Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Спортсменсем савăк кăмăл-туйăмне пытармарĕç

Категория: Спорт Опубликовано: 11.09.2020, 11:58 Просмотров: 697

Сывлăх нимрен пахине туйса районта сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем çултан-çул нумайланса пыраççĕ. Çамрăксем кăна мар, аслисем те спорт патне туртăнаççĕ. Спорт ветеранĕсем вара пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ. Çакна валли майсем пур. "Хастар" ФСК пурне те хапăл туса йышăнать. Уçă стадионсем те районта сахал мар. Спортсменсем валли ятарлă спорт площадкисем те ĕçлеççĕ.

Акă иртнĕ эрнере хаçат тата спорт тусĕсем Питĕркасси ял тăрăхĕнчи "Спартак" стадионта пухăнчĕç, "Пирĕн пурнăç" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ту-пăшрĕç. Кăçал çăмăл атлетика чупăвĕ Аслă Çĕнтерĕве 75 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа иртрĕ. Спорт мероприятийĕ ытти çулхисенчен уйрăлса тăчĕ. Хальхинче эпидеми лару-тăрăвне пула ача садне çỹрекен шăпăрлансем, шкул ачисем хутшăнаймарĕç. Апла пулин те уяр çанталăк, илемлĕ те хитре вырăн район спортсменĕсене тыткăнларĕ. Массăллă старта спорт ветеранĕсем, ĕç коллективĕсен арçынсемпе хĕрарăм-сен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен командисем, предприятисемпе организацисен спортсменĕсем тухрĕç, хăйсен савăк кăмăл-туйăмне пытармарĕç.

Çăмăл атлетика эстафетине район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров уçрĕ, спортсменсене саламларĕ. "Пирĕн пурнăç" хаçатăн тĕп редакторĕ Алина Оринова тата ăмăртусен тĕп судйи Алексей Никитин старта тухакансене ăнăçу сунчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче "Хĕвел" ача сачĕн командине çитекенни пулмарĕ. "Пилеш" ача сачĕн пĕрремĕш команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕн Атикасси шкулĕн пĕрремĕш команди финиша виççĕмĕш çитрĕ. Спортсменсенчен кашниех (командăра 3 хĕрарăм) 200-шер метра парăнтарчĕ. Палăртмалла, пĕтĕмпе ăмăртăва хĕрарăмсен 13 команди старта тухрĕ: "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсем, райбольница, Çĕн Атикасси, ХĕрлĕЧутай, Питĕркасси, Шулю шкулĕсем, район администрацийĕн ЗАГС, культура, экономика пайĕсем, ĕçпе тивĕçтерекен центр. Çĕн Атикасси шкулĕпе "Пилеш" ача сачĕн ĕçченĕсем икшер команда та тăратрĕç. Ĕç коллективĕсем çăмăл атлетикăна кăмăллани куç кĕрет.

Арçынсен команди иккĕ кăна пулчĕ пулин те, вĕсем хушшинчи тупăшу та çивĕч иртрĕ. Командăри кашни спортсмен 200 метра парăнтарчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕ пĕрремĕш пулчĕ, Мăн Этмен шкулĕ - иккĕмĕш.

Хутăш эстафетăна çичĕ команда хутшăнчĕ: район администрацийĕ, Тури Çĕрпỹкасси, Çĕн Атикасси, Мăн Этмен, Питĕркасси шкулĕсем, райадминистрацин вĕренỹ пайĕ тата ветерансем. Район администрацийĕн команди финиша пĕрремĕш çитрĕ, Тури Çĕрпỹкасси шкулĕ - иккĕмĕш, Çĕн Атикасси шкулĕ - виççĕмĕш.

Мала тухнисем пурте район администрацийĕн грамотине, "Пирĕн пурнăç" хаçатра тỹлевсĕр салам е пĕлтерỹ памалли купона тивĕçрĕç. Палăртмалла, спорт уявне килнисем пурте старта тухрĕç. Çакă районта пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине тытнине, çăмăл атлетикăна кăмăлланине çирĕплетет. Сывă ỹт-пỹре - сывă ăс-тăн. Çак каларăша тĕпе хурса вĕсем сывлăхне çирĕплетеççĕ, пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлмаççĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Фестивале хастар хутшăннă кашни çынна чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр, телей-ăнăçу яланах сирĕнпе юнашар çỹреччĕр. Малашне те прессăн спорт фестивальне хутшăнма вăхăт тата кăмăл пултăр. Сирĕн хастарлăхăр, спортри çитĕнĕвĕрсем хушăнсах пыччăр.

Редакци коллективĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5