ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тунтикун тĕлне республикăра 230 пин тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Ку _ вырмалли анасен 30 проценчĕ кăна-ха. Çакăн пирки республика Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен планеркăра ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ. Планпа вара кăçал пỹлмесене 585 пин тонна тырă кĕртме палăртнă. Вырма ĕçĕсене пурĕ 295 пин гектар çинче пурнăçламалла. Вăтам тухăç аван - гектартан 28,5 центнер. Чăн та, çанталăка пула вырмана каярах тухнине кура чăрмавсем пур. Паян хресченĕн уяр кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курмалла. Тăрăшуллă ĕçлекен районсенчен тĕслĕх илмелле - Елчĕк райо- нĕнче тырра мĕнпур лаптăкăн 52,5 процент-не пухса кĕртнĕ. Унта техника çĕрĕпех, икĕ сехетченех, уйра ĕçлет. Çав вăхăтра Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Куславкка районĕсенче уйсен 20-25 процентне кăна пушатнă. Михаил Игнатьев хуçалăхсем пай çĕрĕсен шучĕпе халăха паракан-сутакан тырă хакĕн ыйтăвне çĕкленĕ: фуражлăх тырă хакĕ апат-çимĕçлĕхĕннипе тан пулмалла мар. Ку выльăх усракан ял çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Республикăри "Чувашхлебопродукт" акционерлă общество тата "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" хысна учрежденийĕ ялхуçалăх таварĕ туса илекенсенчен туянакан тырă хакĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех: 3-мĕш класлă тулă - тоннăшăн 8000-8500 тенкĕ, 4-мĕш класлă тулă - 6400-7000 тенкĕ, 5 класлă тулă - 5200-5500 тенкĕ; 1-2-мĕш класлă ыраш - тоннăшăн 6200 тенкĕ, 3-мĕш класлă ыраш - 5500 тенкĕ.
А.СЕМЕНОВА.
Сентябрь 2023 |