Объявления

 ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

        ОКНА, ДВЕРИ, МЕБЕЛЬ НА ЗАКАЗ,     

   ПОТОЛКИ, ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА

Тел. 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17 (16+).

Приглашаем милых дам 

  на наращивание, покрытие, укрепление ногтей (800 рублей).

Возможно выезд на дом.

Тел.: 8 987 122 55 25. (16+)

 

                                    

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Юлашки гектарсем, кукуруз уйĕ пушанать

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 20.10.2017, 09:08 Просмотров: 1051

Октябрь уйăхĕн виççĕмĕш эрни пырать. Ку вăхăт тĕлне чылай хуçалăхра уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ, анчах выльăх йышлă усракан хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать-ха. "Коминтерн" ЯХПК-ра, акă, кукуруз пуçтарас енĕпе пĕтĕм вăя хураççĕ, ĕçе хăвăртлатас тесе вунна яхăн ялхуçалăх техникине явăçтарнă, ĕç-хĕле кал-кал йĕркеленĕ. Кăçал çанталăк çумăрлă тăнине кура çỹллĕ çитĕнекен культурăна ỹсме çăмăлах пулман. Хăш-пĕр уйĕсем айлăмрах вырăнсенче пулнăран кукуруз калчисем шыв çинче ларса путланнă. Тепĕр çĕрте кăштах çитĕннĕ, анчах пуçĕсем пулса çитеймен...

Халĕ, ав, сыхланса юлнă 207 гектар лаптăкри паха культурăна икĕ комбайнпа пуçтараççĕ. Кĕçнерникун тĕлне 185 гектар çинчи кукурузăна выльăх апачĕ валли тирпейленĕ те ĕнтĕ, ĕçсем малалла пыраççĕ. Илья Пономарев тата Лев Кашкиров комбайнерсем çак эрнере Атнар çывăхĕнчи "уй-хир патшине" юлашки лаптăксенчен пухса илеççĕ. Александр Никифоров, Валерий Плисов, Александр Михопаров, Андрей Андреев трактористсем тата Олег Федоров, Дмитрий Куропаткин, Геннадий Наумов, Геннадий Игушкин водительсем комбайн çулса тата вĕтетсе паракан симĕс курăка пĕрин хыççăн тепри силос тĕми патне турттараççĕ. Вĕсем килсе тăкнă ешĕл массăна Алексей Туйманкин тата Николай Виссарионов бульдозерпа таптаса пусăрăнтараççĕ.

"Коминтерн" хуçалăх кукуруз ỹстерсе илессипе темиçе çул ĕçлет ĕнтĕ. Кукуруз выльăхсемшĕн паха, тутлăхлă, витаминсемпе пуян культура пулнине шутра тытса кашни çул ăна 200 ытла гектар лартать. Паллах, хуçалăх ытти йышши выльăх апачĕсене те тимлĕх уйăрать, утă-улăм çителĕклĕ янтланисĕр пуçне кашни çулах плана ирттерсе сĕтеклĕ йышши апат хывса хăварма тăрăшать. Октябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне кунта пĕр условнăй выльăх пуçне 23,79 центнер апат единици хатĕрленĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4