ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кунран-кун уй-хирте ялхуçалăх техники хушăнсах пырать. Çуракине районти пур хуçалăх та тухнă, çитес вăхăтра ĕçсем вĕçленĕç.
Акă иртнĕ эрне вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров районти хăш-пĕр ялхуçалăх организацийĕсене çитсе вĕсен ĕçĕпе паллашнă. Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх, "СТК-21" тулли мар яваплă обществăра тăрăшакансен кăçал 300 гектар çинче çураки ĕçĕсене пурнăçламалла. Кунта майăн 19-мĕшĕ тĕлне ир пулакан пĕрчĕллĕ культурăсене 170 гектар çинче акнă. Унпа пĕрлех çурхи культурăсене акма 60 гектар çĕр хатĕрлеççĕ. Е.Ю.Тибогайкин хресченпе фермер хуçалăхĕ те çураки ĕçĕсемпе тимлет. Хальлĕхе вăл 70 гектар çинче çураки ĕçĕсене пурнăçланă. "Нива" ЯХПК-ра ир пулакан пĕрчĕллĕ культурăсене 400 ытла гектар çинче акса хăварнă.
Районĕпе илсен, майăн 21-мĕшĕ тĕлне лару-тăру çакăн пек: çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3095 гектар (76 :) акнă. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем иккĕмĕш çăкăра 8 гектар (63 :) çинче лартнă.
Çакна та палăртмалла, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, "Коминтерн" хуçалăх çураки ĕçĕсемпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен сферăра пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртет. Унăн пĕтĕмĕшле сумми 169 миллион тенкĕ-пе танлашать. Проекта 2017 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă. Çак кунсенче хуçалăхра унăн иккĕмĕш тапхăрне пуçăннă. Вăл сĕт сумалли блокăн строительствипе çыхăннă. Ăна валли 95 миллион тенкĕ кредит уйăрĕç. Строительство ĕçĕсене "Кугесьская" МСО" пурнăçлать. Хальлĕхе унта никĕс хываççĕ. Унсăр пуçне "Коминтерн" хуçалăх тата пăру вити çĕклеме палăртнă.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |