Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Аннесем пирки ыр сăмахсем...

Категория: Общество Опубликовано: 15.11.2021, 14:59 Просмотров: 23454

Мишеркасси шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ - Светлана Валерьевна ХРАМОВА.

Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси - тăван чĕлхене вĕрентес ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенĕсем класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе пынин пĕлтерĕшĕ пысăк, ача яланах çĕннине, урокра вĕрентменнине пĕлме тăрăшать. Кашни ача мĕнпе те пулсан пултаруллă. Пĕри лайăх ташлать, тепри хитре юрлать… Тăван чĕлхепе литература кружокне çỹрекенсем вара сăвă калас, çырас ăсталăха аталантараççĕ.

С.В.ХРАМОВА, Мишеркасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

 

Юратнă анне

Юрататăп хамăн çемьене.

Ма тесен, вăл ман пĕрре.

Пурнăç панă-çке мана,

Пулăшнă ура çине тăма.

Хисеплетĕп аннене,

Тăрăшать вăл кунсерен.

Хисеплетĕп аттене,

Ĕç пуçлать вăл ирсерен.

Ман анне пек чиперри

Çук та пулĕ тĕнчере,

Епле çепĕç ун алли,

Илĕртĕллĕ ун кулли.

Мухтанатĕп çемьепе.

Юрататăп кашнине.

Хуçалантăр çемьере

Килĕшỹпе юрату!

Вадим ПРОХОРОВ, 8-мĕш класс.

ххх

Кам пире мĕн пĕчĕкрен

Юратса çитĕнтерет?

Кам пире мĕн пĕчĕкрен

Çын тăвасшăн кунсерен?

Вăл, паллах, пирĕн анне!

Ăна эпĕ юрататăп,

Хисеплетĕп, тав тăватăп.

Аннесен уявĕпе

Саламлатăп чĕререн.

Çирĕп сывлăх, юрату,

Пултăр пурнăç пыл та çу.

Виктория МАРТЫШКИНА, 6-мĕш класс.

 

Аннене

Ман анне - вĕрентекен.

Çук-çке ăна çитекен.

Ачасене вĕрентет,

Питĕ ăслă пулччăр тет.

Саламлатăп аннене!

Йышăнсам ман парнене.

Çирĕп пултăр сывлăху,

Нихçан ан пул эс салху.

Ульяна МАКАРОВА, 6-мĕш класс.

 

Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕсем - Светлана Васильевна МУРАЙКИНА, Светлана Владимировна ЛУКИНА, Марина Анатольевна МАКСИМОВА.

Ял-йышра вăл хисепре

Манăн аннене Ольга Анатольевна тесе чĕнеççĕ. Вăл почтальонра ĕçлет. Ял çыннисем патне хаçат-журнал, çĕнĕ хыпар илсе çитерет. Ял-йыш ăна хисеплет. Манăн анне çак çутă тĕнчере чи илемли, чи сăпайли, чи маттурри, чи хастарри, чи пултарулли. Унăн аллинче кунĕпе ĕç вĕрет, канма та пĕлмест. Эпĕ шкултан таврăнсан алăка яри уçса яратăп та: "Аннеçĕм, эпĕ килтĕм!" - тетĕп. Вăл вара мана хирĕç тухать те ăшшăн-ăшшăн ыталаса илет, чуп тăвать, тутлă апат çитерет. Çакă маншăн темĕнрен те хаклă. Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп.

Тавтапуç сана, аннеçĕм,

Парнеленĕшĕн кун-çул.

Ырă пурнăç эп сунатăп,

Пурăн эсĕ нумай çул.

Халĕ эпĕ пĕчĕк çеç-ха,

Ỹссе çитĕп ак часах,

Çулсерен ỹсĕмсем пулĕç,

Савăнăн эс чунтанах.

Дарина КИРИЛЛОВА, 3-мĕш класс.

ххх

Анне - пирĕн пурнăç, телей

Манăн аннене Анжела Юрьевна тесе чĕнеççĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ, кĕнеке вулама юратнă. Анне шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вĕренекенĕсем ăна питĕ юратаççĕ. Манăн анне - пур енлĕ пултаруллă çын, пур çĕре те ĕлкĕрет. Пире, виçĕ ачине, юратса пăхса ỹстерет.

Анне - пирĕн пурнăç, телей, ăнăçу! Эпĕ унпа чăннипех савăнма та, мăнаçланма та пултаратăп.

Константин ОСИПОВ, 3-мĕш класс.

ххх

Аннеçĕм, çав тери саватăп

Санăн кăвак куçусене,

Ĕçчен аллусене лăпкатăп,

Вĕсем пĕртте ахаль ларман.

Тĕксĕм-и, хĕвеллĕ-и çанталăк,

Аннеçĕмĕн пĕр пуш вăхăт та çук,

Кунсерен ĕçе васкать хавассăн,

Тутлă кукăль пĕçерет хăш чух.

Виктория ЛУКИНА, 8-мĕш класс.

ххх

Сив çил касса вĕрет-и хушăран,

Сар çулçăсем ура айне ỹкеççĕ.

Аннеçĕм, час-часах курма май çук сана,

Питĕ хытă тунсăхлап, вара

Хăвăрт çеç тытап телефона.

Дарья ЯКОВЛЕВА, 7-мĕш класс.

ххх

Çакă çумăрлă кунта

Эп çыратăп хам сăвва.

Хыт юратнă аннене

Пултăр сăвă ман парне.

Маншăн хыт пăшăрханать,

Чирлесессĕн сыватать.

Шкулта тăрăшса ĕçлет,

Ачасене вĕрентет.

Тутлă апат шăршипе

Вăранатăп ирхине.

Анне тунă икерчи

Çĕр çинче вăл чи тутли,

Çирĕп сывлăх унăн пултăр,

Яланах аннеçĕм култăр.

Саламлатăп чĕререн,

Пурăнтăр вăл пин çулччен.

Инна МАКСИМОВА, 4-мĕш класс.

ххх

Аннеçĕм...

Эп пин хут калатăп

Çак çепĕç, ăшă сăмаха.

Пĕр санпала кăна туятăп

Çанталăк панă ырлăха.

Санăн аллусене тытатăп

Чи ăшă, ырă кăмăлпа.

Сывлăхушăн савăнатăп,

Анне, ан ватăл, нихăçан.

Роман РОМАНОВ, 8-мĕш класс.

 

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ, вĕсен вмрентекенĕсем - Ирина Валериевна КАЛЕНОВА тата Марина Николаевна ВАСИЛЬЕВА.

Анне - чи юратнă çын

Манăн чи юратнă çын вăл - анне. Манăн анне Ирина ятлă. Вăл хăмăр куçлă, сарă çỹçлĕ.

Анне ирех вăранать, выльăх-чĕрлĕх пăхма тухать. Эпир вăраниччен кил-çурта тирпейлет. Манăн анне килти хăтлăхшăн çав тери тăрăшать. Вăл чечексем ỹстерме питĕ юратать. Пирĕн пỹртре тем тĕрлĕ чечек ỹсет.

Кашни кун анне пĕр канми ĕçлет. Эпир аппапа ăна пулăшма тăрăшатпăр: урай шăлатпăр, чашăк-тирĕк çăватпăр, кроликсене пăхатпăр. Вăл пире ĕçе юратма, ырă çын пулма вĕрентет.

Анне - манăн чи çывăх тус. Вăл мана яланах ăнланма тăрăшать, йывăр вăхăтра пулăшать. Анне мана вĕренỹре те пулăшать, хаклă сĕнỹсем парать. Эпĕ аннене питĕ юрататăп. Вăл маншăн чи хитри тата чи юратни.

Карина КОНСТАНТИНОВА, 3 Б класс.

 

Анне пек пуласчĕ

Манăн анне Надя ятлă. Вăл 40 çулта. Анне шкул хыççăн Канашри педагогика колледжĕнче вĕреннĕ, унтан университетра аслă пĕлỹ илнĕ. Вăл район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлет.

Манăн анне бисерпа тĕрлеме тата çыхма питĕ юратать, мана та вĕрентет.

Анне тутлă апат пĕçерет. Эпĕ те ăна яланах пулăшма тăрăшатăп, килте те тирпейлетĕп. Анне манăн вĕренỹпе интересленсех тăрать, вĕренни пурнăçра питĕ кирлĕ тет.

Эпĕ аннене питĕ юрататăп, мĕншĕн тесен вăл чи ырă кăмăллă, ăслă, хитре çын. Манăн та анне пек пулас килет. Эпĕ ăна мана çуратнăшăн, маншăн яланах тăрăшнăшăн тав тăватăп.

Ангелина МИДАКОВА, 3 Б класс.

 

Нумай çул пурăнтăр кукамайăм

Кĕçех Аннемĕр кунĕ çитет. Çак уявпа хамăн кукамая та саламлас килет. Манăн кукамай - Нина Евгеньевна Лентюкова. Вăл Туктамăш ялĕнче 1940 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Кукамай çур çулта чухне унăн ашшĕ вилет. Амăшĕ вара икĕ пĕчĕк тăлăха (Гена пиччĕшĕ икĕ çул аслăрах) вăрçăн йывăр çулĕсенче пĕчченех çитĕнтерет.

Хура-шурне нумай тỹснĕ кукамай. Ачаллах хĕвел тухиччен вăратса ĕçе пуçăнтарнă вĕсене, кантăр анине кураксенчен сыхланă, кайран ытти пахчари ĕçсене пурнăçланă. Çичĕ класс пĕтерсенех вунтăватă çулхи хĕрача фермăна ĕçлеме каять. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Туктамăшри фермăра вăй хурать. Малтанах пăрусем пăхнă, кайран - доярка, сысна пăхакан. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕшĕн вăл чылай Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ, социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи пулнă. Районти депутатсен йышне те суйланнă. Унăн сăнĕ районти Хисеп хăми çинче те çакăнса тăнă. 40 çул колхозра ĕçлесе "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.

Кукамай ял каччипех çемье çавăрнă, 57 çул пĕрле пурăннă хыççăн кукаçи пĕлтĕр çĕре кĕчĕ. Вĕсем иккĕшĕ тăватă ача çуратса ỹстернĕ, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кукамайпа кукаçин тăхăр мăнук, çичĕ кĕçĕн мăнук. Кукамай патне эпир час-часах каятпăр, ăна ĕçлесе пулăшатпăр. Ватă пулин те вăл пирĕнпе пахчара тăрмашать, икерчĕ-кукăль пĕçерсе çитерет. Кукамай пире пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарать. "Ĕçлесен çын вилмест. Шкулта та лайăх вĕренмелле, вĕренни хăвăршăн, хăвăра çăкăр çиме пулăшать", - ăс парать кукамай.

Эпĕ кукамая питĕ юрататăп, ăна нумай çул пурăнма сывлăх сунатăп.

Нелли ЧУБАЙКИНА, 6 Б класс.

 

Шулю шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ - Елена Ивановна ИНЖЕБЕЙКИНА.

Анне

Анне пире юратать,

Лăпка-лăпка ачашлать.

Ĕçлемешкĕн вĕрентет,

"Ĕçпе туслă пулăр", - тет.

Тăван çыннăм

Сывă-и, тăван кил-йышăм,

Сывă-и, тăван çыннăм!

Тăван çыннăм вăл - анне,

Юрататпăр ăна пурте.

Елисей ШУСЬКИН, 2-мĕш класс.

 

Анне

Аннен паян паллă кун.

Маншăн вăл чи кĕтнĕ кун.

Патăм эпĕ аннене

Хам тунă ĕçсене.

Аннене пулăшатăп

Манăн анне чи хитри,

Чи сăпайли, чи ĕçченни.

Ĕçлеме вăл юратать,

Ĕçлесен вăл ывăнать,

Çавăнпа та аннене

Пулăшатăп иртенпе.

Арсений КУДЮКОВ, 4-мĕш класс.

ххх

Эпĕ халĕ пĕчĕк-ха,

Вĕренетĕп çеç шкулта.

Эп пуласшăн пит ăста,

Пулăшмашкăн аннене.

Кирилл КУДЮКОВ, 2-мĕш класс.

 

Анне

Юрататăп аннене,

Уншăн тĕрлеп тĕррине.

Пултаруллă та ăста

Пулас килет манăн та.

Эпĕ анне пек

Манăн анне хĕвел пек,

Манăн анне уйăх пек,

Манăн анне çăлтăр пек,

Эпĕ вара анне пек.

Полина ИНЖЕБЕЙКИНА, 2-мĕш класс.

ххх

Аннене пулăшни

Эпир, Петюк, Марук

Тата пĕчĕк Кĕтерук,

Ир-ирех тăратпăр,

Шыв йăтса, урай çуса

Пулăшатпăр аннене.

Саламлатăп

Вăранаççĕ çăлтăрсем,

Куç уçаççĕ теттесем,

Саламлаççĕ юлташсем.

Саламлатăп аннене,

Ыр сунатăп ĕмĕрне.

Даяна ВОЛКОВА, 4-мĕш класс.

ххх

Юратнă анне!

Сана çывхарса килекен Аннесен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, савăнăç тата телей сунатăп.

Артур ВАЗЕЙКИН, 4-мĕш класс.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1