Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

ООО " П И Т А Н И Е" 

Красночетайского райпо требуются:

ОФИЦИАНТ, ПОВАРА, КУХОННЫЙ РАБОТНИК, КОНДИТЕР, БУФЕТЧИК

   Тел.: 2-16-91 

 


П Р О Д А Е М

3-н е д е л ь н ы х   б р о й л е р о в.

Тел. 8 996 852 44 76

 

 

 Уважаемые ветераны

Красночетайского отделения ЧР ГСВГ и ВД!

Поздравляем Вас с праздником

и приглашаем на сборы 

9 июня 2023 г. в 10 часов

у Стелы в с. Красные Четаи.

                                    Красночетайское отделение ГСВГ-ВД.

 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачасене футболла выляма вĕрентет

Категория: Спорт Опубликовано: 05.09.2018, 09:07 Просмотров: 750

Шупашкарта августăн 23-мĕшĕнче иртнĕ республика шайĕнчи педконференци ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл конференцие пухăннă педагогсене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ Владимир Герасимов та пулнă. Ăна "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ" сумлă ят панă.

Хальхи вăхăтра Владимир Валентинович ачасене футболла выляма вĕрентет. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать, çав шутра педагогика тытăмĕнче - 35 çул. Çак хушăра Владимир Герасимов массăллă разрядлă 200 ытла спортсмена хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем пĕрре кăна мар республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă.

"Хастар" ФСК-ра Владимир Герасимов тренер патĕнче футбол енĕпе ăсталăхне туптакан ачасем республикăра мини-футбол ăмăртăвĕсенче 2015 çулта 3-мĕш вырăн йышăннă, 2016 çулта - 2-мĕш вырăн, 2017 çулта - 3-мĕш вырăн, 2018 çулта - 1-мĕш вырăн.

Республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă 11-12 çулхи арçын ачасем кăçал Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнчĕç. Чулхула облаçĕнче февраль уйăхĕнче иртнĕ мини-футбол вăййисенче ял ачисем 10-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Ку хăйне евĕрлĕ опыт малашне тата пысăкрах çитĕнỹсем тума пулăшасса шанатпăр.

Владимир Герасимов хăй те тăтăшах ветерансем хушшинче иртекен футбол вăййисене хутшăнать. Районта иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче, массăллă мероприятисенче тăтăшах курма пулать ăна. Унсăр пуçне вăл - футбол енĕпе пĕрремĕш категориллĕ судья.

Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Владимир Герасимова тĕрлĕ çулсенче Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин тата Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Владимир Валентиновичпа мăшăрĕ, Людмила Александровна, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Асли çемьеллĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни, Евгения, Саратоври юридици академийĕнче вĕренет. Вăл мĕн ачаранпа футболпа кăсăкланать, çакăнта ашшĕн витĕмĕ пысăк пулни каламасăрах паллă.

Герасимовсем район хаçачĕн парнисемшĕн иртекен çăмăл атлетика эстафетине те тăтăшах хутшăнаççĕ. Паян Хĕрлĕ Чутай салинчи Тĕп стадионта иртекен эстафетăра та вĕсене стартра курасса шанатпăр.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2