Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Сĕт тата аш-какай илесси ỹсрĕ

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 11.10.2017, 08:11 Просмотров: 913

2017 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти пур йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 7698 пуçпа танлашнă (вăл шутра 4122 ĕне), сыснасем - 3183 пуç, сурăхсемпе качакасем - 2267 пуç. Çав шутранах 2297 пуç выльăх (унтан 801-шĕ ĕне тата 2820 сысна) ялхуçалăх предприятийĕсен шутланать.

Районти пур йышши хуçалăхсем пĕтĕмпе 16612 тонна (103,3 процент) сĕт суса илнĕ, унтан 3765,10 тонна (107,8 процент) сĕте ялхуçалăх предприятийĕсенче сунă. Сумалли ĕнесен йышĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăштах чакнă пулин те сăвăм 53 тонна таран ỹснине палăртмалла. Пĕр ĕне пуçне суса илесси те иртнĕ çулхи шайран пысăкрах - 443 килограмм, районĕпе вара вăтамран 4563 килогрампа танлашнă.

Сĕт производствипе "Коминтерн" ЯХПК малта пырать. Ку хуçалăхра 2503,7 тонна (районти хуçалăхсем туса илнĕ пĕтĕм сĕтĕн 66,4 проценчĕ) сĕт илнĕ. Пĕр фуражлă ĕне пуçне асăннă хуçалăхра 5442 килограмм сĕт сунă. "Нива" хуçалăхра та кăтартусем лайăх - 724,9 тонна (район тỹпинче - 19 процент), кашни ĕне пуçне 3624 килограмм сунă. Çак кăтартусенчен "Свобода" колхоз та юлмасть. Кунта пĕтĕмпе 445,9 тонна (район тỹпинче - 11,8 процент), кашни ĕне пуçне 4459 килограмм сунă.

Унсăр пуçне кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче хуçалăхсем аш-какай туса илессипе те лайăх ĕçленĕ. Пур йышши хуçалăхсенче пĕтĕмпе 1494,17 тонна е иртнĕ çулхипе танлаштарсан 104 процент аш туса илнĕ. Вăл шутра ялхуçалăх предприятийĕсенче 658 тонна (108,7 процент) аш илнĕ. Аш-какай производствипе те "Коминтерн" хуçалăха çитекен çук. Атнарсем пĕтĕмпе 559,1 тонна аш (район тỹпинче 85 процент) чĕрĕ виçепе туса илнĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕхĕн ỹт хушаслăхĕ вăтамран 801 грампа танлашнă, 2016 çулта ку кăтарту 769 грамм пулнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ỹт хушаслăхĕ 32 грамм ỹснĕ. Пĕтĕмпе 787 пăру (100 ĕне пуçне 71 пуç) илнĕ, иртнĕ çулхи кăтартуран икĕ пуç сахалрах. Çавăн пекех 3632 сысна çури хушăннă.

Районти хресченпе фермер хуçа-лăхĕсенче октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 191 пуç пулнă, вăл шутра 95 ĕне, 146 сурăхпа качака. Фермерсем тăхăр уйăхра пĕтĕмпе 13,17 тонна аш чĕрĕ виçепе, 283,87 тонна сĕт туса илнĕ.

Ялхуçалăх предприятийĕсем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4742 гектар лаптăкран пухса кĕртрĕç. 12415 тонна тĕштырă тĕшĕлесе илчĕç, вăтам тухăç гектар пуçне 26,18 центнерпа танлашрĕ. Вырма ĕçĕсем пур хуçалăхра та вĕçленнĕ ĕнтĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" кăçал 11 гектар йышăнчĕ. Çав лаптăкран 181 тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕç пĕр гектартан 25 тонна пуçтарнă. Хăмла лаптăкĕ 6 гектар пулнă, гектар пуçне 3,3 центнер хăмла пухса илнĕ. 2018 çулхи тыр-пул валли кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 1270 гектар çинче акса хăварнă, çакă палăртса хунин 57 проценчĕ.

Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 2936 тонна утă (122 процент), 6954 тонна сенаж (123 процент), 5242 тонна силос (79 процент) хатĕрленĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне 21,8 центнер апат единици янтланă. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Владимир ХРАМОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5