Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чире сарăлма парас мар

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 20.12.2017, 10:36 Просмотров: 723

Сыснасен Африка мурне çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче тупса палăртни, унран асăрханмалли пирки эпир час-часах çыркаласа тăтăмăр. Акă çак хăрушă чир халĕ пирĕн республикăна та хир сыснисене пула килсе лекрĕ. Тĕплĕнрех каласан, чир паллисене Пăрачкав участокĕн лесничествин территорийĕнче тупнă вилнĕ хир сыснисен генетика материалĕсем çирĕплетсе панă. ЧР Патшалăх ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх, хăрушă чире сарăлма парас мар тесе сысна виллисене çунтарнă, вĕсем пулнă вырăнсене типĕ хлорлă извеçпе сапнă.

Сыснасен Африка мурĕ-пе çыхăннă лару-тăру пирки республика Правительствин чирпе кĕрешекен комиссин черетсĕр ларăвĕ пулнă. Унта чир республика территорине килсе ан лектĕр, ан сарăлтăр тесе сысна усракан хуçалăхсен сыснасене малашне хупă майсенче тытмаллине, фермăсен территорийĕсене икĕ метр çỹллĕш картапа тытса çавăрмаллине, дизбарьерсем йĕркелемеллине тата ытти пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пурнăçламаллине палăртнă. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе хăрушă чире тупнă территорие карантина илнĕ, унта вăхăтлăха сунара çỹреме, çутçанталăкпа усă курма чарнă, республикăри ытти территорисенче вара хир сыснисен шутне чакарассипе ĕçлеме йышăннă.

Лев ГУЩИН, Хĕрлĕ Чутайри чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ:

- Палăртмалла, республикăра сыснасен Африка мурне тупса палăртнă май халĕ власть органĕсемпе организацисем чире сарăлма парас мар тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Районта пурăнакансен питех пăлханса ỹкме кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен чир паллисене пирĕн районтан аякра тупнă, çавăнпа пирĕн район хăрушлăх зонине кĕмест. Сыснасене, вĕсен какайне предприятисенчен те, халăхран та туртса илмеççĕ. Çапах та сыснасене çирĕп йĕркене пăхăнса усрама, вĕсене куçарнă е сутнă чухне ветеринари докуменчĕсемпе усă курма сĕнетпĕр. Çавăн пекех сыснасем массăллă чирленĕ е вилнĕ тĕслĕхсем пулсан районти ветеринари учрежденине пĕлтерме ыйтатпăр.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5