Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тĕрлĕ енлĕ ăмăртрĕç

Категория: Спорт Опубликовано: 11.07.2018, 11:55 Просмотров: 588

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен канăвне усăллă йĕркелес, йĕркене пăсасран асăрхаттарас тĕллевпе тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттерме тăрăшатпăр. Акă июлĕн 5-мĕшĕнче ачасем валли "Çулла-2018" черетлĕ спорт уявĕ пулчĕ. Ăна Раççейре футбол енĕпе иртекен тĕнче чемпионатне халалларăмăр. Унта спортпа туслă 7-17 çулхи ачасем йышлăн хутшăнчĕç.

Чи малтанах старта самокатпа ярăнакансем тухрĕç. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Александр Карпова çитекенни пулмарĕ. Унтан уяв хăни, Шупашкартан килнĕ Никита Бурин, финиша çитрĕ.

Ун хыççăн çамрăк спортсменсем 60 метр чупас енĕпе ăмăртрĕç. Хĕрачасем хушшинче Питĕркассинчи вăтам шкулта вĕренекен Ева Кутузова чи хăвăртраххи пулчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухакан Милена Немцева тата Диана Мареева иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçын ачасенчен малти вырăнсене Богдан Яркин, Валерий Аргандейкин тата Никита Ильин йы-шăнчĕç, вĕсем хăйсен спорт ăсталăхне "Хастар" ФСК-ри йĕлтĕрпе чупас уйрăмра туптаççĕ.

Велосипедпа 400 метр чупакансем хушшинче хĕрỹ ăмăрту иртрĕ. Икĕ урапаллă транспортпа хăвăртлăхпа ярăнасси пурин кăмăлне те кайрĕ. Хĕрачасенчен хисеп пьедесталĕ çине Ева Кутузовапа Дарья Вазина (Питĕркасси шкулĕ) хăпарчĕç. Хĕрлĕ Чутайри Дина Зайцева вара виççĕмĕш пулчĕ. Велочупура арçын ачасенчен Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Вадим Ивановпа Кирилл Дадюков малти вырăнсене йышăнчĕç. Çак шкултах ăс пухакан Даниил Самаринăн виççĕмĕш кăтарту пулчĕ.

Канат туртассипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсен команди туслăрах тата вăйлăрах пулчĕ. Çăмăл атлетика кросĕнче вара Питĕркасси шкулĕн вĕренекенĕсем çĕнтерчĕç.

Футболла выляма кăмăллакансен тупăшăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. Финал вăййинче Хĕрлĕ Чутайпа Питĕркасси шкулĕсен командисем тĕл пулчĕç. Матчăн тĕп вăхăтĕнче çĕнтерỹçĕ палăрайманран пенальти пулчĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне хĕрлĕчутайсем тивĕçрĕç.

Ăмăртусен çĕнтерỹçисене грамотăсемпе пылак парнесем парса хавхалантартăмăр.

Райадминистрацин вĕренỹ пайĕ, "Хастар" ФСК сĕннипе тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе кун евĕр спорт мероприятийĕсене эрнесерен йĕркелеме йы-шăнтăмăр. Çитес массăллă стартсем Хĕрлĕ Чутай салинчи Тĕп стадионра июлĕн 12-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра иртĕç.

А.НИКИТИН, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5