Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чиртен сыхланма тăрăшаççĕ

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 06.12.2017, 09:12 Просмотров: 789

Республикăра сысна ĕрчетекен хуçалăхсене урăх йышши выльăх- чĕрлĕх тĕсĕ çине куçарма "çул-йĕр картти" тума хушнă. Çак ыйтăва ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче ЧР ялхуçалăх министерствинче республикăри сысна усракан хуçалăхсене сыснасен Африка мурĕнчен хỹтĕлес ыйтупа ирттернĕ ларура сỹтсе явнă. Чăваш Республикин патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра сыснасен Африка мурне тупнă тĕслĕхсем çук, анчах та кỹршĕллĕ регионсенчен инфекци килсе кĕрес хăрушлăх упранса юлать. Лару-тăрăва тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе республикăри ветлабораторире сыснасен тата хир сыснисен мониторингне тусах тăраççĕ. Ноябрь уйăхĕ тĕлне 120 пробăна тĕпченĕ, телее, хăрушă чир паллисене тупман.

Паянхи куна Чăваш Енре 41 фермăра сысна усраççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕнче, тĕрĕсрех 25 хуçалăхра, биологи хỹтĕлевĕн шайĕ пĕчĕк. Çакă вĕсем сыснасен Африка мурĕ лекес хăрушлăх категорине кĕнине пĕлтерет. Çавăнпа хỹтĕленỹ шайĕ пĕчĕк сысна фермисене альтернативлă выльăх-чĕрлĕх тĕсĕ çине куçарасси çивĕч тăрать. Çавна май республикăри пĕрремĕш тата иккĕмĕш компартмента (чи пĕчĕк хỹтĕленỹ шайне) кĕрекен 25 сысна фермине тата пусмалли 40 пункта виççĕмĕш тата тăваттăмĕш компартмент çине е урăх выльăх тĕсĕ çине куçармашкăн "çул-йĕр картти" васкавлă тума хушнă. Çак ĕçе пурнăçламалли пирки сысна тытакан хуçалăхсен, çавăн пекех муниципаллă тытăмсен ертỹçисен адресĕпе уведомленисем янă. Хальлĕхе 4 сысна фермине, 5 хресченпе фермер хуçалăхне тата 1594 уйрăм хушма хуçалăха альтернативлă выльăх тĕсĕ (мăйракаллă шултра выльăх) çине куçарнă ĕнтĕ.

Владимир ХРАМОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ: - Сыснасен Африка мурĕнчен сыхланас ыйтупа тунтикун ЧР Ялхуçалăх министерстви пирĕнпе видеоконференци ирттерчĕ. Калас пулать, пирĕн районта сысна ĕрче-тессипе пĕр хуçалăх кăна - "Коминтерн" ЯХПК - ĕçлет. Унта хальхи вăхăтра 3000 пине яхăн пуç шутланать. Хальлĕхе хуçалăх муртан сыхланас енĕпе биологи хỹтĕлевĕн шайĕ пĕчĕк хуçалăхсен шутне, тĕрĕсрех, иккĕмĕш компартмента, кĕрет. Анчах та "Коминтерн" хуçалăх сысна фермине упраса хăварас тĕллевлĕ, çавна май хăрушă чиртен сыхланас енĕпе юлашки çулсенче нумай ĕç пурнăçларĕ, хỹтĕленỹ шайне хăпартассипе çыхăннă ĕçсене пĕр миллион çурă укçа-тенкĕ хыврĕ - санпропускник, дизбарьер йĕр-келерĕ, зоосанитари лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн объектра дезинфекци, термообработка йышши ĕçсем кулленех пурнăçланаççĕ. Çапла майпа хуçалăх çитес çул сысна фермине хỹтĕленĕвĕн пысăкрах шайне - виççĕмĕш компартмента - куçарашсăн. Çав шая лартсан вĕсем малашне те сысна ĕрчетессипе ĕçлĕç.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5