Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Паха сĕтĕн хакĕ те тивĕçлĕ пулмалла

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 22.11.2017, 09:17 Просмотров: 817

Халăхра пухакан сĕт хакĕ ял ĕçченне час-часах калаçтарать. Паллах, харпăр хăй туса илнĕ чĕртавара никамăн та йỹнĕпе сутас килмест. Çак уйăхра хак хăпарнипе - пĕр литр сĕт 20 тенкĕне çитнипе - ял çыннин кăштах кăмăлĕ те çĕкленчĕ темелле. Анчах та ку лайăх пулăм вăхăтлăха кăна пулчĕ. Ĕнертен пĕр литр сĕте каллех 19 тенкĕпе пама пуçларăмăр. Çитес вăхăтра тата пĕр тенкĕ йỹнелет текен сас-хура та çỹрет.

ЧР Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра (ноябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне пухнă сведенисемпе) халăхран сĕте вăтамран 19,6 тенкĕпе пухнă.

Районсем тăрăх тиш-керсен, хаксем тĕрлĕрен йĕркеленнĕ: чи пĕчĕк хак - Улатăрта (17-18 тенкĕ), чи пысăкки - Элĕк, Çĕрпỹ тата Шупашкар районĕсенче (20-22 тенкĕ). Пирĕн районта тата Йĕпреç, Етĕрне районĕсенче хаксем пĕр пек йĕркеленнĕ. Шел те, паянхи куна халăхран пухакан сĕт хакне йĕркелесе тăрассине пирĕн çĕршывра саккунпа çирĕплетмен. Çавăнпа хаксем рынокри суту-илỹ хутшăнăвĕсене кура йĕркеленсе пыраççĕ. Сĕт хакĕ ỹсесси çулталăк тапхăрĕнчен килет. Çулсеренех кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта хаксем ỹсеççĕ, ĕнесем пăрулама пуçласан, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта чакаççĕ.

Специалистсем палăртнă тăрăх, çулталăк тапхăрĕсĕр пуçне усламçăсем сĕте мĕнле хакпа пухасси сĕт пахалăхĕнчен (çу, белок, çăралăх тата ытти) те килет. ЧР патшалăх ветеринари службин кăтартăвĕсемпе муниципаллă районсенче пурăнакансенчен пухнă сĕт пахалăхĕн анализне тунă май, пробăсен 15-20 проценчĕ "Сĕт тата сĕт-турăх продукчĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен" Таможня Канашĕн Техника регламенчĕпе килĕшсе тăмасть. Сĕт пахалăхне чакаракан тĕп сăлтав - сĕте шывпа хутăштарни, çавăн пекех çу тата çăралăх кăтартăвĕсем нормăран пĕчĕк пулни. Сĕт анализне тăтăшах тĕрĕслесе тăракан ялсенче вара сĕт пахалăхĕ самай лайăхрах иккен. Çакă усламçăсемпе уйрăм хушма хуçалăх тытакансем пĕр-пĕринпе нумай çул килĕштерсе ĕçленипе çыхăннă.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5