Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Уяр çанталăкпа туллин усă кураççĕ

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 25.08.2017, 10:18 Просмотров: 1298

Очередной день приносит новые вести с хлебных полей Красночетайского районаРайонти хуçалăхсем августăн 23-мĕшĕ тĕлне 1687 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, вăл шутра тулă 1294 гектар, пăрçа 72 гектар, урпа 321 гектар. 4329,50 тонна тĕшĕлесе илнĕ. Гектарти вăтам тухăç  25 центнер ытла. Уй-хирте 18 комбайн ĕçлет. Талăкра вĕсем 319 гектар тирпейлеççĕ. Пĕр хир карапĕ кунне 17 гектар ытла вырать.

"Коминтерн" ЯХПК-ра тĕштырра 562 гектар, "Нивăра" 279 гектар, "Свобода" колхозра 195 гектар, "Победа" тата "Сереб-ряные ключи" хуçалăхсенче 80-шар гектар, "Ак-козинское" ЯХПК-ра 70 гектар, Ю.Тибогайкинпа В.Самарин хресченпе фермер хуçалăхĕсенче 100 тата 200 гектар, Д.Кузнецов тата Н.Кряжин фермерсем 60 тата 25 гектар, В.Музяковпа В.Ни-китин фермерсем 10 тата 25 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Чи пысăк тухăç "Сво-бода" колхозра - гектартан 35 центнер - тухнă. Çавăн пекех Н.Кряжин фермерăн тухăç япăх мар _ 33 центнер, "Нива" тата "Коминтерн" хуçалăхсен - 30 тата 27 центнер. Паллах, тухăç мĕнле пуласси çанталăкран, специалистсем, механизаторсем тỹрĕ кăмăлпа вăй хунинчен кăна килмест. Вăхăтра акни, культурăна сăтăрçăсемпе чир-чĕртен сыхлани, удобренипе апатлантарни те тухăçа ỹстерме май панă.

Сăмахран, "Свобода" колхоз пĕрчĕллĕ культурăсене 195 гектар вырса тирпейленĕ, 682 тонна тырă тĕшĕлесе илнĕ. Иван Буринпа Леонид Давыдов комбайнерсене Виталий Буринпа Юрий Давыдов пулăшаççĕ. Сергей Никитин водитель груз турттармалли машинăпа комбайн çинчен пушатнă тырра механизациленĕ йĕтем çине леçет. В.Самарин фермерăн 600 гектар йышăнакан тырпул лаптăкне виçĕ комбайн выраççĕ. Юнкун тĕлне ку хуçалăхра пĕр- чĕллĕ культурăсене 200 ытла гектар çинче çулнă, 400 тонна тырă тĕшĕлĕнĕ. Ĕç çыннисем тыр-пула пахалăхлă кĕртес тĕл-левпе тăрăшса, яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Пур çĕрте те вырма ĕçĕсене аван йĕркеленĕ. Кун пек пулсан çăкăра кĕске хушăра тата тăкаксăр пуçтарас шанчăк пысăк.

А.ЗАМУТКИНА

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5