Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çулталăка лайăх кăтартупа вĕçленĕ

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 22.11.2017, 09:13 Просмотров: 750

Чĕпĕсене кĕркуннепе шутлаççĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Çĕр ĕçченĕ те хăйĕн тухăçĕ çине кĕрхи кун пăхса савăнать. Тухăç туса илессишĕн унăн мĕн юр ỹкиччен çĕр çинче ырми-канми ĕçлеме тивет. Кăçал уйрăмах йывăр пулчĕ ăна. Çуллахи кунсем çумăрлă пулни ĕçсене вăхăтра пуçăнма памарĕ. Йĕпе-сапа темиçе хутчен те ура хучĕ пулин те çĕр ĕçченĕ пуçа усмарĕ. Вăл кашни хĕвеллĕ кунпа усă курса вăй-халне шеллемесĕр кĕлете тултарма тăрăшрĕ. Çĕрпе пĕлсе ĕçлени вара лайăх тухăç илме пулăшрĕ. Çулталăка лайăх кăтартупа вĕçленисем Ялхуçалăх ĕçченĕсен тата тирпейлекен промышленноçре тăрăшакансен кунĕнче ырă сăмаха тивĕçрĕç. Çак кун Шупашкарта иртнĕ мероприятин савăнăçлă пайĕнче производствăра малта пыракансене тĕрлĕ наградăсем парса чысланă. Территорире 15000 ытла çын пурăнакан муниципаллă районсем хушшинче иртнĕ ялхуçалăхĕн экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе производствăра тухăçлă ĕçленĕшĕн тата лайăх кăтартусем тунăшăн Хĕрлĕ Чутай районĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак ятпа Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхне Александр Башкирова Диплом парса чысланă.

Владимир ХРАМОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ:

- Кăçалхи йĕпе-сапаллă çанталăка пула тухăç япăхрах пулать тесе пăшăрхантăмăр. Апла пулин те районти аграрисем кашни ырă кунпа усă курма тăрăшрĕç, çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç. Çакă муниципаллă районсем хушшинче иртнĕ ялхуçалăхĕн экономика ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пулăшрĕ. Кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕпе районти ялхуçалăх предприятийĕсем хăйсен продукцине 146 миллион тенкĕлĕх (114 процент) сутнă. Сутнă продукцин хăйхаклăхĕ 116 миллион тенкĕпе танлашнă, 29 миллион тупăш илнĕ. Таса тупăш 28 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 115 процент. Пур категорири хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ гектар пуçне 26,1 центнерпа танлашнă (114 процент). Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 100 гектар çĕр пуçне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илнĕ производство калăпăшĕ 39 тонна (113 процент). Хуçалăхсенчи çĕрулми тухăçĕ гектар пуçне 187 центнерпа (102 процент), производство калăпăшĕ 100 гектар пуçне 36 тоннăпа (103 процент) танлашнă. Пахча çимĕç тухăçĕ - гектар пуçне 185 центнер (104 процент). Сĕт производствин калăпăшĕ (100 гектар пуçне) пур категорири хуçалăхсенче 52 тоннăпа (103,3 процент), аш-какай туса илесси 47 тоннăпа (104,6 процент) танлашнă.

Анна ВАСЮКОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5