ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче "Коминтерн" ЯХПК-ра çĕнĕ ĕне ферми уçăлнă. 600 ĕне вырнаçакан фермăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов тата ытти хăнасем хутшăннă.
Кăçал районти ялхуçалăх предприятийĕсем темиçе инвестици проектне те, пурĕ 70 миллион тенкĕлĕх, пурнăçа кĕртессипе ĕçленĕ, вĕсенчен пĕри шăпах "Коминтерн" хуçалăхăн Трапайри сĕтпе тавар комплексĕ çывăхĕнче çĕкленнĕ çĕнĕ ферма. Фермăна уçнă май хуçалăх ертỹçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ Альбина Новикова çапла каланă: "Фермăна кăçалхи май уйăхĕнче тума пуçларăмăр. Анчах та инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе эпир иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчех тимлеме тытăнтăмăр. Чăваш Енри, Владимир, Чулхула облаçĕсенчи малта пыракан хуçалăхсенче сĕт туса илессипе мĕнле ĕçленине тишкертĕмĕр, ĕçтешсен опытне хакларăмăр. Вара хамăр патра та çĕнĕ ферма çĕклеме шутларăмăр. Çĕнĕ ферма çур çул хушшинче çĕк- ленчĕ, ăна тума пурĕ 58 миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Ку ĕне ферми - проектăн пĕрремĕш тапхăрĕ кăна. Çитес çул эпир çакăн евĕр тепĕр ферма тăвасшăн, вăл та 600 пуç ĕне валли пулĕ. Комплексри икĕ фермăна ĕне сумалли зал пĕрлештерсе тăрĕ. Çак залăн тĕп çĕнĕлĕхĕ - ĕне сумалли "Карусель" хатĕр, ун пекки хальлĕхе республикăри пĕр хуçалăхра та çук".
Альбина Борисовна çавăн пекех фермăна çĕклеме пулăшнă "МСО "Кугесьская" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсене тав тунă, Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысланă. Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн хăнасем çĕнĕ фермăна кĕрсе курнă. Анлă та çутă фермăра пĕрремĕш пушмак пăрусем валли вырăн тупăннă та ĕнтĕ. Трапайри сĕтпе тавар комплексĕн з-ведующийĕ Андрей Данилов пĕлтернĕ тăрăх, кунта кăçал пушмак пăрусепе пăрулас умĕнхи ĕнесене усрĕç. Çитес çул сăвакан ĕнесене усрама пуçлĕç. Хуçалăхра çавăн пекех ăратлă тынасем туянма та палăртаççĕ.
Район администрацийĕн сайтĕнчен.
Декабрь 2024 |