ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ял ĕçченĕн уявĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе яланхи пекех ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисене наградăсемпе чысларĕç. Кăçалхи уявра чи пысăк наградăна тивĕçекенни район администрацийĕнче вăй хуракан Лариса Куропаткина пулчĕ. Лариса Гурьевна АПК тытăмĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министерствин Тав сăмахне тивĕçрĕ. Сумлă наградăна ăна Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕсен пай начальникĕ Светлана Мясникова парса чысларĕ.
Калас пулать, Лариса Гурьевна хăй те ЧР ялхуçалăх министерствин финанс тата кредит политикин пайĕн пирĕн районпа (2015 çултанпа Çĕмĕрле районĕпе те) ĕçлекен тĕп эксперт специалисчĕ шутланать. Çак ĕçре вăл 2006 çултанпа тăрăшать. Шăпах çавăн чухне патшалăх ялхуçалăх предприятийĕсене, ял ĕçченне ялхуçалăхне аталантарма пулăшас, тĕрев парас тĕллевпе "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çăмăллăхлă кредитсем, субсидисем пама пуçларĕ. Сăмах май, унтанпа районти ултă пине яхăн уйрăм хушма хуçалăх (60,3 процент) çăмăллăхлă кредитсемпе 920 миллион ытла тенкĕлĕх усă курнă. Çав укçа-тенкĕпе витесем çĕнĕрен тунă, юсанă, выльăх-чĕрлĕх е ялхуçалăх техники туяннă.
Çак цифрăсене мĕншĕн илсе кăтартатăп-ха? Патшалăх пулăшăвĕпе ялхуçалăх предприятийĕсене, хресченпе фермер хуçалăхĕсене, ял ĕçченне тивĕçтерессипе тимлет те Лариса Гурьевна, кашни документ унăн алли витĕр тухать. Пысăк яваплăх ыйтакан ĕçре çивĕч куç та, лайăх ăс-тăн та кирлĕ. Анат Чутайра çуралнă, халĕ çемйипе Урикассинче пурăнакан Лариса Куропаткина Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнчен 1991 çулта экономиста вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист икĕ çул "Четайское" ЯХПК-ра бухгалтерта ĕçленĕ, унтан "Коминтерн" ЯХПК-на куçнă. Кунта вăл экономистра, бухгалтерта 10 çул ĕçленĕ. 2003-2005 çулсенче район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнче ертсе пыракан специалистра тăрăшнă.
2006 çултанпа паянхи должноçре вăй хурать. Районти хуçалăхсем тивĕçмелли субсиди докуменчĕсене тĕрĕслет, унсăр пуçне кашни кварталта ялхуçалăх предприятийĕсен тата кооперативсен балансĕсене йышăнать. Патшалăх грантне тивĕçнĕ фермерсем те çулталăк вĕçĕнче ăна отчет параççĕ.
Çемйи пирки калас пулсан пултаруллă Чутай хĕрĕ Урикассинчи Анатолий Куропаткинпа мăшăрланса икĕ ача çуратса ура çине тăратнă. Аслă ывăлĕ Дима авланнă, мăшăрĕпе икĕ хĕр ỹстереççĕ. Хĕрĕ Аня Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренет. Асаннепе асатте пулма ĕлкĕрнĕ Ларисăпа Анатолий мал ĕмĕтсемпе пурăнаççĕ, кашниех ялхуçалăхне аталантарассине тỹпе хываççĕ. Ĕçри тăрăшулăхне кура Лариса Гурьевна чылай наградăна, сăмахран, 2009 çулта ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине, тивĕçнĕ. Хальхи Тав сăмахĕ вĕсен йышĕнче чи хакли.
А.ЗАМУТКИНА.
Декабрь 2024 |