Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

РАБОТА 

В редакцию требуется уборщица-курьер. 

Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62

oknaVasya

ПРОДАЮ:

2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:

с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.

Состояние хорошее. Цена 2600000 руб. 

Тел.: 8 960 303 78 88

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çамрăксем шахмат вăййине суйлаççĕ

Категория: Спорт Опубликовано: 17.11.2017, 08:39 Просмотров: 648

Ноябрĕн 11-12-мĕшĕсенче тĕп хуламăрти "Олимпийский" стадионта 15, 17 тата 19 çулчченхи яшсемпе хĕрсем хушшинче шахматла хăвăрт выляс енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕсем иртнĕ. Палăртма кăмăллă, район чысне 10 çамрăк хỹтĕленĕ, вĕсем 14 медальтен саккăрăшне çĕнсе илнĕ. Хăйсен ỹсĕмри ушкăнсенче Яна Никифоровапа Валерий Кудряшов çĕнтернĕ. Кĕмĕл медале Дарья Романова, Артем Чеченешкин тата Милена Чеблукова тивĕçнĕ. Максим Кудряшов, Елена Афанасьева, Владислав Тунейкин пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăнă, Полина Медакинапа Дмитрий Мерзлайкин - тăваттăмĕшсем. Çак ачасемпе пуринпе те Евгений Сергеев тренер-преподаватель ĕçлет. Вăл хăй те Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусем тăвать. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен Чăваш Ен ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Уйăх пуçламăшĕнче Мускавра Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа шахматла хăвăрт выляс енĕпе уçă турнир иртнĕ. Турнира Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Кỹкеç поселокĕнчен, Çĕмĕрлерен, Çĕрпỹрен, Элĕк, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенчен 56 шахматçă хутшăннă. Хĕрлĕ Чутай район чысне Дарья Романова, Роман Николаев хỹтĕленĕ. Вĕсем района лайăх кăтартусемпе таврăннă. Дарья Романова хĕрарăмсем хушшинче кĕмĕл призер пулма пултарнă. Çичĕ çулхи Роман Николаев турнира хутшăннисем хушшинче чи çамрăкки пулнă. А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1