ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хальхи вăхăтра Пенси фончĕн районти уйрăмне тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем чылай пыраççĕ. Сăлтавĕ - икĕ е ытларах ачаллă хĕрарăмсен пенсийĕсене тепĕр хут шутласа параççĕ текен сас-хура çỹрени. Хĕрарăмсене тивĕçлĕ канăва тухнă чухне унччен те ачасемпе ларнă вăхăта кĕртсе панă, анчах та çулталăк çурă кăна. 2015 çулта çĕнĕ саккун тухнăранпа вара ачасене пăхнă ултă çула стажа кĕртме май пур. 2015 çултанпа çакă пенси виçине витĕм кỹме пуçланă - шăпах ун чухне пенсие балсемпе шутлама тытăннă. Ачасемпе ларнă вăхăтшăн та балсем шутласа панă.
РФ Пенси фончĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Алина Ежеева пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăмсен ача пăхнă вăхăтне шута илсе, чăнах та, пенсисене тепĕр хут шутласа пама пулать. Анчах та кунта çакă пĕлтерĕшлĕ: кашни хĕрарăмăн пенси виçи тĕр- лĕрен, çавăнпа та тепĕр хут шутласа пани пуриншĕн те усăллă пулмасан та пултарать.
Паллах, пенси уйрăмне пырса тепĕр хут шутлаттарса пăхма никама та чармаççĕ. Уйрăмах нумай ачаллисен тата паянхи кун пенси 10 пинрен сахал илекенсен пенсийĕ кăшт та пулин ỹсме пултарать.
Тĕслĕхрен, пилĕк ача çуратса ỹстернĕ пĕр хĕрарăмăн, малтанласа палăртнă тăрăх, çĕнĕрен шутланă хыççăн пенсийĕ 600 тенкĕ таран ỹсме пултарать. Çапах та тепĕр хут аса илтеретпĕр - çĕнĕрен шутласа панă хыççăн кашни çыннăн пенсийĕ хăйне евĕр ỹсме пултарать. Хăшĕсен, тен, 5-10 тенкĕ кăна ỹсĕ. Тата çакă та пĕлтерĕшлĕ - тивĕçлĕ канăва 2015 çул хыççăн тухнисен тепĕр хут шутлаттармалла мар - вĕсен пенсине çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн шутласа панă.
Пенсийĕсене çĕнĕрен шутлаттарса пăхас шухăшлисен Хĕрлĕ Чутай салинчи Нумай функциллĕ центра (район администрацийĕн çуртĕнче пĕрремĕш хутра вырнаçнă) каймалла, çумра паспорт пулмалла. НФЦ-ра вĕсене Пенси фончĕн районти уйрăмне черете çырăнтарĕç, унта хăçан каймаллине калакан талон парĕç. Черет çитсен Пенси фондне кайнă чух пенсионерăн хăйĕн паспортне тата ачисем çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсене илмелле. Ыттине кашнине уйрăммăн Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче ăнлантарса-шутласа парĕç.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |