Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Футбол маншăн савăнăç та, вăй-хал çăлкуçĕ те"

Категория: Спорт Опубликовано: 12.07.2017, 09:08 Просмотров: 1400

Июлĕн 8-мĕшĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче мини-футбол енĕпе "Туслăх кубокĕ - 2017" турнир иртнĕ. Ăна футбол вăййине кăмăллакан Олег Викентьевич Иванов йĕркеленĕ. Турнира Чăваш Республикин, Мари Эл судйисен пĕрлешĕвĕн, районти "Спартак" командисем хутшăннă.

Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан, район судĕнче ĕçлекен Олег Викентьевич Иванов çутă сăн-питлĕ те çав тери ырă кăмăллă çын. Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнчи Калерия Германовнăпа Викентий Викторович Ивановсен нумай ачаллă çемйинче 50 çул каялла çуралса ỹснĕ вăл. Футбол вăййине чун-чĕререн юратать. Чăваш юманĕ пек çирĕп хул-çурăмлă, пултаруллă спортсмена Чутай тăрăхĕнче анчах мар, республикăн пур кĕтесĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Тус-юлташĕсем ăна хисеплесе ашшĕ ячĕпе "Викентч" тесе чĕнеççĕ. Çапла, мĕн ачаранах юратнă Олег футболла выляма. Шкулти тантăшĕсемпе пĕрле кунсерен спортри ăсталăхне туптанă. Тăван ашшĕнчен, Викентий Викторовичран, футболла выляма вĕреннĕ, ун пекех мечĕке хапхана тапса кĕртме, хăвăрт чупма мĕн пĕчĕкрен хăнăхса пынă, ỹссе çитсен паллă футболист пулма ĕмĕтленнĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухне те, салтакра та, Саратов хулинчи юристсем хатĕрлекен институтра пĕлĕвне ỹстернĕ вăхăтра та Олег Викентьевич яланах командăра чи ăста вылякансенчен пĕри пулнă. Ĕçлеме пуçласан та вăл футболла выляма пăрахман. Паянхи кун та вăл районăн пĕрлештернĕ "Спартак" тата район сучĕн "Фемида" командисенче лайăх вылякансенчен пĕри шутланать.

Çак хушăра Раççей шайĕнчи, республикăри тата районти тĕрлĕ турнирсемпе чемпионатсене хутшăнса мĕн чухлĕ кубок, медаль, хисеп грамоти çĕнсе илмен-ши вăл. 2007-2009 çулсенче юр çинче футболла выляса шалти ĕçсен пайĕн "Динамо" командине темиçе хутчен те районта 1-мĕш вырăна кăларнă. Çак çулсенчех Етĕрне хулин уçă турнирĕнче хĕллехи футбол выляса команда капитанĕпе Владимир Герасимовпа район спорт чысне ăнăçлă хỹтĕленĕ. 2005 çулта Олег Викентьевич пуçарăвĕпе тата Юрий Столяров тăрăшнипе районăн пĕрлештернĕ "Спартак" команди Мускав хулинче чăвашсен ентешлĕхĕн "Юман" командипе тĕл пулса футболла вылянă. 2007 çулта Атăлçи федераци округĕн 1-мĕш чемпионатĕнче Олег Викентьевич Чăваш Республикин судйисен командишĕн выляса кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. 2010 çулта Етĕрне хулин уçă чемпионатĕнче 14 команда хушшинче çак командах пăхăр медале тивĕçнĕ. Чĕмпĕр хулинче иртнĕ Чăваш Республикин судйисен командишĕн вырăнти судьясемпе ăнăçлă выляса "Турнирăн чи лайăх футболисчĕ" ята тивĕçнĕ. 2013 çулта Чăваш Республикин судйисен командишĕн мини-футболла выляса Атăлçи федераци округĕн 7-мĕш чемпионатĕнче 14 команда хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă. Республикăри судьясем хушшинче пыракан чемпионатра вара вăл 2014 çулта "Чи лайăх тапăнса вылякан", 2015 çулта "Чи нумай мечĕк тапса кĕртекен", 2017 çулта "Чи ăста вылякан" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Çак çулах республикăра иртекен чемпионатра район сучĕн "Фемида" командишĕн выляса хапхана 15 мечĕк тапса кĕртме пултарнă. Вăл чи нумай гол тапса кĕртекен футболистсем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. "Фемида" командăшăн выляса район чемпионачĕсенче 2013 çулта ылтăн, 2014 çулта кĕмĕл медальсем илме пултарнă. 2014 çултах Олег Викентьевич районăн пĕрлештернĕ "Спартак" командишĕн выляса (капитанĕ - Сергей Ульянов) республикăра 2-мĕш вырăна тухнă.

Олег Иванов ĕçре тухăçлă тăрăшма, спортра çитĕнỹсем тума çемьере вăй-хал çитерет. Çемье ăшшине вара унăн юратнă мăшăрĕ Лилия Михайловна упрать. 22 çул хушши вĕсем пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене, физкультурăпа спорт комплексне çемйипех çỹреççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма хăнăхтараççĕ. Уйрăмах вăталăх ывăлĕ, 10 çулхи Вадим, ашшĕ пекех ăмăртусенче маттур пуласшăн. Çамрăк спортсмен хăйĕн юратнă тренерĕпе Петр Кузьминпа тата ашшĕпе пĕрле ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирĕсене тăтăшах хутшăнать, нумай чухне малти вырăнсене йышăнса килет. Шывра ишес, футболла выляс енĕпе те çитĕнỹсем тăвать вăл. Вадим çĕнсе илнĕ медальсемпе хисеп грамотисен шучĕ кунран-кун хушăнса пырать.

А.НИКИТИН, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5