ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кун чухлĕ ĕне нăрри (майский жук) темиçе çул пулманччĕ. Вĕсем çанталăк ăшăтсанах пахчара та, вăрмансенче те сĕрлеççĕ, асăрхаман хушăра кил-çурта кĕрсе каяççĕ, каçсерен вара урама тухма та çук. Хамăр районтан инçе çула çỹрекенсем ĕне нăррисем уйрăмах Чулхулана, Владимира каякан трасса тăрăх питĕ нумаййине, хура пĕлĕт пекех пулнине, пĕлтерчĕç. Пирĕн редакцине те çав нăрăсем пирки шăнкăравсем сахал мар пулчĕç. Акă Ваçкаçырминче пурăнакан В.И.Порейкин çапла пĕлтерчĕ: "Çутă хăмăр тĕслĕ пысăк нăрă хурăн çулçисене çисе ячĕ, халĕ улмуççи йывăççисем çине куçрĕ. Мĕнле нăрă-ши вăл? Унпа мĕнле кĕрешмелле? Ку ыйту нумай çынна хумхантарать".
Хурав шыраса эпир Россельхознадзорăн республикăри уйрăмне ыйту патăмăр. Унтан пире вĕсем карантинлă объектсемпе кăна ĕçленине, хуравне урăх çĕрте шы-рамаллине пĕлтерчĕç.
Хурав кĕтсе çитереймесĕр ăна тĕрлĕ çăлкуçра шырама тиврĕ. Акă 2013 çулта Чăваш телевиденийĕпе республикăра хальхи пек лару-тăру пулнине кăтартнине, ун чухне уйрăмах етĕрнесем çав нăрăран аптăранине пĕлтĕмĕр. Россельхозцентрăн Чăваш Енри уйрăмĕн ỹсен-тăрана хỹтĕлекен пай начальникĕ Елена Соколова сăмахĕпе нăрăсем пурăнакан тĕп вырăн - вăрмансем, вĕсене имçамлама авиаци кирлĕ, анчах та ун айне ялсем лекеççĕ. Вăл кун пек ĕç тух-маннине пĕлтернĕ. Çав çул та специалистсем ĕне нăррисем тапăнасса пĕлсе тăнă. Анчах та, экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, çакна сирме май пулман. Паян та вĕсенчен хăтăлма çăмăл мар.
Кăçал та ĕне нăррисем улмуççи çулçисене кăшлани тĕл пулать. Вĕсен рационне çăка, юман, вĕрене тата тирек йывăççисем кĕреççĕ пулин те нăрăсем ыттисене те тиркеменни куçкĕрет. Специалистсем палăртнă тăрăх, нăрăсем йышланнине виçĕ çулта пĕр хутччен сăнама пулать. Çакă вĕсен пурнăç циклĕпе çыхăннă. Икĕ çул вăл çĕр ăшĕнче ỹсен-тăран тымаррипе апатланса пурăнать. Виççĕмĕш çулхине çĕр çине тухать, çăмарта хывать. Анчах та 12 çулта пĕрре ĕне нăррисем массăллă тапăнни тĕл пулать. Юлашки вăхăтра çак тапхăр пĕчĕкленнине куратпăр. Специалистсем çынсене чăтăмлăрах пулма çеç сĕнеççĕ. Ик-виç эрнерен нăрăсем çухаласса шантараççĕ. Анчах та нăрăсем хăйсем хыççăн çĕр ăшне пысăк "пуянлăх" - личинккисене - хурса хăвараççĕ. Вĕсем вара тыр-пул тухăçне палăрмаллах сиен кỹме пултараççĕ. Чăваш энциклопедине ĕненес пулсан республикăра ĕне нăррин пĕр тĕсĕ - хĕвеланăç нăрри - пурăнать. Массăллă вĕçев - майра, хăш чухне июльчченех вĕçеççĕ. Нăрăсем йывăç çулçипе тăранса пурăнаççĕ, ытларах хурăна килĕштереççĕ. Каç пулттипе çивĕчленеççĕ. Личинккисем ỹсен-тăрана пысăк сăтăр тăваççĕ, уйрăмах лăсăллисене. Нăррăн тулли аталанăвĕ 4-5 çулпа танлашать.
Çав хушăра çак нăрă камшăн хуйхă, камшăн савăнăç. Ачасем тата пулăçсем уншăн хĕпĕртеççĕ кăна. Пĕрремĕшĕсем унпа выляç-çĕ, иккĕмĕшĕсем пулă тытнă чух усă кураççĕ, кайран валли шăнтса та хураççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |