Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Спорт уявне йыхравлатпăр

Категория: Спорт Опубликовано: 09.08.2019, 10:26 Просмотров: 560

Çулсерен августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче пирĕн çĕршывра Пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунне паллă тунине пурте пĕлеççĕ. Пĕтĕм халăхăн юратнă уявне районта та кăмăллаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытакансем кирек мĕнле йывăр ĕçе те пурнăçлаççĕ, вĕсен нимĕнле сиенлĕ йăла-йĕрке те çук. Тата кун пеккисене çемьере те, ĕçре те хисеплеççĕ. Спортпа туслă çынсемпе районта та ĕмĕр тăршшĕпех мухтаннă. Кун пеккисене халăхра вăл спортсмен тенĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх политики çĕршывăн пур гражданне те сиенлĕ йăласемсĕр пурăнма, мĕн ачаран сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентес тĕллевлĕ. Вăл пурнăç тăршшĕпех вăйлă пулма, палăртнă тĕллев патне туртăнма, физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарать. Палăртма кăмăллă, районти аталаннă физкультурăпа спорт инфратытăмĕ спорт сооруженийĕсемпе туллин усă курма май парать. Паянхи кун республикăн спорт резервĕ валли пултаруллă çамрăксене хатĕрлеме пур майсем те çителĕклĕ. Районта пурăнакансемпе хăнасене "Хастар" кермен хаваспах йышăнать, унта бассейн, 14 спорт залĕ, 78 спорт сооруженийĕ, 3 тир пур. Çавăн пекех "Чавалти" хĕллехи сиплев центрĕ пурри те савăнтарать. Хальхи вăхăтра вĕренỹ учрежденийĕсенчи сакăр спортзалтан пилĕккĕшĕнче юсав ĕçĕсем тунă. Ку кăтарту республикăра лайăххисенчен пĕри. Акă паянхи кун Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта физкультура занятийĕсем ирттермелли залта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Районта çулсерен республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Кăçалхи çур çулта тĕрлĕ Кубок спартакиадисем, шахматçăсен регионсем хушшинчи "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" фестивалĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ тата ытти спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Хĕллехи кунсенче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем савăнтарчĕç. Кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне сывă пурнăç йĕркине тытакансен шучĕ те ỹсрĕ. Районта пурăнакансен 43,5 проценчĕ, 6095 çын, спорта кăмăллать. Кăçалхи ултă уйăх хушшинче районти массăллă спорт ăмăртăвĕсене 1345 çын хутшăнчĕ. 2356 çын ГТО спорт комплексне тытма кăмăл турĕ. Асăннă тапхăрта 319 çын ГТО комплексĕн паллине илчĕ. Ку енĕпе хĕрлĕчутайсем республикăра та лайăххисен йышĕнче.

Район çыннисем уйрăмах хĕллехи "Чавал" сиплев центрĕнче сывлăха çирĕплетме кăмăллаççĕ. Кунта çулсерен хĕллехи йĕлтĕр йĕрĕ çинче район тата республика шайĕнчи массăллă стартсем чылай иртеççĕ.

Районта физкультурăпа спорта хисепе хуракан ĕç коллективĕсем чылай. Чи малта пыраканнисем - район администрацийĕ, райпо, район больници тата сучĕ, "Нива" ЯХПК, "Пилеш" тата "Хĕвел" ача сачĕсем.

Район хăйĕн спорт ветеранĕсемпе - çăмăл атлетика енĕпе республикăри, пĕтĕм Раççейри ăмăртусен çĕнтерỹçисемпе Валентин Харитоновпа, Людмила Михуткинапа - мăнаçланать. Вĕсем çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

"Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ тăрăшнипе районта çултан-çул Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсем "çуралаççĕ", вĕсем республикăри пĕрлештернĕ командăсен тытăмне кĕрсе çĕршывĕпех палăраççĕ. Кăçал кире спортне кăмăллакан Иван Федоров, Петр Майоров тата Николай Борисов Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсем пулчĕç. Асăннă тапхăрта районта çуралса ỹснĕ 139 çын массăллă спорт разрядне пурнăçларĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районăн чи лайăх спортсменĕсем республикăри ăмăртусенче 51 хут призерсен йышне кĕме пултарчĕç (иртнĕ çулхинчен ытларах). Çакна та палăртмалла, кăçал Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен, "Хастар" ФСК-н волейбол уйрăмне çỹрекен пикесем шкул волейбол лигин республикăри ăмăртăвĕсен призерĕсем пулчĕç. Район футболисчĕсен пĕрлештернĕ команди те хăйĕн çĕнтерĕвĕпе пĕрре мар савăнтарчĕ. Паянхи куна "Хĕрлĕ Чутай" футбол команди республикăри хуласемпе районсем хушшинче малта пырать. Нумай енлĕ кĕрешекенсем те çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çак спорт тĕсĕн чи лайăх кĕрешỹçисем Чăваш Республикин чысне ГТО комплексĕн пĕтĕм Раççейри фестивалĕнче хỹтĕлĕç. Районти спорт çемйисем те республикăри спорт фестивалĕсенче палăрма пултарчĕç. Хĕрлĕ Чутайри Ивановсен çемйи (ашшĕ - Олег Викентьевич, амăшĕ - Лилия Михайловна тата вĕсен ывăлĕ Вадим) ишевçĕсен эстафетинче чи лайăххисем пулчĕç.

Районта пурăнакансемпе хăнасене пурне те çывхаракан уявпа - Пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунĕпе - саламлатпăр. Сире пурне те спорт уявне йыхравлатпăр. Вăл паян, августăн 9-мĕшĕнче, "Хастар" ФСК çумĕнчи стадионра 11 сехетре пуçланать.

Алексей НИКИТИН, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5