпăр.

Вĕсен вĕрентекенĕ - Лилия Александровна МАТВЕЕВА.

 

Ашшĕ кунĕ тĕлне çырнă йĕркесем

 

Аттене Витя тесе чĕнеççĕ. Вăл пулă тытма юратать, яланах нумай пулă тытать. Атте пире шăллăмпа пулă тытма та, çĕр каçма та илсе каять. Унсăр пуçне вăл строительство ĕçне питĕ юратать. Вăл пире валли пысăк çурт туса лартнă. Манăн атте ĕçчен тата тасалăха юратать. Эпĕ хамăн аттене юрататăп, вăл пирĕн - чи лайăххи!

Демьян ЛАДАЙКИН.

Манăн атте Игорь ятлă. Вăл полицинче ĕçлет. Хăйĕн вăхăтне вăл ытларах службăра ирттерет. Пушă вăхăтра атте килте ĕçлет, эпĕ вара ăна пулăшатăп. Эпир пĕрле машина та юсатпăр. Вăл мана техника патне хăнăхтарать, ăна юсама вĕрентет. Вăхăта аттепе пĕрле ирттерме тата çĕннине пĕлме мана питĕ килĕшет.

Костя САТЛАЙКИН.

Манăн атте Николай Иванович Майоров ятлă. Вăл 43 çулта. Эпир Ишеккасси ялĕнче пурăнатпăр. Манăн атте - ăста строитель. Вăл Çурçĕре кирпĕчрен çуртсем купаланă çĕре ĕçлеме çỹрет. Кунсăр пуçне сварщик, платник ĕçне те пултарать. Унăн алли ăста, вăл тума пĕлмен ĕç çук. Çуллахи кунсенче пушă вăхăт пулсан эпир аттепе велосипедпа ярăнатпăр, хĕлле вара вăл мана çунашкапа ярăнтарать. Эпĕ хамăн аттене юрататăп, унпа мухтанатăп.

Инесса МАЙОРОВА.

Манăн атте Саша ятлă. Вăл 39 çулта. Атте - строитель. Вăл мана питĕ юратать. Яланах мана ăслă шухăшсем парать. Эпĕ хамăн аттене питĕ юрататăп.

Максим ШВЕШКЕЕВ.

Манăн атте Женя ятлă. Вăл - строитель. Эпĕ аттене çулла мунча тума пулăшрăм. Вăл мана урок тума пулăшать, тĕрлĕ сĕнỹсем парать. Манăн атте - чи лайăххи.

Катя СОЛДАТКИНА.

Манăн атте Саша ятлă. Эпĕ аттене юрататăп. Вăл - чи лайăх атте. Атте яланах пĕтĕмпех пĕлет тата мана уроксем тума пулăшать. Вăл район больницинче ĕçлет. Ман шутпа, ăна ĕçре хисеплеççĕ. Унăн пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Манăн атте машинăпа тата тракторпа çỹреме пĕлет. Çуллахи кунсенче çынсене утă тума пулăшать, çĕр сухаласа парать. Ăна ялта та хисеплеççĕ. Аттене эпĕ ырă кăмăлĕшĕн сума сăватăп тата хытă юрататăп.

Василиса КАТЮКОВА.

Манăн аттене Эдуард Олегович тесе чĕнеççĕ. Вăл 1975 çулта Серенкасси ялĕнче çуралнă. Вăл ялти шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ. Манăн атте Чăваш патшалăх университетĕнче икĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Халĕ атте 46 çулта. Эпир аттепе вăрманта уçăлса çỹреме юрататпăр. Вăрманта пире кăмпа пуçтарма килĕшет. Аттепе пĕрле килти чĕрчунсене те апатлантаратпăр. Вăл пулăшнипе эп хамах йытта, кушака çитеретĕп, кроликсемпе йăпанатăп. Ман атте ĕçчен, нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть. Аттене эпĕ чун-чĕререн юрататăп.

Анастасия ОРИНОВА.

Манăн атте Паша ятлă. Вăл - хитре, ĕçчен, ырă кăмăллă çын. Атте алăксем тăвакан заводра ĕçлет. Эпĕ аттене питĕ юрататăп. Вăл мана шкултан парса янă килти ĕçсене тума пулăшать, манпа футбол вылять. Манăн атте - чи лайăх çын.

Костя МАДЮШКИН.

Манăн та атте пур. Вăл Саша ятлă. Аттене эпĕ юрататăп. Вăл патвар, вăйлă, ĕçчен. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Атте яланах манпа юнашар пулма тăрăшать, кирлĕ канашсем парать, йывăр самантсенче пулăшать. Вăл Самарăна ĕçлеме çỹрет, унта тракторпа ĕçлет. Эпир туслă пурăнатпăр.

Оля ИВАНОВА.

 

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 8 класра вĕренекенсен пултарулăхĕ.

Вĕрентекенĕ - Вера Егоровна ИВАНОВА.

Манăн аттене Николай Александрович Ярабаев тесе чĕнеççĕ. Вăл 38 çулта. Атте хирургра тăрăшать, çынсене тĕрлĕ чиртен сыватать, нумай операци тăвать. Хальхи вăхăтра вара коронавируспа чирлекен çынсене сиплет. Çак ĕç питĕ йывăр, мĕншĕн тесен чирлекен çынсен йышĕ пысăк. Хĕрлĕ зонăра вуникшер сехет ниçта та тухмасăр ĕçлет. Вăл чирлесрен ятарлă тумтир тăхăнать. Манăн атте - чи ĕçченни. Эпĕ ăна питĕ юрататăп.

Софья ЯРАБАЕВА.

Манăн аттене Владимир Николаевич Судаков тесе чĕнеççĕ. Вăл Питĕркасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, туслă виçĕ ачаллă çемьере асли пулнă. Атте мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса çитĕннĕ. Атте ачаранах техникăпа интересленнĕ. Питĕркассинчи вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ хыççăн водителе вĕренсе тухнă. Унтан çĕршыв чиккинче пограничник службинче тăнă. Халĕ манăн атте Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсен участокĕнче водительте ĕçлет. Ăна ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Атте ашшĕ-амăшне яланах пулăшса тăрать. Пире, ачисене, тĕрĕс çул çине тăма вĕрентет, яланах пулăшать. Эпĕ аттене питĕ юрататăп, хисеплетĕп, унпа мухтанатăп.

Софья СУДАКОВА.

Манăн атте Владимир ятлă. Вăл 36 çулта. Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн строитель профессине алла илнĕ. Чĕрчунсемпе кăсăкланать вăл. Манăн атте питĕ савăнăçлă. Вăл яланах мана пулăшать, тĕрлĕ вăйăсем вылять. Аттепе йытăсене уçăлтарма çỹретпĕр, юрă итлеме кăмăллатпăр. Манăн атте - чи ырри те ĕçченни.

Кристина УЛЬЯНОВА.

Манăн атте - Анатолий Геннадьевич Волков. Вăл 40 çулта. Атте Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. Вăл ăслă, ырă кăмăллă, вăйлă çын. Пушă вăхăта эпир аттепе пĕрле ирттеретпĕр. Эпĕ аттене питĕ юрататăп, унпа мухтанатăп, ăна хисеплетĕп. Кира ВОЛКОВА. Эпĕ хамăн аттене питĕ юрататăп! Вăл маншăн чи хаклă çын. Ăна Евгений Анатольевич Лукин тесе чĕнеççĕ. Вăл - питĕ ĕçчен тата тăрăшуллă çын. Çемьене мĕн кирлипе тивĕçтерес тесе атте питĕ нумай тăрăшать. Манăн атте нумай ĕçлет, каçсерен çеç питĕ ывăнса çитнĕскер киле таврăнать. Анчах та ывăнсассăн та ман çинчен манмасть, шкулта кун мĕнле иртнине ыйтса интересленет. Эпĕ хамăн аттене питĕ юрататăп, мĕншĕн тесен вăл манăн атте, вăл мана яланах пулăшса тăрать.

Ксения ЛУКИНА.

Кашни çемьен тĕревĕ пур. Маншăн вăл - атте. Вăл Владимир ятлă. Ун хỹттине эпĕ яланах туятăп. Атте ап-папа мана мĕн пĕчĕкрен тĕрĕслĕхе вĕрентсе пырать. Ĕçе те вăлах хăнăхтарать. Апатне те тутлă пĕçерет вăл. Анне ерçмесен хаваспах плита умне тăрать: яшкине те, пăтă-нимĕрне те, икерчне те янтлать. Сад-пахчари ĕçсене пĕрле пурнăçлатпăр эпир. Уйрăмах çуллахи кунсенче ĕç вĕрет унта. Тĕрлĕ техникăпа аппаланма юратать вăл. Кирлĕ чухне велосипедне те юсаса парать. Мотоблокпа кайма та вăлах хăнăхтарчĕ. Кĕрхи-хĕллехи кунсенче эпĕ ăна сайра куратăп. Вăл е Мускава, е Сыктывкара стройкăна ĕçлеме çỹрет. Çỹллĕ те патвар çуртсем çĕклет вăл хăйĕн бригадипе. Ĕçĕ çăмăл мар, çавăнпа та эпĕ ăна шеллетĕп. Çемьешĕн тăрăшать вĕт-ха вăл.

Ксения ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1