ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Июлĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕнче муниципалитетăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май "Хастар" ФСК тренерĕсене Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисене парса чысларĕç.
Çак чыса тивĕçнисенчен пĕри вăл Евгений Сергеев тренер-преподаватель пулчĕ. Евгений Николаевич "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Хастар" ФСК" учрежденире 2007 çултанпа тимлет, шахмат уйрăмне ертсе пырать. Ачасем ун патне хаваспах çỹреççĕ, "шурă-хура уйра" выляма вĕренеççĕ. Спорт шкулĕнче ĕçленĕ хушăра Евгений Сергеев тренер хатĕрленипе çамрăк спортсменсем 80 ытла массăллă разряда тивĕçнĕ, 5-шĕ пĕрремĕш разряд нормативĕсене пурнăçланă, пĕри вара, Елена Гурьянова, спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.
2014 çултан пуçласа паянхи кунччен Евгений Сергеев тренер ертсе пынипе ачасем тĕрлĕ шайри ăмăртусене тăтăшах хутшăннă, 46-шĕ республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă, 15-шĕ регион шайĕнче палăрнă. Евгений Николаевич тăрăшнипех иккĕмĕш çул ĕнтĕ районти çамрăк шахматистсен команди "Шурă ладья" турнира хутшăнса республикăра çĕнтерет. Çак çĕнтерỹ ачасене пĕлтĕр тата кăçал Сочире иртекен турнира хутшăнма май пачĕ. Пултаруллă тренер ачасене шахматла выляс ăсталăха алла илме хăнăхтарнипе пĕрлех хăйĕн ăсталăхне те туптасах тăрать. Евгений Николаевичăн шахматла выляссипе пĕрремĕш спорт разрячĕ пур, унпа пĕрлех вăл шахматçăсен пĕрремĕш категориллĕ спорт судйи те.
Лилия ЧЕЧЕНЕШКИНА, Ачкасси ялĕ, Артем Чеченешкинăн амăшĕ:
- Евгений Николаевич Сергеев чăннипех хисепе тивĕçлĕ тренер, вăл тăрăшнипех ĕнтĕ пирĕн районти çамрăк шахматçăсем республикăри кăна мар, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене тухса çỹреççĕ. Кăçал июнĕн 1-9-мĕшĕсенче Сочире "Шурă ладья" уçă турнир иртрĕ, унта 14 çултан аслă мар шкул ачисем хутшăнчĕç. Раççейри 80 команда тата ют çĕршывсенчи 17 ушкăн хутшăннă ăмăртура Чăваш Ен чысне Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕлỹ пухакан ачасем хỹтĕлерĕç. Пирĕн команда йышĕнче Даниил Романов (3-мĕш класс), Артем Чеченешкин (7-мĕш класс), Максим Кудряшов (6-мĕш класс), Дарья Романова (6-мĕш класс) пулчĕç, сăмах май, яллă вырăнсенчен килнĕ пĕртен-пĕр команда. Çакна та каласа хăварас килет - турнир вăхăтĕнче Çуралнă кунĕсене паллă тунă ачасене парнесемпе чысларĕç, вĕсем шутĕнче манăн Артем ывăлăм та пулчĕ, вăл июнĕн 2-мĕшĕнче 14 çул тултарчĕ. Паллах, хĕрлĕчутайсене хамăр çĕршыври чи вăйлă командăсемпе выляма çăмăл пулмарĕ. Кашни кун икĕ тур иртрĕ, пĕр турта тăватă сехет вылярĕç ачасем. Пурĕ тăхăр турта вăй виçрĕç вĕсем - Ингушети, Кабардино-Балкари республикисенчи, Псков, Магадан, Липецк, Кострома, Смоленск, Иваново облаçĕсенчи командăсемпе тупăшрĕç. Çĕнтерỹсем те, выляса янисем те пулчĕç, савăнăç та, куççуль те пулчĕ... Тренер çамрăк шахматçăсене пулăшса, сĕнỹсем парсах тăчĕ, ачасемпе пĕрле кайнă ашшĕ-амăшĕ те ачасемшĕн тĕрев пулчĕç. Пирĕн командăшăн çакăн пек тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнни хăех пысăк çĕнтерỹ пулчĕ тесе шутлатăп. Çак ăмăртусенче вĕсем шахматла выляссипе пысăк опыт пухрĕç. Ăмăртусене пысăк шайра ха- тĕрлесе ирттерни, ытти çамрăк спортсменсемпе тĕл пулса калаçни, тинĕс хĕрринче, Олимп паркĕнче пулса курни, тусем хушшинчи юханшывсем, аван çанталăк пирĕн ачасен асĕнче яланлăхах юлчĕç пулĕ тетĕп.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |