Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Футболшăн чунне пама хатĕр

Категория: Спорт Опубликовано: 11.07.2018, 12:09 Просмотров: 626

Раççейре пыракан Футболăн тĕнче чемпионачĕ вĕçлениччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Уйăх хушши пыракан ăмăртусене çак хушăра миçе миллион çын стадионсене е хуласенче ятарласа хатĕрленĕ пысăк экрансем умне кайса курмарĕ-ши? Сенкер экран умĕнче тата мĕн чухлĕ çын пăхрĕ-ши?

Раççей çыннисем уйрăмах хамăрăн команда вылянă матчсене пăхрĕç пулĕ. Шел те, шăматкун Раççейĕн пĕрлештернĕ ко- манди питĕ кăткăс вăйăра Хорвати командине выляса ячĕ. Апла пулин те чемпионатăн 1/4 шайне тухма пултарнă Раççей футболисчĕсене пурте тав сăмахĕ кăна калаççĕ - пирĕн çĕршыври футбола çавăн пек шая çитерме пултарнăшăн, çĕршыв чысне çỹле çĕкленĕшĕн, халăха пĕрлештерме пултарнăшăн...

Футбол чемпионатĕнче Раççей команди вылянине район çыннисем те тăрăшсах тишкерчĕç пуль, пĕтĕм ĕçе пăрахса телевизор умĕнче ларчĕç ĕнтĕ.

"Футбол - арçынсен вăййи", - теççĕ пулин те, ку хутĕнче ватти-вĕтти те, хĕрарăмсем те, ачасем те тăрăшсах хамăрăннисемшĕн "чирлерĕç".

Паян манăн вулакансене футболшăн чунне пама хатĕр хĕрупраç çинчен каласа парас килет. Вăл - Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Евгения Герасимова. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадет класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Женя Саратоври юридици академийĕнче (прокуратура институтĕнче) аслă пĕлỹ илме пуçларĕ.

Женя мĕн ачаранпа футбол вăййипе кăсăкланать. Тĕрĕссипе, "мĕн хама астума пуçланăранпа" тет вăл кун пирки. Паллах, кунта ашшĕн, хальхи вăхăтра "Хастар" спорт комплексĕнче тренерта тăрăшакан Владимир Герасимовăн, витĕмĕ пысăк пулнă.

Женьăн Раççейри командăсенчен чи юратни - Мускаври "Спартак". Кăçалхи тĕнче чемпионатĕнче вара вăл, паллах, Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн çуннă. "Чемпионат академинче экзаменсем пынă вăхăта лекмен пулсан хамăрăн команда вылянă пур матча та кайса курма хатĕрччĕ, - тет Евгения Герасимова. - Ку чемпионат пирĕннсемшĕн чи лайăххи пулчĕ. Вĕсем питĕ тивĕçлĕ шайра вылярĕç. Пирĕн футболистсем мĕн юлаш-ки самантчен "çапăçрĕç", анчах та вĕçĕнче ăнăçу вĕсенчен пăрăнчĕ. Эпĕ пирĕн çакăн пек команда пурришĕн савăнатăп. Вĕсем пирĕн пысăк çĕршыва пĕрлештерчĕç, пĕр çĕре чăмăртарĕç. Пурте матчсене чунтан пăлханса пăхрĕç. Нумайăшĕ футбол вăййине юратма пуçларĕ. Пирĕн пĕрлештернĕ команда - пирĕн шанăç, мăнаçлăх. Халĕ Раççей мăнаçлă та вăйлă çĕршыв пулнине, кунта та чăн-чăн футболистсемпе тренер пуррине пурте пĕлеççĕ. Манăн хамăрăн командăна вăйăсем вăхăтĕнче парнеленĕ туйăмсемшĕн пысăк тав сăмахĕ калас килет".

Евгения Герасимова каланă çак сăмахсемпе пурте килĕшеççĕ пуль тетĕп. Сăмах май, Женя кăçалхи чемпионат Кубокне ĕнер иртнĕ вăйăра çĕнтернĕ команда çĕнсе илеет тесе шутлать. Мĕнех, кĕтмелли нумаях юлмарĕ, вырсарникун эпир çакна пурте пĕлĕпĕр...

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5