ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ. Вĕрентекенĕ - Татьяна Васильевна Горбунова.
Анне - çывăх тус
Анне - вăл ачасен чи çывăх тусĕ. Мĕн пĕчĕкренпех вăл пире пăхса ỹстерет. Йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшать. Халĕ вара эпĕ кăшт хамăн анне çинчен каласа паратăп.
Манăн аннене Надежда тесе чĕнеççĕ. Вăл питĕ тутлă пĕçерет. Алă ĕçĕпе те питĕ ăста. Эпĕ аннепе мĕн пур ĕçе пĕрле тума тăрăшатăп. Йывăр вăхăтра пулăшатăп. Вăл та мана йывăр самантра тĕрĕс канашсем парать. Аннене эпĕ хамăн вăрттăнлăхсене каласа пама пултаратăп, вăл та мана каласа парать. Манăн çакăн пек маттур, илемлĕ, ăслă анне пурришĕн питĕ савăнатăп. Эпĕ аннене питĕ хытă юрататăп.
Çывхарса килекен Аннесен уявĕ ячĕпе пур аннене те саламлатăп.
Татьяна ПАДЮКОВА.
Ĕçчен те ырă кăмăллă анне
Манăн аннене Алина тесе чĕнеççĕ. Йышлă çемьере çуралнă вăл. Куçĕсем хăмăр, çỹçĕсем хуп-хура. Кăмăлĕ питĕ ырă. Уйрăмах мана аннен ырă кăмăлĕ, яланах тĕрĕссине каланине хаклани килĕшет. ĕçсĕр сулланса çỹрекенсене чăтма пултараймасть.
Анне пире аппапа иксĕмĕре ирхине вăратнă çĕре сĕтел çинче яланах вĕри апат пăсланса ларать.
Манăн анне ĕçчен, пĕтĕм ĕçе тăрăшса тăвать. "Ĕç çынна илем кỹрет", - тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Çавăнпа пулĕ пирĕн кил-çуртра тирпейлĕх хуçаланать. Эпир аппапа аннене пулăшма тăрăшатпăр. Пушă вăхăтра чăлха-нуски çыхатпăр. Пирĕн кил-хуçалăхра кроликсем чылай. Анне вĕсемпе çынпа калаçнă пек калаçать, хăтлăх туса пама тăрăшать.
Мана поэзи тĕнчи интереслентерет. Паллах, пĕрремĕш сăвва та аннене халалланă:
Кам-ха пире юратса,
Ачашласа, лăпкаса
Чун-чĕререн юратать.
Юратнă анне!
Чĕрере япăх пулсан,
Вăл килет те ачашлать,
Ăшă туйăм çуратать.
Юратнă анне!
Ирхине ирех тăрать,
Апатне лартса ярать.
Васкаса ĕне сăвать,
Кил-çуртра та пуçтарать.
Юратнă анне!
Луиза ИЛЮШКИНА.
Пуç таясчĕ яланах
Пире çуратса ỹстернĕ аннерен пахи никам та çук. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă çын умĕнче, пирĕн шутпа, яланах пуç таймалла. Çавăнпа та хамăр пурнăçри чи çывăх çыннăмăра пирĕн нихăçан та манса каяс çук.
Пирĕн аннене Валентина Алексеевна тесе чĕнеççĕ. Унăн ачалăхĕ Пантьăк ялĕнчи йышлă çемьере иртнĕ. Кукампа кукаç вĕсене пĕчĕклех ĕçлеме вĕрентнĕ. Халĕ те ырми-канми тăрăшса ĕçлет. Вăл пуринчен те малтан тăрать, виçĕ ĕне суса пире валли ирхи апат хатĕрлет, кил-çурта та тирпейлет, шкула ырă сунса кăларса ярать. Кунĕпе ĕçлет, канма та пĕлмест. Мĕнле ывăнмасть-ши вăл.
"Пирĕн анне ан ватăлтăрччĕ, ан чирлетĕрччĕ", - тесе шухăшлатпăр эпир. Апла пулсан, пирĕн ăна пулăшмалла, кỹрентермелле мар. Чи лайăх парне вăл - эпир тăрăшса вĕренни, Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулни!
Ирина тата Татьяна КУЗНЕЦОВСЕМ.
Телейлĕ çемьерен
Эпĕ 2005 çулта Шупашкар хулинче çуралнă. Паллах, çак телее анне, Марина Владимировна, парнеленĕ. Анне Мăн Этмен шкулне кĕрекен "Шăнкăрав" ача садĕнче воспитательте ĕçлет. Вăл килте выльăх-чĕрлĕхпе тата пахча çимĕçпе аппаланать.
Эпĕ икĕ çул тĕлне калаçма пуçларăм. Анне шкула кайичченех мана кашни кун тенĕ пекех сăвăсем вĕрентетчĕ. Асанне юмахсем каласа паратчĕ. Кайран эпĕ хам та каласа пама пуçларăм. Анне юрлама юратать. Ăна курса çемйипех юрлаттăмăр, ташлама та вĕренеттĕмĕр.
Манăн ачалăх питĕ савăнăçлă иртрĕ. Эпĕ - телейлĕ çемьерен. Аттепе анне мана питĕ юратаççĕ. Эпĕ те вĕсене юратат.п.
Настя ВАСИЛЬЕВА.
Пирĕншĕн чи хаклă çын
Анне - пирĕншĕн чи хаклă çын. Эпир ăна питĕ юрататпăр. Темшĕн мар, ахаль çеç, вăл пирĕн пурришĕн юрататпăр. Эпир хамăр аннене питĕ хаклатпăр. Унтан çывăх юлташ та пирĕн çук пулĕ. Ăна Алевтина Анатольевна тесе чĕнеççĕ. Вăл тĕнчери чи хитри, чи маттурри, чи шанчăкли. Манăн анне - питĕ ырă кăмăллă çын, ялти çынсемпе килĕштерсе пурăнать, пурте ăна хисеплеççĕ тата юратаççĕ. Йывăр вăхăтра вăл пире пулăшма, ырăран та ырă сăмахсемпе ăшăтма пĕлет. Анне пирĕншĕн мĕн çуралнăранпах тăрăшать, пире хăйĕн ырăлăхне, тăрăшăвне, ачашлăхне тата амăшĕн юратăвне парнелет.
Тата пирĕн хамăр кукамай çинчен çырса к.тартас килет. Вăл питĕ кăмăллă та ĕçчен хĕрарăм. Ăна Лидия Алексеевна Никифорова тесе чĕнеççĕ. Унăн çỹçĕ шап-шурă. Вăл 1943 çулта Пĕчĕк Этмен ялĕнчи Большовсен йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ. Ялти шкултан çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăн тăван колхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçленĕ. Кукам вунă ача çуратса ỹстернĕ. Вăл пирĕншĕн - чи ырă тĕслĕх. Кукамай ăслă пулнăшăн эпир питĕ мухтанатпăр!
Евгения тата Сергей НИКИФОРОВСЕМ.
Анне умĕнче эпир ĕмĕр парăмра
Пурин те, пирĕнни пек, анне пур. Кашни кун пире юратса хăйĕн сиплĕ сĕчĕпе тăрантарнă. Эпир чирленĕ чухне мĕн чухлĕ çывăрман каçсем пулнă пулĕ аннен. Вăл пире лăпка-лăпка çывратса янă, утьăкка сиктере-сиктере пысăк çын пулма çирĕп сывлăх суннă. Мĕн чухлĕ хитре кĕпе, тетте-пукане илсе пире хĕпĕртеттернĕ. Пысăк, вĕреннĕ çын пулма пире шкула янă. Çавăнпа та пирĕн унăн ĕмĕтне пурнăçламалла.
Пирĕн юратнă анне Зоя Петровна Прокопьева (Волкова) ятлă. Куçĕсем кăвак тĕслĕ, тỹпери çăлтăрсем пек çутатса тăраççĕ. Çỹçĕ хĕвел пек сарă. Эпир пурте сарă хĕр тетпĕр ăна юратса. Анне вахтăпа ĕçлеме çỹрет. Инçе çула тухса кайма çăмăл мар ăна, анчах та пирĕншĕн тăрăшать вăл.
Анне умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Кашни çыннăн амăшĕ ватăлать, çавăнпа та пирĕн вĕсене пире пĕчĕк чухне пăхнинчен те лайăхрах пăхмалла. Ырă сăмахсем калама манса каяс çук, çуралнă кун ячĕпе çеç мар, кашни уявпах саламламалла. Çавăн чухне çеç эпир те телейлĕ пулăпăр.
Екатерина тата Ваня ПРОКОПЬЕВСЕМ.
Ылтăнран та хаклă анне
Манăн аннене Инга Жижайкина тесе чĕнеççĕ. Вăл 1973 çулхи август уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пантьăк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемьере вăл тăваттăмĕш, чи кĕçĕнни. Ытти ачасем пекех вăл ача садне çỹреймен. Ялти шкултан вĕренсе тухсан тус-тантăшĕсемпе Шупашкар хулине çул тытнă. Тĕп хуламăрти 12-мĕш училищĕрен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать.
1995 çулта анне тăван яла таврăнать, тăван колхозра вунă çул тăрăшса ĕçлет. Колхозсем аркансан тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Пур çĕрте те хăйне ырă енчен çеç кăтартать.
Манăн анне - питĕ уçă кăмăллă, çĕр çинчи чи хитре хĕрарăм. Пире яланах ырă канашсем пама тăрăшать. Уйрăмах çулла аннепе çырлана, кĕркунне кăмпана кайма юрататпăр. Хĕлле вара вăрман кучченеçне çемьепе сĕтел хушшине ларса, шăкăл-шăкăл калаçса тутанатпăр. Çакă телей мар-и вара?
Анне маншăн ылтăнран та хаклăрах çын. Эпĕ ăна питĕ-питĕ юрататăп.
Анастасия ЖИЖАЙКИНА.
Ылтăн алăллă анне - маншăн тĕслĕх
Манăн анне Альбина Яковлевна Михеева ятлă. Вăл Ваçкаçырми ялĕнче 1968 çулхи сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Мăн Этменти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Саланчăкри вăрман хуçалăхне ĕçлеме вырнаçать. Юридици ĕçне питĕ килĕштернĕ. çавăнпа пулĕ аппасем, Маринăпа Аня, юридици ĕçне кăмăлланă. Тăрăшуллă хĕре районти халăх судĕнче машинистка ĕçне шанса параççĕ. Пĕр вăхăт тăван колхозра ĕçлет. Паянхи кун вара Етĕрне районĕн судĕнче тирпейлỹçĕре вăй хурать.
Манăн анне питĕ ĕçчен. Хăш вăхăтра çывăрать-ши вăл? Ирех тăрса вĕри апат лартса ярать, аттепе п.рле картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхаççĕ, тăрантараççĕ. Анне пире нихăçан та ăшăтса çитермест, яланах сĕтел çинче вĕри апат пăсланать.
Çуллахи вăхăтра тĕрлĕрен компот-варени, салат хатĕрлет.
Аннен алли туман ĕç çук пулĕ. Хĕллехи вăхăтра юрла-юрла çăм арлать, алсиш-нуски ачисемпе аттене çеç мар, мăнукĕсем валли те çыхса хатĕрлет. "Тĕрлессипе çыхасси - арçын ĕçĕ мар", - теççĕ. Манăн ку сăмахсемпе пĕрре те килĕшес килмест. Шăпах анне питĕ хитре тĕрленипе эпĕ те тĕрлеме, çыхма вĕрентĕм. Анне чечексене питĕ юратать. Вăл лартнă чечексем килтисене çеç мар, иртен-çỹрекенсене те шăнтичченех савăнтараççĕ.
Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп. Яланах ун çумĕнче пулма тăрăшатăп, кăшт та пулин унăн ĕçне çăмăллатасчĕ. Аннесем ĕмĕрлĕх мар, эпир анчах вĕсен кун-çулне тăсма пултаратпăр.
Владимир МИХЕЕВ.
Ноябрь 2024 |