Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Районти Культура çурчĕн юсавĕ малалла пырать

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2021, 10:53 Просмотров: 610

Районти Культура çурчĕ хĕрлĕчутайсен социаллă тата культура пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунта чылайăшĕ канма, теприсем сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене савăнтарма пултараççĕ. Пандемиччен халăх Культура çуртĕнче йĕркеленĕ мероприятисене курма туртăнни сисĕнетчĕ. Халĕ кунта культура мероприятийĕсем иртмеççĕ пулин те, ĕç шавĕ тăрать.

Куратпăр ĕнтĕ, кунта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Палăртмалла, иртнĕ çул Культура çурчĕн юсавĕ валли малтан 3,5 миллион тенкĕ уйăрнăччĕ, асăннă укçапа пластик чỹречесемпе алăксем вырнаçтарнăччĕ. Каярахпа уйăрнă тата 2,6 миллион тенкипе урай плиткисене улăштарнă тата туалет тунă. Ку ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи 118 № "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн республикăра Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине уявлама хатĕрленес тата уява ирттерес мероприятисен шайĕнче пурнăçланăччĕ. Кăçал вара август уйăхĕнче районти Культура çурчĕн капиталлă юсавĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Ăна валли 45 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Юсав ĕçĕсене "СКАТ21" ТЯО тата "ПРЕМИУМ СТРОЙ 21" ТЯО подряд организацийĕсем пурнăçлаççĕ. "Нумай енлĕ ĕçлекен культура центрĕ" АУ директорĕ Анастасия Картмасова пĕлтернĕ тăрăх, ăшă тытăмне улăштарса пĕтернĕ, Культура çурчĕн тăррине ăшă тытас ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра "ПРЕМИУМ СТРОЙ 21" ТЯО ĕçченĕсем парковка тăвассипе, брусчатка сарассипе ĕçлеççĕ, фасада плиткăсемпе илемлетес умĕн ăшă тытса хăварас ĕçсене те пуçăннă. "СКАТ21" ТЯО ĕçченĕсем вара шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ: штукатурка тăваççĕ, урай сараççĕ, вентиляци тата электричество тытăмĕсене çĕнетеççĕ. Çавăн пекех вĕсем Культура çуртне кĕмелли тĕп алăк умне брусчатка сарассипе тимлĕç.

Палăртмалла, район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров кунти юсав ĕçĕсене тимлĕхре тытать, тăтăшах вырăна çитет, подряд организацийĕсен представителĕсене ĕçсене пахалăхлă пурнăçламалли тата вăхăтра пĕтермелли пирки аса илтерсех тăрать. Юсав ĕçĕсене вара планпа икĕ подряд организацийĕн те декабрĕн 20-мĕшĕнче вĕçлемелле.

Çĕнелсе илемленнĕ культура вучахĕ малашне куракансене тата ытларах хăй патне туртасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2