ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ДРОВА колотые:
дуб, береза, липа.
Доставка.
Тел.: 8 965 687 75 57
8 908 307 01 21
(16+)
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пурнăç улшăнсах пырать пулин те ял çыннин çăмăл мар ĕç-хĕлĕ пĕлтерĕшне çухатмасть. Ĕçпе пиçĕхекен, апат-çимĕçпе тăрантаракан хресчен яланхи пекех çĕршывăн тĕп шанчăкĕ пулса тăрать. Пирĕн район, тĕпрен илсен, ялхуçалăх районĕ. Вăл мĕнле аталаннинчен, хуçалăх ертỹçисем, агрономсем, выльăх пăхакансем, механизаторсем, фермерсем тата ытти ĕçченсем куллен мĕнле ĕçленинчен районăн, кашни çемьен ăнăçлăхĕ килет. Иртнĕ эрнекун районти агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансем хăйсен професси уявне анлă паллă турĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе ял тă-рăхĕсем хăйсем кăçал çитĕнтерсе илнĕ, хатĕрленĕ тĕрлĕ те пуян продукципе, апат-çимĕçпе ятарлă куравра паллаштарчĕç.
Ял ĕçченĕсене саламлама, тăрăшулăхпа палăрнисене чыслама района сумлă делегаци килсе çитрĕ. Ун йышĕнче - ЧР физкультура тата спорт министрĕн çумĕ Игорь Головин, ЧР ялхуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх пайĕн начальникĕ Светлана Мясникова, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, "Чавал" ентешлĕх председателĕ Александр Самылкин, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Семенов, "СТК 21" ТЯО-н генеральнăй директорĕ Александр Бечин тата ыттисем.
Район пуçлăхĕ Александр Степанов, çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ял ĕçченĕсене, апат-çимĕç туса илекенсене професси уявĕпе саламланă май кăçалхи çул район 10 пин ытла тонна тыр-пул туса илнине, кун пек тупăш 2011 çулта кăна пулнине палăртрĕç. Лайăх кăтартусем тунăшăн ялхуçалăх ĕçченĕсене тав турĕç.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май ялхуçалăхĕ район экономикин пĕлтерĕшлĕ секторĕ пулнине, ялхуçалăх продукцине туса илесси ỹснине (103 процент) палăртрĕ:
- Паянхи куна район территорийĕнче 7 ялхуçалăх предприятийĕ, 19 хресченпе фермер хуçалăхĕ тата 10111 уйрăм хушма хуçалăх шутланать. Вĕсен ĕçĕ тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе çыхăннă. Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче ялхуçалăх предприятийĕсем хăйсен продукцине 146 миллион тенкĕлĕх (117 процент) сутнă. Сутнă продукцин хăйхаклăхĕ 116 миллион тенкĕпе танлашнă, 29 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Таса тупăш вара 28 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 115 процент. Ялхуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанса пыма çăмăлах мар. Кăçал, акă, аграри секторĕ федераллă бюджетран 11 миллион тенке, республика бюджетĕнчен 3 миллион тенке тивĕçнĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçине илес пулсан вăл кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче 17584 тенкĕпе танлашнă, республикăри вăтам ĕç укçи - 16597 тенкĕ.
Çав хушăрах "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕç çыннисен уйăхри вăтам ĕç укçи республикăри кăтартуран та пысăкрах, вăл 22879 тенкĕ пе танлашать, "Свобода" колхозра вара вăтам шалу 18 пин тенкĕрен ытларах.
Çавăн пекех районти ялхуçалăх предприятийĕсенче 70 миллион тенкĕлĕх инвестици проекчĕсем пурнăçланнă. Çав укçа-тенке выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене тума, юсама, машинăпа трактор паркне çĕнетме усă курнă. Сăмахран, "Коминтерн" ЯХПК-ра 600 пуç ĕне валли 55 миллион тенкĕлĕх ферма, 1,5 миллион тенкĕлĕх санпропускник тунă. "Нива" хуçалăхра вара 130 пуç валли пăру вити тунă, хăйсенне 5,5 миллион тенкĕ хывнă.
Ялхуçалăх ĕçченĕсене халалланă уяв ĕçре тăрăшуллисене чысланипе малалла тăсăлчĕ.
ЧР Ялхуçалăх министерствин финанс тата кредит политикин пайĕн районти тĕп эксперт специалисчĕ Лариса Куропаткина Раççей Ялхуçалăх министерствин Тав сăмахне, "Коминтерн" ЯХПК-н ветеринари фельдшерĕ Наталья Ивантаева тата "Янтарь" ТЯО тĕп бухгалтерĕ Зоя Чумакова ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине, "Свобода" колхоз ертỹçи Валериан Бромбин тата "Нива" ЯХПК ертỹçи Владимир Мурайкин ЧР Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин Хисеп грамотине, "Красночетайский мед" кооператив ертỹçи Светлана Ильина, Алексей Ермаков фермер, Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Николай Петров "Единая Россия" партин Тав çырăвне, район администрацийĕн финанс пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ольга Вахтерова Чăваш Республикин муниципаллă тытăмсен Канашĕн Хисеп грамотине, район пуçлăхĕн Тав сăмахне "Свобода" колхозри ĕнесене машинăпа сăвакан оператор Надежда Иванова, выльăх пăхакан Венера Бурина, Леонид Давыдов комбайнер тата районти ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнисем тивĕçрĕç. Уяв программи савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Октябрь 2024 |