Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кĕрешекенсем кавир çине тухнă

Категория: Спорт Опубликовано: 18.01.2019, 11:17 Просмотров: 663

Çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешесси вăй илсе пырать. Авалхи тата халăх юратакан спорт тĕсĕ районта та аталанать.

Акă январĕн 12-мĕшĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртнĕ. Икĕ куна пынă турнира РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне Ю.Шереметьева асăнса ирттернĕ. Унта республикăри районсемпе хуласенчен 100 ытла çамрăк хутшăннă. Хальхинче спортсменсем Иваново хулинчен те çитнĕ.

Хăйсен ỹсĕмне кура Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Вадим Иванов пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, Борис Булаткин Даниил Столяров, Владимир Недорезов тата Кирилл Перепелкин виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Палăртмалла, çамрăксем "Хастар" ФСК-ан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне çỹреççĕ, пултарулăхне туптаççĕ. Вадим Иванов вара çак спорт тĕсĕпе пĕрре мар пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăнă, район тата республика чысне хỹтĕленĕ. Спортри çитĕнĕвĕсемшĕн "Артекра" та пулнă.

Вячеслав ДАДЮКОВ, "Хастар" ФСК директорĕ:

- Юлашки çулсенче çамрăксем спортпа тусли самай сисĕнет. Вĕтти-ватти те сывă пурнăç йĕрки тытма кăмăллать. Çакна валли майсем çителĕклĕ. Районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн алăкĕсем пурин валли те яланах уçă. Кунти условисем питĕ меллĕ те хăтлă. Илемлĕ юрă-кĕвĕ сассипе тренажер залĕнче хатĕр-ленме, волейболла, футболла выляма, бассейнра ишме май пур. Йĕлтĕр çине тăма кăмăллакансем "Хастар" çумĕнчи трасса çине тухма пултараççĕ. Ĕç хыççăн та, уроксем хыççăн та ярăнма пулать - çутă пур. Йĕлтĕр çуккисене валли прокат та ĕçлет.

ФСК-ра район тата республика шайĕнчи ăмăртусемпе турнирсем тăтăшах ирттеретпĕр. Хăнасем те кунти условисемпе кăмăллă. Эпир спорт тусĕсене яланах хапăл. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2